Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Есть секреты, которые не позволяют себя рассказывать.
(Эдгар По)
 

Виталий Станьял: Тӗнче пӗтмесӗр Вӗрентӳ пӗтмест

Виталий Станьял27.03.2023 10:355394 просмотров

2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче мана ЧНКри ҫамрӑксен Алексей Енейкин ушкӑнӗ Иван Яковлев 175 ҫулне халалланӑ форума илсе кайса хисеп турӗ. Ватӑ та чӑлах тесе пӗри те кӳрентермерӗ, пӗтӗмлетсе вӑрах каланӑ е йӑнӑшнӑ чухне те чармарӗ. Манӑн Кӗреке сӑмахӗн пуҫламӑшне ҫеҫ калама май пулнӑран, вӗҫӗнчи пӗтӗмлетӳре ҫав шухӑшсене хушса хутӑм, Интернетра К.Малышев, В.Тяпкин тата ыт. форумра пулман ҫывӑх ҫынсемех тиркесе ҫырнисене вуларӑм та, Ҫамрӑксен Кӗрекинче каланӑ сӑмахсене сайтра пичетлесех хуравлама шутларӑм. Тӗрӗс-и, мар-и ман сӑмах - акӑ вӑл.

«Эй, тусӑмсем, хамӑн тӑван ҫыннӑмсем, чӑвашсем! Пуринчен малтан эпӗ сире чӗнсе калатӑп. Манӑн чунӑм пӗрмаях сирӗншӗн ҫунатчӗ, халь те акӑ манӑн мӗнпур шухӑшӑм сирӗн ҫийӗре куҫрӗ. Юлашки тертӗме пуринчен маларах сире каласа хӑварас терӗм», - куҫҫулӗ витӗр ҫырнӑ Чӗмпӗрти тӑван шкулӗнчен хӑваласа янӑ хыҫҫӑн аслӑ вӗрентекенӗмӗр. Чӑваш намӑсӗ кунта ҫакӑ - хӑйӗн вӗренекенӗсемех таптанӑ ӑна, ютсем хыҫҫӑн сӳтӗлекен чӑвашсемех вӗлерме шутланӑ!

Терчӗ Иван Яковлевичӑн малтан та, кайран та ытлашшипех пулнӑ. Анчах вӑл нушана ҫӗнтерме тӑн ҫитернӗ. 20 ҫулхи гимназист пуҫӗпе, ҫын хваттерӗнче, хӑй шучӗпе шкул уҫма пултарнӑ, чӑвашӑн ҫухалнӑ карчӗ вырӑнне ҫӗнӗ ҫырулӑх йӗркеленӗ, тӑлӑх ачаран генерала ҫитнӗ. Вӑл вырӑс патшипе, синодпа, министрсемпе чӑваш шӑпи пирки куҫа-куҫӑн калаҫма пултарнӑ. Ӑна Владимир Ульянов тӑван пек хӳтӗленӗ,

Патша культуртрегерӗ тесе тиркенӗ ӑна пӗрремӗш совет энциклопедийӗнче. Кам ҫырнӑ? Чӑваш историкӗсем! И.Я.Яковлев чӑннипе - тӗнче шайӗнчи вышкайсӑр Улӑп.

1982 ҫулта «Чӑваш халӑхне» халала чӑваш литературин 8-мӗш класс кӗнекине кӗртсен, вӗсем мана тыллама хӑтланчӗҫ. Михаил Романович Федотов тюрколог-профессор хӑюллӑн хӳтӗлерӗ, кайран вӑл халала 5 чӗлхепе пухса кӑларчӗ. Эпир айванла аташса пурӑнсан та, тӗрӗслӗх пӗрех Тӗрӗсе тухать, Хӑй пурӑннӑ чухнех Яковлева ялсенче «чӑваш патши» тесе кӗтсе илнӗ. Вӑл пирӗн историре ӗмӗрлӗхех Патша та, Улӑп та, Аслӑ Вӗрентекен те пулса юлчӗ.

Яковлев хӑватлӑ дипломат пулнине уйрӑмах палӑртса хӑваратӑп. Пусмӑрти халӑха нишлӗхрен хӑтарас тесе вӑл пӗтӗм чӑваша Амур хӗррине куҫарса кайма тытӑнни те пулнӑ.

Чӑваш ертӳлӗхӗнче ун шайӗнчи пуҫлӑх вырӑнӗ пушах-ха тесе шутлатӑп. Импери пусмӑрӗ чухнех вӑл «Вырӑс халӑхӗн йывӑр хуйхӑ тӳсмелле пулсан, ӑна сирӗн те тӳсме тивӗ», — тенӗ. Пӗрле пулнинче пирӗн хӑват. Пророкла сӑмахсем. Чӑваш колхоз хирӗнче, Магнитту савӑтӗнче, Чалтан вӑрҫинче, халӗ Украинӑра ыттисемпе танах чӑтать.

Паян ҫивӗч ыйту тӑрать: Вӗрентекенӗмӗр Халалне пурӑҫларӑмӑр-и эпир? Мухтанмалли сахал. Ленин ӑрӑвӗ тунӑ чӗрӗлӗве ӳсӗр пуҫлӑх ҫулӗсенче лапчӑтса хутӑмӑр. Тӗнче аталанӑвӗ ҫапла та тоталитаризм таптарӗ капла тесе витӗнме пӑхрӑмӑр. Халӑхӑн шӑпа тилхепине влаҫ тытса пырать. Урӑхла ҫул пулман, пулмасть те! Влаҫ умне, вӗрентӳ тӳрелӗхӗ умне татӑклӗ ыйту тӑратмалла: авӑн уйӑхӗччен наци шкулӗн программине тӳрлетмелле, талантлӑ ачасем валли чӑваш никӗсӗ ҫинче ӗҫлекен ятарласа универаллӑ шкул уҫмалла. «Вӑрлӑх пурпӗрех юлать»! - тесе ҫине тӑмалла.

Хамӑрӑн ертӳлӗхре Яковлев шайӗ ҫукки ура хурать. Яковлев шайне лармалли ертӳҫӗсене пӗлетӗр-и, яшсем? Республика халӑхӗ айӑплӑ мар. Шкул, пресса пире - Раҫҫей вырӑс патшалӑхне те, инородец пулнисене те, мӑриккан ҫӑткӑнлӑхӗпе муритлерӗ. Эпир чуна сутмарӑмӑр, ҫӗрщыва нихҫан та йытта пӑрахса памӑпӑр! Мускава, Питӗре, Хусана чӑваш несӗлӗсем хӑпартнӑ. Чӗмпӗр хыҫҫӑн вӗсем Яковлева хӳтте илнӗ, пире нихҫан та ют пулман. Паян Раҫҫей нумай наци халӑхӗсене чӑмӑртасшӑн. Чан чӗнсе ҫапать. Яш-кӗрӗм, хӗр-упраҫ, илтетӗр-и ҫӗршыв сӑмахне? Малашлӑх сирӗн ӑс-тӑнра, сирӗн хӑюлӑхра, сирӗн алӑра пулни, эсир халӑх умӗнче пулни каламасӑрах паллӑ! Эсир Чӑваш Элтеперӗ тавра хӳтлӗх пулма, ҫуратнӑ халӑхшӑн, Тӑван ҫӗршывшӑн кӗрешме хатӗр-и?

Халӑх чӗрӗ. Чӑваш тапаҫланать. Ҫутта тухнӑ чӑвашсенчен Яковлев тӑвансене парӑм пама ыйтнӑ. вӑл ӳстернӗ интеллигенци ӑна пурнӑҫламан теме ҫук. Хаҫат-журнал вӑя хурса кӗрешнӗ. Халӗ мӗнле? Халӗ айвансем «хальхи Яковлев зпир» текен шухӑшпа йӑшӑлтатни чӑваш ӑсне пач антарса лартрӗ. Урӑхран никам та ни Яковлев, ни «Нарспиллӗ» Иванов, ни Максимов-Кошкинский пулаймасть. Халӗ расна цивилизации.

Халӑх чӗмне, йӑли-йӗркине упрама, кил-йыша ӳстерме, кирек мӗнле ӗҫе те пӗлсе тума, тӑван чӗлхене, культурӑна упрама хушнӑ аслӑ ҫыннӑмӑр. Ҫаксене «глобализаци хывӑхӗпе» пӑтратрӑмӑр. Хальхи саманара чӑваш вӗрентӗвӗ пирки ашшӗ-амӑшӗ ҫине, Мускав ҫине сулса ларни - куҫҫӑн улталани, халӑха тамӑка сӗтӗрни. Сывлама сывлӑш кирлӗ. Вӗренме вӑхӑт кирлӗ. Эрнере пӗр сехет мар. Шкулӑн, хаҫат-журналӑн яваплӑх ҫук пулсан, шунтӑри ирӗке пире ан сӗнӗр! Инкеке камӑн сирсе ямалла? Турра е Яковлева шанса ларӑпӑр-и? Е кахала ҫапса, ҫавах вилетпӗр текелесе, ултав хыҫҫӑн утӑпӑр? Каякан кайтӑр, манакан мантӑр. Сутӑнчӑкра пархатар пулман. Раҫҫей халӑхсен кӑмӑл-туйӑмне (нравственноҫне) шӗветнипе мар, халӑхсене пӗрлештернипе вӑйлӑ. Чӑвашӑн хытӑ ӗненӳ пур - тӗнче пӗтмесӗр чӑваш пӗтмест! Чӑваш ытти ӑс-пурлӑхпа пӗтӗҫсе, шкулта килте, культурӑра, чӗлхере упранмаллах. Эпир тӗнчери халӑхсенчен нихӑш енӗпе те катӑк пулман. Халӗ мӗн сӑлтавпа кӗлмӗҫленсе тӑратпӑр?

