
Ҫапла ятпа пичетленсе тухнӑ Анатолий Кибечӗн ҫӗнӗ кӗнеки. Вӑл виҫӗ пайран тӑрать.
Пӗрремӗш — «Илем пурнӑҫ сӗткенӗ». Унта автор илем ҫынна мӗншӗн кӑсӑклантарнине, тавлаштарнине, хавхалантарнине тата ачасене илеме вӗрентесси мӗн авалтан пыракан йӑла пулнине кӑтартса парать; вулакана ҫак енӗпе Пифагор, Демокрит, Сократ, Платон, Аристотель, Эпикур мӗн каланипе паллаштарать. Вӗсен кашнин хӑй шкулӗ пулнӑ иккен.
Иккӗмӗш — «Яковлевӑн эстатика шкулӗ». Кунта вара: ҫамрӑк Яковлев мӗнле эстетикӑлла аталану илни, каярах пулас учительсене ӳнерпе, халӑх культурипе, ҫутҫанталӑк пахалӑхӗпе анлӑ усӑ курса вӗрентни, ҫамрӑк талантсене мӗнле пулӑшса пыни, автор «Нарспи» ҫине «юрату куҫлӑхӗ» витӗр ҫеҫ пӑхнипе килӗшменни…
Виҫҫӗмӗш — «Ҫӗнӗ шкулти ҫӗнӗлӗхсем».
Далее...

Нимӗҫсен XIX ӗмӗрти паллӑ филологӗ, Петербургри ӑслӑлӑх академийӗн хисеплӗ пайташӗ Готфрид Герман профессор ҫапла каланӑ: «Икӗ ӗҫ уйрӑмах йывӑр: словарь тӑвасси тата грамматика ҫырасси». Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи чӗлхеҫӗсем вара шӑпах ҫак кӑткӑс та питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпе хураҫҫӗ: сӑмах пуххисем ӑсталаҫҫӗ тата чӗлхе тытӑмне тӗрлӗ енчен тишкерсе кӗнекесем хайлаҫҫӗ. Вӗсем тӑрӑшнипе «Строй чувашского языка» («Чӑваш чӗлхи йӗрки») ӑслӑлӑх проекчӗ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать.
Далее...