Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +12.3 °C
Хорошая политика не отличается от хорошей морали.
(Г. Мабли)
 

Victor: ЧӐВАШ ЧӖЛХИ: ИРТНИ, ХАЛЬХИ, ПУЛАССИ

Victor24.06.2008 22:495077 просмотров
Ҫак темӑпа мана универсситтетра Ираида Геннадьевна соччиненй ҫыртарчӗ. Ытти препотаваттелсене те вуласа патӑм терӗ. Ӑҫта та пулин кӑларма юрӑхлӑ шухӑш пур терӗ. Кун пек каланипе питӗ хавхалантӑм:

Тӳрлетмен вариант :( :

Чӑваш халӑхӗ кам пулнӑ?
Нимӗн те пулман, вӑл никам та пулманах тесен те ытлашши пулмӗ. Чӑваш халӑхӗ патшалӑх пурӑнӑҫӗнче ура айӗнчи тӑпра пулнӑ. Вӑл вырӑс культтурне сӗткен паракан тирӗс-навус пулнӑ.

Юман М., "Сарпике", 1924

Сана шанаканӗ, ҫакна ҫыраканӗ
Ҫӗр айӗнче выртӗ тӑлӑххӑн ун чух,
Хӑй ҫийӗнчи ҫӗрӗ ӑна пусса анӗ,
Сан чапна курмашкӑн тӑма пулас ҫук.
Ҫеҫпӗл Мишши

