Хальхи вӑхӑтра та пултаруллӑ скульпторсем пур. Мӗнех, кӑмӑла каймалли ӗҫсемпе паллашар-ха эппин.
Михай Эминеску ячӗ паян кирек епле румынпа молдаваншӑн та ҫветтуй евӗрех. Ун ячӗпе Румынинче ҫакӑн пек скульптура лартнӑ.
Бронзӑран шӑратса тунӑ тискер лаша кӳлеписем вӗсен чӑн виҫинчен 1,5 хут пысӑкрах. Скульптурӑн тӗп шухӑшӗ – чарӑнми вӑй-хала, пуҫарулӑха тата ирӗклӗ кӑмӑл-туйӑма палӑртасси.
Тӗлӗнсе каймалли ҫак композици хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн шедеврӗ шутланать теҫҫӗ. Пэйдж Брэдли скульптор хӑйӗн ҫак ӗҫне этеме сӑнлакан скульптурӑсене хурласа шухӑшланӑ май ҫуралнӑ тесе ӗнентерет-мӗн.
Польшӑна хӑйӗн историйӗнче нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулма тивнӗ. Ку палӑк ҫар положенийӗ ҫинчен калакан саккуна пула шар курнисене халалланӑ.
Тайбэй зоопаркӗнчи гиппопотамсен скульптури тискер чӗрчунсене перекетлемелли пӗлтерекен паллӑ.
Венгринчи персе пӑрахнӑ еврейсене халалланӑ палӑк. Ӑна 2005 ҫулта лартнӑ.
Зенос Фрудакис скульптуринче ыттисенчен утӑм хыҫҫӑн утӑм уйрӑлса каякан ҫынна сӑнланӑ.
«People of the River» палӑк серийӗсенчен пӗри. Юханшыв хӗррине пырса вырнаҫнӑ ҫынсене сӑнлать.
Еврейсене геттона янӑ чух ҫурт-йӗртен мӗнпур сӗтел-пукана илсе тухнӑ. Ҫапла хӑтланни ачасене пытарса хӑварттарас теменнипе ҫыхӑннӑ.
Портлендри ҫак скульптура ҫурта шӑтарсах тухнӑ.
Кендра Хейст скульпторӑн ӗҫӗнчи хура арӑслансем Лондонри Тауэра кӗтмен хӑнасенчен сыхлаҫҫӗ.
9 метрлӑ скульптурӑна бронзӑран, тутӑхман тимӗртен, мрамортан 2007 ҫулта тунӑ. Луиза Буржуа скульптор ӑна амӑшне халалланӑ.
Ӑна 7 ҫул тунӑ. Скульптура 30 метр ҫӳллӗш. Вӑл йывӑр туртакан лашасенчен Шотланди промышленноҫӗпе экономики амалланнине палӑртать.
Литва патшалӑхне чӗртсе тӑратнӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалланӑ.
К6 модельлӗ шутран кӑларнӑ телефон будкисем аваллӑха юлнӑ тапхӑра палӑртаҫҫӗ.
Ирландинчи выҫлӑх ҫулӗсем ҫӗршывӑн историйӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл халӑхӑн 20–25 процентне ҫухатнӑ. Палӑка Дублин варринче вырнаҫтарнӑ.
Д. Лазаров скульптор ку ӗҫе ачасене савӑнтарас тесе ӑсталанӑ.