Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +18.3 °C
Сомневаться в боге значит верить в него.
(Бальзак)
 

Аçтахар Плотников: Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑрӗ». Пӗрремӗш кӗнеки

Аçтахар Плотников05.12.2009 14:484333 просмотров

Илпек Микулайӗ ҫырнӑ «Хура ҫӑкӑр» романӑн пӗрремӗш кӗнекине кӗртсе пӗтертӗм. Халӗ, ӑна та шута илсен, вулавӑшра пулӗ 4 роман пулать. Сӑвӑллӑ романа, историллӗ романсене шута илсен — тата та ытларах ӗнтӗ. Вулавӑшри саспаллисен шучӗ 9 000 000 иртрӗ!

Вуланӑ май, яланхи пекех, сайра усӑ куракан, хам пӗлмен сӑмахсене ҫырса илтӗм:
араслан — выр. разрастаться. «Лаштра» сӑмахпа пӗр килет пулас. «Арасланса ӳснӗ йывӑҫсем ирӗн-каҫӑн вӑрман пек кашласа лараҫҫӗ.»
артакла — ӑшшӑн пӑх, кам та пулин хыҫҫӑн юратса, чуна парса пӑхни; выр. любовно ухаживать за кем-чем-либо. «...ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр, ачисене пӑхрӗ, артакларӗ.»
васан — вар, айлӑм. «...такмак каласа, ӑна ял хӗрринчи васана ҫити туртса каяҫҫӗ.»
ӗренкӗл — «ӗренкӗ» сӑмах пур — выр. «форма, образ, облик» пӗлтерӗшлӗ. «Ҫине ӗренкӗл кӗпе, хура шӑлавар тӑхӑнчӗ, пуҫне килте ҫаптарнӑ тӑвӑр ҫунатлӑ ҫӑм шлепкине лартрӗ...»
йӑптӑх — йытӑн, е ытти выльӑхӑн, тӑкӑнма пуҫланӑ ҫӑмӗ. «тепри вара — те Яхвиссен, те Ҫӗнӗ касри Велитсен, йӑптӑхне тӑкса пӗтерейменскер.»
йӑрхах — выр. деревянный крюк. Кӑна астуса юлмаллах пулӗ — чылай тӗл пулать пулин те халӗ те пӗлместӗп. «Алӑк патӗнчи йӑрхахсенче — тӗрлӗрен тумтир.»
илештер — хӑйне майлӑ ҫавӑрнӑ, «илентер» синонимӗ. «Шӑпах ҫавӑн пек чухне Шерккей ӑна хӑйсем патне илештернӗ.»
илпеклӗ — пуян. «...суйла илпеклӗ ҫаранӑсенчен, кӗрпеклӗ тӑпру та хамӑрпа пӗрле ларса пырайтӑр...»
им — эмел («им-ҫам» сӑмахра пур). «Эрех, калама кирлӗ сана, чӗре имӗ вӑл.»
катмаклан — алли-урисемпе саркаланса хӑлаҫланни; выр. широко раскидывать руки и ноги. «Туй пуҫӗ ҫыран тӑрӑх йывӑррӑн катмакланса аялалла анчӗ.»
кӑмкан — выр. рукомойник. «...тӑм кӑмкана ӳпӗнтерсе, питне-куҫне ҫурӗ...»
кӑптӑрмӑшла — хыткукарла. «Сакӑрвуннӑсем пуҫтаракан Ҫамакка тертлӗ пурнӑҫне кӑптӑрмӑшла ирттерчӗ ҫав.»
кӗлер — килти выльӑх вӑйне ҫухатса вилни. «Виҫӗмҫул пушмак пӑрӑвӗ хапха айӗнче кӗлерсе вилсе кайрӗ.»
кӗтесле — каярах парса татмалла. «...вӑл кӗтесле илнӗ виҫӗ лав ырашне парса татма та вӑраха ямӗ.»
куҫ хӑрпахӗ — выр. ресницы; хӑрпӑк. «Кӳлӗ тавра кӑшӑлланса шӑтнӑ чакан хӑмӑш — куҫ хӑрпахӗ темелле.»
кӳкерчен — чӳлмек тӗсӗ. «Кӑвак ҫунатлӑ йӗп хӳресем сарӑ кӳкерчене сӗртӗнес пек вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ.»
кӳмеркке — выр. громада, пысӑк япала эппин. «Ҫав клещепе вӑл вӗртерме чарӑннӑ вучахран хӑйра пысӑкӑш тимӗр кӳмеркки ҫаклатса ҫӗклерӗ, сунталӗ ҫине хучӗ.»
кутӑнла пахчаллӑ — тепӗр урамалла тухакан пахчаллӑ кӳршӗ. «Шерккейпе кутӑнла пахчаллӑ пурӑнакан уксах Алапа Велюшӗ те килнӗ иккен.»
ланчашка — выр. тряпка, отрепья, лохмотья, ветошь. «...унӑн ҫӗмрӗк куҫне (пӳртӗн), ҫил кӗресрен, ҫӗтӗк ланчашкапа питӗрнӗ.»
луш — пустуй, ахалех, вырӑнсӑр. «Сасартӑк ӑна ҫак самантра тепӗр майлӑ шухӑш килсе кӗчӗ: луша килчӗ пуль-ха вӑл кунта.»
непӗс — ҫӑткӑнлӑх, хыткукарлӑх, йӗтӗмлӗх. «Пӗртен-пӗр Шерккей, — ҫын те ӗнтӗ ӑна ҫакӑн хыҫҫӑн, — непсине тӑрантараймасӑр тӑван хӗрӗн ҫутӑ кунне сӳнтерет.»
нухӑт — выр. бобовник. «...халь те кӑкланса пӗтмен вӗтӗ хӑвалӑхпа нухӑт кати кӗҫеленсе выртать.»
пакӑлчак — выр. щиколотка, лодыжка. «Кӗпи вӑрӑм ун — чӗркуҫҫи таран, йӗмӗ кӗске, хӗвелпе хӑмӑрланнӑ ура тунисем пакӑлчакран та ҫӳлерех ҫара.»
пӑшӑх — выр. запыхаться, задохнуться. «Элентей тем пӑшӑхнӑ, тара ӳкнӗ, сывласса та пашкаса сывлать.»
пепӗҫ — ҫӳхе сӑранран ҫӗлетнӗ кӗлесӗр атӑ пекки. «...атӑ вырӑнне чечеклӗ пепӗҫ тӑхӑнса янӑ.»
пӗрӗмлӗ — выр. складчатый, сборчатый, со складками, в складку, со сборками, в сборку. «Тул енчен пӑхсан, Михалян хуралнӑ ҫӑм чӑлхипе ҫӑпати те старостӑн ҫитмӗл ҫичӗ пӗрӗмлӗ авалхи атти курӑнса тӑрать.»
пӗҫтӗп — сӑмахсарта ҫук. «Лапсӑркка хура ҫӗлӗкпе, ҫине хура тупкӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ рамански кӑҫатти пӗҫтӗп таран.»
сакӑл — выр. пегий, белое пятно (лаша уринче). «...хушӑран вӑл малти сакӑл урипе урайне канӑҫсӑр кукалет».
сарӑпла — сиенле. «Манӑнне те ыраша кӑшт ҫапнӑ та, пӑхса тухрӑм, питех сарӑплама кирлӗ мар пек-ха...»
ситрет — выр. распускать, расплетать. «Ӗнтӗ миҫемӗш ҫул туртрӗ-ши вӑл ҫитмен пурнӑҫ туртине, мӗн чухлӗ хал ситретрӗ-ши.»
ҫӑрха — выр. иноходец. «Шӑши тӗслӗ ҫӑрха лаша камӑн иккенне Шерккей катаранах палласа илчӗ...»
тава кӗнӗ — тавлашнӑ. «Кӗтӳ кӗтме керӗшес тесе, ял ҫыннинчен нумайӑш тава кӗнӗ, ятлаҫнӑ»; «Пӗрре ҫак Манюр папай Хура Палляпа — Кӗҫтенюк ашшӗ-ха вӑл — тем пирки тава кӗрсе кайнӑ.»