Мускавран Шупашкара автобуспа килме шут тытнӑскер, шӗкӗр хула урамӗсем машшинпа питӗрӗнсе ларнипе, таксийӗм вӑрах пынипе, "Казанский" вокзала вӑхӑтра аран ӗлкӗртӗм. Асфальт ҫул карапӗ тулли ларать. Айккине пысӑк саспаллисемпе "Wеst-Linеr" ҫырса хунӑ. Пуҫ тени ӑнсӑртлӑха палламасть – ку ытарлӑха юри ман пек анӑҫран тухӑҫа куҫакан ҫын ҫинчен ӗмӗтленсе ҫакнӑ пулмалла, е Ҫӳлти Турӑ хӑех манран тӑрӑхласа ҫак автобус тӗлне ҫитерчӗ. Петӗр патша саманинченех пулӗ пурӑнать Раҫҫей ҫынни анӑҫа сӑнаса. Анӑҫра чухне ирӗксӗрех тӳнтер енне – тухӑҫа – пӑхатӑн. Автобус ӑшӗнче те, ҫумӗнче те хавхаланса, хыпаланса халӑх йӑсӑрланать. Чӑвашсене сӑнӗпе, акценчӗпе паллатӑн – чӑвашла калаҫасси, паллах, ҫук. Хыткансемӗр, Канашран инҫе ҫула тухсан, чӗкеҫ парнине чуна пушатса, чӗрене хытарса кӑнӑш кӗтесне пытарса хӑваратпӑр; "авалхи" ҫӗтӗкпе кӳршӗсем, килтисем усӑ курччӗр.
Такси кабининче пӑшӑхнӑ ӳтӗм вырӑн ҫуккипе тӑрса пымалли ҫинчен илтсен каллех пӗҫере пуҫларӗ. "Ну, мӗн тӑвас? Юлашки автобус. Каймаллах," – касрӗ пуҫа шухӑш. Мана хуҫланакан пукан парса салон варрине вырнаҫтарчӗҫ. Мускавра стройкӑ тӑрӑх ҫӳрекен чӑвашсем, хайхисене хӑйӗн тавра пуҫтарнӑ вырӑспа хытӑ саспа пакӑлтатаҫҫӗ. Ҫӑварӗсенчен тухакан эрех шӑрши, ӳт сывлавӗпе пӑтрашӑнса ӑнран кӑларать; тепри кӑлпасси туртса кӑларчӗ, таҫти ялтан килнӗ ҫамрӑк "Клинсоке" поссудинчен сыпма тытӑнчӗ. Пуҫ мимине Чӑваш Ен сӑнарӗ сырса илет, ҫыпӑҫать, ҫулӑхать; миме ҫийне якатса, ҫурӑм шӑмӑна ҫупӑрласа, вар тӑрӑхне анать, чӗре хӑйне хыпашланӑ самант пӑчӑрӑнса илет; аса илӳ ҫӗленӗ пӗтӗм ӑшчике явса илсен тин пар шӑтӑкӗсемпе майӗпен шуса тухать. Ун куҫӗнче арканнӑ пурнӑҫ, пусарнӑ пӑлхав. Эпӗ маннӑ сӑпат хӑйне тин куртарчӗ. Чӑваш вӑл – илӗртӳллӗ пуян аваллӑх, тӗлӗнмелле ҫыпӑҫуллӑ чӗлхе, ҫӗр пин тӗрӗ-юрӑ ҫӗршывӗ кӑна мар, вӑл автобус салонӗнче пукан ҫине лартса силлекен, йӳҫекӗпе лӳшкекен нушта та. Чун йынӑшса илчӗ – тен, каялла килни йӑнӑш пулчӗ...
Иртнӗ пурнӑҫӗнче чӑваш чӗлхин аллисем чӑннипех вӑрӑм пулнӑ теҫҫӗ. Ученӑйсем хунсем те, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнче те, пирӗннине ҫывӑх чӗлхепе калаҫнӑ тесе килӗшеҫҫӗ. Хамӑрӑн ват аннесем калаҫнӑ чӗлхе те чылай юхӑннӑ пулин те, Ашмарина 17 томлӑ сӑмах пуххи йӗркелеме ҫитнӗ. Ӑҫтан килет ҫав аваллӑх, пуянлӑх? Мӗншӗн унпа тек хуҫаланайстпӑр? Кама сутнӑ эпир ӑна? Кама хамӑр сутӑннӑ? Хӑҫан чарӑнӗ ану, пуҫланӗ хӑпару? Ҫак ыйтусем тӗлне пулӗ паян чӑвашлӑх кашни шухӑшлавҫӑ.
Атнер Хусанкай чӗлхе халӑхӑн нервӗ тесе ҫырать. Мӗн пулса иртет паян халӑх нервӗпе? Чӑваш халӑхӗ пӗчӗк мар – 2 миллиона яхӑнскер хӑй чӗлхипе юратса калаҫсан пире нимӗнле патшалӑх та кирлӗ, ни чӑвашла вӗренмелли кӗнеке. Юлашки ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх ҫак икӗ миллион чӑвашра 86 проценчӗ чӑвашла пӗлни ҫинчен пӗлтерет. Ҫак хисепсемпе тӗлӗнсех пулмалла анӑҫра пирӗн чӗлхене вӗренме сӗнекен кӑларӑмсем пӗрин хыҫҫӑн тепри: Аслӑ Британире, Турццире, тепри Польшӑра та кӑларнӑ. Епле тӗлӗнен вара, Шупашкара, тӗнчери чи чӑваш хулана килсен, чӑваш чӗлхипе кунта лавккаран ҫӑкӑр илме, автобуспа Ҫӳлтикассине те ҫитме май ҫуккине. Чӑвашӑн чи ӑнӑҫлӑ чӑвашла хаҫачӗ те култаракан 9 пин тиражпа тухать. Хӑш йӑвара пытанса ларать-ши чӑвашла пӗлекен? Хамӑр чӗрӗ пулнине, пирӗн сисекен-туякан нерв пулни ӑҫта курӑнать?
Чӗлхемӗре тӗпчекенсем пирӗн тӑрӑха часх-час килсе каяҫҫӗ. Тӑрӑхласа кулмаҫҫӗ-ши хӑйсен ӑшӗнче пирӗнтен? Ҫавна ыйтса пӗлес килет вырӑс чӗлхине пӗлмесӗр хурланнӑ турккӑ Окус-Хан чӑвашҫӑран? E интернетре чӑваш, ҫармӑс чӗлхисем ҫинчен ҫыракан Кристӑфӗр Кулвӗре. Энциклопедисем пӗлтерекен чӑвашла калаҫакан 1 330 000 пӗр вунӑ пинӗшӗ кӑна чӗрӗ пуль. Нерв системи пирӗн чӑнах хавшанӑ.
Парис Чӑнтӑк ҫыравҫӑ та, ыттисем те час-часах тӑван республикӑра чӗлхемӗр информацилле блокадӑран нушта курать теҫҫӗ. Чӑвашла кунӗн-ҫӗрӗн калаҫакан ни телекурӑм, ни радио ҫук, ҫав хушӑрах ялти чӑвашсем спутник лартса хӗрӗх канал, вӗсенчен пӗрне тутарла пӑхаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул президент ал пуснӑ ҫирӗм ҫуллӑх республикӑ аталанӑвӗн программинче чӑваш чӗлхине хӳтӗлес пӗр сӑмах та ҫук. Эппин, чӑваш чӗлхине манса мантарасси пуҫлӑхӑмӑрсен чӑн политикки. Конституци ирӗкне пурнӑҫлама йӗркеленӗ комитет, е «камит тет» ертӳҫисене телевизорпа «Модӑсен ҫурчӗ» чарӑнуран шӳтленине кӑна курнӑ. Юрать, чарӑну ҫырӑвне тӳрлетсе майларӗҫ. Унсӑрӑн вара вӑл комитет пулнине те нихӑҫан илтмен – ниепле те чӗрӗ мар, чӑваш чӗлхинче 8 падежран 2 юлсан кӑна чан ҫапӗ пулмалла. Тиркесе каламастӑп, кулатӑп.
Джон Крукӗр, 60-мӗшсенчи америккан чӑвашҫӑ хӑйӗн «Чӑваш мануалӗнче» халӑхӑмӑра Дани, Египет халӑхӗсем пек иртнӗлӗхре мӑнаҫлӑ пулнӑ паянхи кун тӗлӗрет тет, чӗлхе аталаннипе унччен ишӗлнӗ халӑх ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑрассине ӗненме пулать тет. Америккан тӗпчевҫи, Чӑваша килсе курманскер чӑваш чӗрӗлӗвне, Сталинччен тухнӑ чӑвашла литературӑпа публицистикӑна вуласа ӗненме пултарнӑ. Хайхи ҫав сарӑмлӑ литтераттурӑна Америккӑна кашни ҫӳрекен Нью-Йоркра, Вашингтонра тупма пултарать. Вӑл вӑхӑтра халӑх биологи, физика, географине, ют литературӑна чӑвашла вуласа пӗлме пултарнӑ - ҫамрӑк чӑваш автономийӗ патшалӑх чӗлхипе хавхаланнӑ. Анчах ҫав патшалӑхран урӑх юхӑм аталаннӑ курӑнать. Сталин СССРӑн халӑхла сӑпатне вырӑслатса пӗрпеклетме пикенсен тӑван ҫӗршывӑмӑр та парӑнать. Митта Ваҫлей поэтӑмӑра та «тӑхтаса тӑмасӑр вырӑс халӑхӗпе хутшӑнса каймалла мар» хупӑрласа чӗмсӗрлетнӗ. Чылай ҫул хушши чӑваш ҫӗр-шывӗнче чӑвашла чӗнме юраман. Ҫак мӑшкӑл халӑхӑмӑра чӗресӗрлетнӗ пулмалла. Аслӑ Аттелӗх вӑрҫи халӑх ӑс-хакӑлне анратнӑ. Вӑрҫӑччен пурӑннӑ асанне-асаттесем чӑваш таппине сиссе юлнӑ, авалхи йӑла савӑнӑҫӗпе киленсе курнӑ пулмалла. Вӗсемпе калаҫсан тӑван ҫӗршыва та урӑхла куратӑн. Суту-илӳ те, халӑхсен хушшинчи хутшӑну та пирӗн тӑрӑхра вырӑс ҫурхахӗпе витӗнмен пулнӑ. Ватӑ кинемейсем ҫармӑсла та каласа кӑтартаҫҫӗ.
Америкӑра пулнӑ чухне чӑвашра пулса курнӑ, ун историпе интересленнӗ ватӑ еврейпе паллашма тӳр килчӗ. Чӑваш тесен куҫӗсем ҫунса илчӗҫ. Хӑйне хасар тӑхӑмӗ тесе шутлакан манаавалхи историйӗмӗр ҫинчен тем те пӗр каласа кӑтартрӗ. Турӑ аллинче эпир нимӗн те мар, тӗрӗс ҫулран супнӑскерсене кирлӗ йӗр ҫине тӑрататех. Сӑнӑмран та килӗшрӗм пулӗ – хӑнара еврейле кукӑль ҫитерчӗҫ, вӗсем те ӑна кукӑль теҫҫӗ иккен. Мухтанмаллине кӑна мар, вырханмаллине те илтме пулчӗ чӑвашсем ҫинчен. Чӑвашсем хӑйсене хисеплеменни, йӑхташӗсене мӑшкӑлласан хӑнт та туманни чӑвашсене пӗлекенсемшӗн вӑрттӑнлӑх мар иккен. Ку таранччен чӑваша йышӑнманскер, эпӗ чӑваш пек мар курӑнтӑм иккен, манра ытларах хасара палларӗҫ. Анчах унччен чӑвашпа урӑх ҫыхӑнмасп текенӗн, манӑн, пурнӑҫ улшӑнчӗ. Чӑваш пек чӗрӗлес килчӗ. Турӑ ман ҫунӑва ырланӑн, ҫак вӑхӑт тӗлне интернетре Чӑваш.орг – чӑваш пӗрлешӗвӗ уҫӑлчӗ.
Ман кӑсӑк ӑшӑмри чӑваша унчченхи пек мар хаклаттарчӗ. Эпӗ интересленекен акӑлчан чӗлхи те чӑваш чӗлхине пӗрре ал панӑ курӑнать. Унччен ӑнсӑртлӑх тесе шутланӑ япаласем ҫывӑхран пӑхсан ӑнсӑртмарлӑхне кӑтартрӗҫ: do – чӑвашла «ту», undo - «ан ту», use - «усӑ». Ҫак виҫӗ сӑмахпа хавхаланни мана виҫҫӗр пӗр пек сӑмах патне илсе ҫитерчӗ. Аттеме ӗлӗкхи акӑлчанчен чӑвашсем пек вут каснӑ (cut wood), ӑна хӑянӑ (hew), cаваланӑ (saw), пирӗн пекех сыпкаланӑ (sip) тенине илтсен «апи вӗрентнӗ» сӑмахӗсем чӑнах та авалхи, тӗлӗнмелле сӑмахсем пулнине туйса илчӗ. Ман ун ӑшӗнчи кукамай чӗлхине чӗртме кунтан ытла ыт (odd) сӑмах та пур.
Чӑвашран сивӗннӗ чылай ҫынна чӑвашлӑх унччен ҫук ҫӗрте курӑннипе хӑйӗн патне таврӑнать. Чӑваш Ен, Шупашкар, чӑваш чунне чӗмсӗрлетекен, юлашки ӑшшипе пурлӑхне туртса илекен политикӑлла кӗтес пулин те, ӗлӗкрен килекен ӑрӑмлӑ чӗлхе хӑйне ӗненекенсене тупать тупатех. Хӗветӗр Матурӑн ывӑлӗпе, Дмитрийпе паллашрӑм. Вӑл та пӗр хушӑ чӑвашран супнӑскер чӑвашлӑха, тымарӗн аслӑлӑхне эпир унччен ҫук культурологи ӑслӑлӑхӗнче шыраса тупать. Чӑваш пек культурӑ енчен пӗр хушӑ пуян халӑх пирӗн тӑрӑхра ҫук иккен. Пирӗн ас хӑйне Ҫывӑх Азире (Египет, Шумер) те, Алтайра та (тӗрӗк), Европӑра та, тинӗс леш енче те (хӑшши пӗри ӗнентернӗ тӑрӑх майя, ацтек) тупать.
Чӗвӗлти чӗкеҫ пире этем тӗнчин сӑпкинченех йӗрлесе килнӗ курӑнать. Хамӑр тунас марччӗ кӑна, хамӑр писес марччӗ. Пӗлетпӗр, чӑваш пӗтсен, тӗнче пӗтет. Е ҫаплах-ши йывӑр чӑваша хисеплеме, е ҫаплах-ши усал шухӑшлӑ эпир, Чӑваш Ен чӑвашӗсем – тӗнчене пӗтерсе хурасшӑн? Ӗненместӗп, анчах халлӗхе чӗкеҫ пӗчченлӗхсене кӑна ҫыхӑнтарать. Чӗррисен йышӗ чаксах пырать. Чӑваш асамне сӑнлакан кӗнекесем вӑрттӑн тухаҫҫӗ – тупаймӑн, телевизорпа вырӑссем эрех ӗҫсе ӗмӗтленнине кӑтартаҫҫӗ. Хӑйсене чӑваш текенсем хушшинче паян Турӑ ҫук. Пире ҫук ҫӗрте турӑ сыхлать. Хайлавӑма Валери Туркайӑн «Вӗҫленми Вӗҫев» кӗнекинчи ҫавра вӗҫлетӗр:
Хӑйне хӑй юратман халӑха ан юратӑр,
Кун пек халӑхӑн ҫук пур пӗрех пуласси
Хӑйне хӑй юратман халӑх нишлӗ те мӗскӗн
Сас парсан та, ҫавах илтӗнмест ун сасси
Хӑйне хӑй юратман халӑхсем вилсе пӗтнӗ.
Паян кун та вилеҫҫӗ вӗсем ерипен.
Кун пек халӑх ачи пулас марччӗ те манӑн.
Е май ҫук-ши тармашкӑн шӑпа ҫырнинчен.



 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

akram // 2407.60.8991
2008.06.26 10:47
аффтор жжот! Маттур!
Галине // 1828.51.9109
2008.06.27 22:25
Чаннипех те маттур! Усси пултарчче.Хасан та пулин халах варанатех пуле-ха.
2008.06.29 19:18
тусăмсем пĕлеççĕ
Вăйлă! Автопусри хуçланакан пуканпа танлаштару калаттаракан япала.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики