Алексин // 4137.47.7400
2025.12.23 16:55 | |
Тӳрлетни: Иккӗмӗш Туҫа вырӑнне Чӑрӑш Туҫа; В. Яников водитель. | |
Николай Максимов // 1544.72.3141
2025.12.23 17:41 | |
Тăван халăхăн кĕвĕ пултарулăх асне упраса хăварассишĕн пĕтĕм пурнăçне парса çакнашкал тăрăшнă çынна пирĕн ниепле те манма юрамасть.Ан тив, влаçрисем пулăшмасан та, хальхи мелсемпе эпир кăна хамăр та тума пултаратпăр. Валерий Николаевич, пĕр тытăннă япала, анлăрах уçса кăтарт Вдовинан пархатарлă кун-çулне.Самах май, Ираида Григорьевнан аслă хĕрĕ Рива амăшĕ çинчен питĕ тĕплен каласа пама пултарать, | |
Agabazar // 2471.99.2321
2025.12.24 08:33 | |
«Ираида Вдовина», çавăн пекех «Маюк аппа» тенисене пит аван астăватпăр.
Маюк аппа текеннин юррисене Пётр Андреев радиожурналист çырса илнĕ. Кунта çакна асра тытмалла пуль тата. Челевисăрпа кăтартма, радиопа яма çырса илесси тĕпчев тĕллевĕсемпе çырса илнинчен уйрăлса тăрать-тĕр ĕнтĕ. Тепĕр енчен, вĕсене апла та, капла та усă курма пулать. | |
Ялтан // 4137.47.7400
2025.12.24 08:45 | |
Аван мар япала: Вдовина юррисене хальхи хӑш-пӗр юрӑҫсем "хамӑн юрӑ" тесе радио-телевидени эфирне тухма та именмеҫҫӗ. | |
Agabazar // 2471.99.2321
2025.12.24 09:11 | |
Чылайăшĕ Александр Осипов мусăкçăна пĕлет пуль ĕнтĕ.
Леш «Телеюрă» текен программăна никĕслекенни тата ертсе пыракансенчен пĕри. Çавă Ираида Вдовина пирки кĕнеке те кăларнăччĕ пулас. Ахăртнех, ӳнер пĕлĕвĕн кандидачĕ пулма та хатĕрленнĕ Осипов. Ĕç кăларайман пулмалла. Ман шутпа, вăл темăпа пусарăнса ĕçлеме ун вăхăчĕ те пулман пуль. Çавăн пек туйăнать. Алексин // 4137.47.7400 2025.12.23 16:55Ĕнтĕ кунта вырăсла Вторые Тойси тенине малтан чăвашла тÿррĕн куçарма хăтланнă пуль. Ялтан: Аван мар япала: Вдовина юррисене хальхи хӑш-пӗр юрӑҫсем "хамӑн юрӑ" тесе радио-телевидени эфирне тухма та именмеҫҫӗ.Ĕнтĕ çак сăлтава пула мар-ши Вдовина юррисене Интернетран кăларса пăрахнă? Тетелте çук пулсан «хамăн» теме çăмăлрах иç. Алексин: Шупашкарти телевидени 1984 ҫулта ӳкернӗ ҫирӗм минута пыракан "Пӗр сӑмахӗ - пин ылтӑн" киноочерка нумаях пулмасть Интернетра курма пулатчӗ. Шел, темле сӑлтава пула такам ӑна кӗскетнӗ, икӗ минута пыракан юрӑ сыпӑкне кӑна хӑварнӑ. | |
Арсений Тарасов // 3433.20.0207
2026.01.06 08:56 | |
Ираида Вдовина патӗнче пулма тӳр килнӗччӗ. Калаҫтарнӑччӗ. Ҫурчӗн пӗрремӗш хучӗ ҫурри ҫӗр ӑшӗнчи пек астӑватӑп. Тен, ТВ фильмотекинче упранса та юлнӑ пулӗ. "Пӗр сӑмахӗ - пин ылтӑн" киноочерк интернетра пур.90-мӗш ҫулсенче-ши унӑн ячӗпе ятарлӑ фестиваль те ирттерме пуҫланӑччӗ. Шел, каярахпа пӑчланчӗ пулӗ вӑл. | |
Ялтан1 // 1355.31.0651
2026.01.10 08:50 | |
Просмотреть данный комментарий можно будет лишь после проверки модератором. На заметку: записи зарегистрированных пользователей под премодерацию не попадают. | |
Ялтан1 // 1355.31.0651
2026.01.10 08:51 | |
Просмотреть данный комментарий можно будет лишь после проверки модератором. На заметку: записи зарегистрированных пользователей под премодерацию не попадают. | |
Agabazar // 2413.87.9643
2026.01.11 06:01 | |
Арсений Тарасов: Ҫурчӗн пӗрремӗш хучӗ ҫурри ҫӗр ӑшӗнчи пек астӑватӑп.Алексин юлташ пирĕн ума фото кăларса тăратать. Енчен те Тарасов аса илнĕ пек пулсан, чÿречесем çĕр çумĕнчех пулмаллаччĕ. Анчах та сăн çинче апла мар, кантăк хашакĕсем йĕркеллĕ çÿллĕшĕнчех. Çав вăхăатрах верандăна хăмасенчен çапкаласа çеç тунине куратпăр, вăл чултан мар; хапха та чăтма çук лутра. Усапкана, палисаднике, йывăç решеткесенчен майлаштарнă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра апла тумаççĕ. | |
х // 3000.76.3861
2026.01.12 14:55 | |
Просмотреть данный комментарий можно будет лишь после проверки модератором. На заметку: записи зарегистрированных пользователей под премодерацию не попадают. | |