тарай — пурҫӑн тӗсӗ, атлас. «Алимен халех тарай енчекӗ ҫӗлемелле, хура хӑйӑвӗ вӗҫне вунҫичшерлӗх кӗмӗл яртармалла.»
тӑкӑскӑ — выр. вязкий, жёсткий. Кунта тӑвӑр пӗлтерӗшлӗ пулӗ. «Тӑкӑскӑ та чӗрӗ сывлӑш.»
тӑлпу — кӗлетке; выр. телосложение, стан, корпус, туловище. «...мӑйӗ пӑрӑнманран пӗтӗм талпӑвӗпе ҫаврӑнчӗ Ҫтаппан Иванччӑ текенни.»
тӑпрас — выр. земляной настил (пӳрт тӳпинче), земляная насыпь (стена тавра). «Урамалла тухакан пӗчӗк чӳречесем иккӗш икӗ еннелле чалӑшнӑ та, пӗри урам урлӑ, тепри хӑй умӗнчи тӑпрас ҫинелле пӑхать.»
тӗтӗмсӗр ял — ҫӑва-масара капла та калаҫҫӗ иккен. «Ӑна тӗтӗмсӗр яла кайса чикеҫҫӗ те, вара вӑл унтан нихӑҫан та таврӑнаймасть...»
типӗ кашӑк ҫӑвара ҫурать — ним калама аптранӑ чухне калани пулас. «Элентей те пӗр сӑмах каламасть. Ҫук, ун пек юрамасть, типӗ кашӑк ҫӑвара ҫурать.»
турашӑл — выр. моток кудели (приготовленный для прядения). «...виҫ-тӑват пӗрчӗллӗ сухалӗ хӑрӑхса пӗтереймен турашӑл пек, ҫил вӗрнӗ май пӗрчӗн-пӗрчӗн вӗлкӗшет.»
тӳрмен — выр. неуклюжий, неловкий. «Кун пек чух вара калаҫиччен калаҫманни лайӑхрах, пӗлнӗ-пӗлмен чӗлхӳпе тӳрмен сӑмах перӗн ярӑн.»
уначӑлан — сӑмахсарта курӑнмарӗ. «Тӑсмака пӳрнисем хушшипе ҫӑра пылчӑк пӑчӑртатса тухать те, мелсер уначӑланса, утнӑ май хӑйпе пӗрлех малалла сирпӗнет.»
хайла — кунта «хайла ҫитерет» сӑмахҫаврӑнӑшне пӑхмалла пулӗ — пултарнӑ, майне тупнӑ (чееленсе, улталаса, шутласа кӑларса). «Вӑл Кахӑрлӑ мишерӗсен ҫӗрне акать, Хурӑнварпа Пулмантӑш таврашӗнче ҫӗр илме хайла ҫитерет.»
хӑврӑлман — имшерленмен, начарланман. «Халь сӗлӗ сахалтарах тивет пулсан та, ун лаши хӑврӑлман-ха, мӑнтӑр...»
хӑпала — ҫунтар. «Яшки ҫӑвара хӑпаласа илес пек тӑварлӑ пулнӑ.»
хӑрӑх — выр. подрезать, подравнивать. «...виҫ-тӑват пӗрчӗллӗ сухалӗ хӑрӑхса пӗтереймен турашӑл пек, ҫил вӗрнӗ май пӗрчӗн-пӗрчӗн вӗлкӗшет.»
хӑртла — сӑмахсарта ҫук. «Пӳртне хӑртлама тесе, вӑл Пикмӑрса арӑмне вунсакӑр витре сӑра тутарчӗ.»
хӗреслӗ ҫул — ҫул тӑваткалӗ, выр. перекресток. «...хӗреслӗ ҫула тухнӑ чух пӗр тулли лав иртсе пыратчӗ...»
хӗрхӗлтӗм — выр. фиолетовый. «Ҫынни хӗрхӗлтӗм камсулпа, симӗс тӳпеттейпе, атӑ вырӑнне чечеклӗ пепӗҫ тӑхӑнса янӑ.»
хирӗҫлӗм — хирӗҫри кӳршӗ? «— Чиперех пурнать-и Шерккей хирӗҫлӗм?»
Хисепӗм те сӑвапӑм ҫиттӗр!.. — хитре сӑмах! Пӗр-пӗр салам сӑмахӗ валли юрӑхлӑ.
хула ҫулӗ — хытарнӑ ҫула ҫапла каланӑ-ши автор? Асфальт ҫул ун чухне пулман пулӗ. «Ҫӗпрелӗнчен тухсан, Чӑвашкас енне хула ҫулӗ выртать.»
хунчӑк — выр. шурин. «Кӗрсе тухас тесен, унта унӑн хурӑнташӗсем те нумай, хунчӑкӑшӗсем те унтах пурӑнаҫҫӗ.»
хурӑмлӑ — сӑмахсарта тупӑнмарӗ. «Мӑшӑр ҫунатсем пек, вӗсем пӗр тӗрлӗ те пӗр хурӑмлӑ.»
хӳтлӗх — кунта выр. конура. «Ыйхисене вӑхӑтсӑр татнӑ йытӑсем хаяррӑн уласа вӗрсе яраҫҫӗ те, мӗн пуласса-иртессе чухлаймасӑр, хӑйсен хӳтлӗхӗсене тара-тара кӗрсе пытанаҫҫӗ.»
чакан — ӳсентӑран, выр. палочник, рогоз. «Кӳлӗ тавра кӑшӑлланса шӑтнӑ чакан хӑмӑш — куҫ хӑрпахӗ темелле.»
чапӑр — ӳсентӑран, выр. тимьян, чабрец. «Ырӑ шӑршӑ кӗрет. Чапӑр шӑрши.»
чӑнтӑх — пӳленсе лар. «Тухтар ик-виҫӗ сыпкӑм сыпсах чӑнтӑхса кайрӗ, кӗленчине каялла тӑсрӗ».
чӗкет — сӑмахсарта каллех ҫук. «Акӑ эс те пӗтӗм хуҫалӑхна чӗкетсе ярӑн.»
чирт — выр. давать щелчок, щелкать. Вырӑнти калаҫу сӑмахӗ тет. «Ҫавра тулли пит-куҫне кӗпи тӗсӗ ҫапнӑ тейӗн — хӗп-хӗрлӗ, чиртсен юн пӗрхӗнсе тухмалла.»
чӳпӗк — выр. очёс, пакля. «Питӗнчен юн тарнӑ, йӗтӗн чӳпӗкӗ пек кӗске сухалӗ ҫак кунсенче тата ытларах шуралнӑ.»
шалпар — аслӑ, тӑвӑр мар ҫи-пуҫ. «Чӑваш ҫынни вӑл, ватти кӑна мар, ҫамрӑкки пулсан та, вӑрӑмрах та шалпартарах тумтире куҫ хывать.»
шатлӑх — выр. мир, согласие; килӗштерсе пурӑнни. «Ҫемьери шатлӑха пула, Шерккейӗн кил-ҫурт пӑхас пирки шухӑшӗ те пулмарӗ»
шӗвилкке — выр. глуповатый, несмышленый; простодушный. «Питех мар та пирӗн ҫынна, тепӗр тесен, Тимрук пек шӗвилккене кӗр каҫӑн улахсем тӑрӑх янкӑшса ҫӳреме сарӑпласах та каймӗ тетӗп...»
ыймалли — шӑрҫаран тунӑ ҫурӑм ҫинчи хӗрарӑм тӳмӗ. «...ҫурӑмӗ хыҫӗнче пӗтӗм кӗмӗл тенкӗпе питӗрнӗ ыймалийӗ пур,...»
юп — ырлӑх; юп кур — ырлӑха туй. «— Ме, хӑтаҫӑм, эс те пайсӑр ан пул эппин, халлӗхе юп кур ҫакӑнпа.»
юпах — выр. стригун, стригунок. «Сӑлӑп янӑ витере хушка ҫамкаллӑ ҫӳрен юпах кӗҫенкелесе илет...»
ярапа — выр. подвеска, украшение, гроздь, кисть. «хӑшпӗр туна тӑрринче ҫеҫ пӗрер те икшер ҫулҫӑ тӑкӑнаймасӑр юлнӑ та, вӗсем кивелсе кӗҫеленнӗ ярапа пек усӑна-усӑна аннӑ.»
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики