Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +12.5 °C
Бывают люди-растения, люди-звери, люди-боги.
(Ж.П. Рихтер)
 

Аçтахар Плотников: Куда?!..

Аçтахар Плотников10.11.2008 14:495120 просмотров
Чӳкӗн 15-мӗшӗнче ман Хусанта иртекен ҫавра сӗтеле хутшӑнма тивӗ. Ҫавна май билетне маларах илсе хурас терӗм. Малтан, ав, билет ҫуккипех, Раҫҫей чӑваш пики ӑмӑртӑва кайса кураймарӑм. Тата Шупашкара ҫитнӗ-ҫитнех чукун ҫул вокзалӗнче билета чӑвашла туянса пӑхас терӗм.
Чӳрече умӗнче ҫын ҫукки мана, паллах, кӑмӑла кайрӗ (ара, кунта, Чулхулара, тӑр-ха черетре! Пӗр билета туянмашкӑн сехет ҫурӑ тӑмалла!). Билет сутакан майра сӑнӗпе пӗрре те чӑвашла пӗлекен хӗрарӑм пек туйӑнмарӗ. Ҫавах "Мана Чулхуларан Хусана ҫити билет парӑр-ха" — терӗм. Тата "чӳкӗн 14-мӗшӗн каҫхи валли" тесшӗнччӗ те, анчах тӳрех анратса (чӳкне ӑҫтан пӗлтӗр-ха ӗнтӗ?) ӳкерес мар терӗм. Ҫапла ыйтрӑм ӗнтӗ... Эп панӑ ыйту ӑна анратсах ячӗ пулас — виҫӗ ҫеккунт шухӑша путрӗ, кайран вара ыйту пачӗ:
— Куда?!..
Малалла пуҫне минретес мар терӗм, калаҫӑва вырӑсла пуҫларӑм.

//чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи пулсан та чукун ҫул вокзалӗнче унпа усӑ курма ҫук.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Римма // 4615.7.8722
2009.01.10 17:23
Эпир перрехинче херачапа ятарласах ике санав ирттернечче.Перне -Мускавра, теперне - Шупашкарта. Ике хулара суресе хамар таван челхепе сес каласапар теремер. Хашенче пире самалтарах анланес. Шупашкарата аста каймалла, менле ситмелле, мисе тенке тарать, тав самахесене чавашла сес каларамар. Темле анланакан сынсем те тел пулчес пире, йеренсе пахакан та, кулакан та, пире анланса анлантарса паркан та. Мускавра вара пиртен никам та кулмаре,мен май килне таран пирен ыйтусене пурнащлама тарашрес (паллах эпир 1-2 самахне весене анланмалла калама тарашрамар). Ку самахсене эпе ака мен пирки сыратап. Пирен чавашан хайен челхинчен йеренес йала пур!

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики