Гагарин урамӗнчи 14-мӗш ҫурт — чӑн-чӑн чӑваш сӑн-сӑпатлӑ кермен! 1997-мӗш ҫулта вӑл керментен Вырӑс драма театрне кӑларса яма пултарайман, ӗнтӗ, эпир! Чӑвашсем сӑпайлӑ халӑх! Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ҫирӗм ҫул ытла тертленсе пурӑннӑ хыҫҫӑн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗлле театр харпӑр-хӑй ҫуртлӑ пулса тӑма тивӗҫлӗ пулчӗ!
«Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ керменне Вырӑс драма театрне куҫармалла пулнӑ ҫеҫ! Пирӗн ТЮЗ — хӑйӗн юратнӑ ҫуртӗнче ӗмӗрлӗхе тӗпленнӗ пулӗччӗ! Пирӗн мухтавлӑ В.
Атӑл тӑрӑх Шупашкара хӑнасем килеҫҫӗ те: «Вот это здание с колоннами, видать, ваша филармония?», — тесе ыйтаҫҫӗ. «Ҫук ҫав», — хуравлатпӑр вырӑс чӗлхипе.
Хӗрлӗ лапамри 7-мӗш ҫуртра К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш драма театрӗ 1961-мӗш ҫултанпа ӗҫлет! Вӑл вырӑнтан ӑна 70-мӗш, 80-мӗш ҫулсенчех куҫармалла пулнӑ та ҫав!
Пирӗн энциклопединче театр керменӗ пирки «Хуламӑра пуҫарса яракан ҫуртӑмӑр» тесе ҫыраҫҫӗ (градообразующее)!!! Чӑннипех те, — мӗн тери мухтавлӑ-ҫке пирӗн театр!
90-мӗш ҫулсенче куҫарма майсем пурччӗ!