Чӑваш Енре ҫынсем элитлӑ эрехпе наркӑмӑшланса вилни самай шӑв-шав ҫӗклерӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарчӗҫ. Пӗтӗмпе 900 ешчӗк ром туртса илнӗ, контрафактлӑ эрехе тата ӑҫта сутнине те тӗпчеҫҫӗ халӗ.
Ҫапла ҫав, этем пуймашкӑн ҫӑмӑл меслет шырать, «ҫӑмӑл» укҫа чылайӑшне илӗртет. Паллах, пакунлисем вилмеллех наркӑмӑшлӑ ром Чӑваш Ене ӑҫтан тата мӗнле майпа килнине тӗпчесе тӗрӗслӗхе тӑрӑ шыв ҫине кӑларӗҫ. Ҫакӑ паха — ешчӗксене туртса илнӗ, унсӑрӑн «хаклӑ йышши» ромпа миҫе ҫын наркӑмӑшланӗччӗ-ши?
Паян, пушӑн 15-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери потребительсен прависене хӳтӗлекен кун шутланать. Ҫавна май сире туянакансен, пулӑшу илекенсен мӗнлерех правасем пурри пирки кӑшт та пулин ӑнлантарса парас шухашлӑ.
Лавккари япаласене вӑрланӑ тесе сирӗн сумкӑрсене унти хуралҫӑсем тӗрӗслеме пултараймаҫҫӗ. Эсир хӑвсамӑр ирӗк парсан кӑна вӗсем сирӗн япаласене тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Анчах ку ӗҫе протокол туса ирттермелле е видео ӳкерсе.
Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫинчи адрес кӑтартӑшӗнче «ул. К.Иванова. К.Иванова урамӗ» тесе ҫырнине асӑрхатӑп та - кӳренмелле. Пӗлсех кайман ҫын ячӗ-шывӗ пулнӑ тӑк - йӑнӑша каҫарма та пулатчӗ пуль. Кунта вара - чӑваш поэзийӗн классикӗнчен хӗрарӑм туса хунӑ. Ҫак йӑнӑш тем тесен те ӑнсӑртран пулнӑскер мар вӗт, ку - пӗлменни. Тата - пӗлес теменни. Пӗлмесен ҫӑмӑлрах ҫав - ҫакӑ чи хӑрушши.
Юлташпа тӗп хулари пӗр лавккана кӗтӗмӗр. Тусӑм сутуҫӑпа чӑвашла сӑмах пуҫарчӗ. Хӗрарӑм вырӑсла калаҫать. Ку - каллех чӑвашла, лешӗ - ҫав-ҫаваҫ вырӑсла хуравлать.