...Мускавра Ольгапа Иван Алексевич Яковлевсем патӗнче пурӑнса куртӑм. Яковлевӑн Некрасов енчи мӑнукӗсем театрта вылянине куртӑм. Шупашкар студенчӗсене Ваганьково масарӗнче Яковлев вилтӑпри умне илсе ҫӳрерӗм. Вӗрентекенӗмӗр асрах.

Авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарнинче унта ҫулсеренех халӑх пухӑнать. Питӗрте Бичурин палӑкӗ умӗнче, Самарта Влас Паймен масарӗнче, Шӑмӑршӑра Кӑтрак турхан кӳлепи ҫумӗнче, Арапуҫӗнче Митта тӗмески ҫинче, Канаш хутлӑхӗнче Ҫеҫпӗл музейӗнче, Шуршӑлта Андриян мавзолейӗнче, Сиктермере Хусанкай патӗнче, Пӳркелте Юман ҫырнисенче хамӑр историе аса илесси йӑлана кӗчӗ. Чӑваш халӑхӗ телейлӗ. Унӑн пуян истори пур, хӑйӗн паттӑр ывӑл-хӗрӗ нумай. Управлӑха шанма эсир пур, яш-кӗрӗм! Наци тыткӑчисем пӗрех сирӗнте пулаҫҫӗ. Эппин, ӑна тӗрӗс тытма ҫамрӑкранах хатӗрленес пулать.

«Эй, тӑван ҫыннӑмсем! Сиртен ӑшӑ кӑмӑлӑра курма эпӗ тивӗҫлӗ те пулман», тенӗ патриарх. Ку унӑн сӑпайлӑхӗ. Сумлӑ хисепе Атӑлҫи халӑхӗсем, пӗтӗм Раҫҫей тивӗҫлипе анлӑраххӑн палӑртма тытӑнчӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2816.18.9163
2023.03.27 13:54
Agabazar
Виталий Петрович Станьял нумай çул хушши хăй тавра пуçтарăннă таврапĕлÿçĕсене вырăсла кĕнекесем кăларма хавхалантарса пычĕ. Вырăсларан та вырăсла çыраççĕ таврапĕлÿçĕсем хăйсен тăван яялĕсем пирки. Никам та чăвашла çырасшăн мар. Пăхлă вĕренпе сĕтĕрсен те чăвашла çырасшăн мар!

Çакă пулать-и ĕнтĕ пирĕн «çутта тухни»?

Станьял: «Халӑхӑн шӑпа тилхепине влаҫ тытса пырать. Урӑхла ҫул пулман, пулмасть те!»



Ылттăн сăмахсем! Иван Яккăльччăн кăштах власть пекки пулнă, çавăнпа пăртах паларăмлă ĕçсем туса хăварма пултарнă. Хальхи тÿресен нимле влаç та çук, çампа вĕсем нимех те тăваймаççĕ.

Ну, пур-и кунта тата «çутта тухнисем»?

Аллăрсене çĕклĕр! Эпир те курар сирĕн пек телейлисене! Хамăр куçпа курар та сирĕнпе пĕрле савăнар. Çутта тухнисем!
Богатов // 3323.4.9184
2023.03.27 18:11
Станьял синчен аллара сирер ! Ешел-ха эсир ана хурлама . Пите терес калать вал , чунтан калать . Енчен те эсир каласу-тавлашу культурине веренмен пулсан , енчен те эсир хавара кана чи асли тесе шутлатар пулсан , кунта Яковлев та , Станьял та айапла мар .
Agabazar // 2816.18.9163
2023.03.27 18:57
Agabazar
Иван Яковлевич Яковлев 30 çула яхăн Хусан вĕрентÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен пуçлăхĕ пулнă.

Анчах та вăл çак тăрăмран кăларса пăрахсан та хăйĕн вăйне çухатман. Çийĕнчех Чăн Статски Канашçă пулса тăнă (генерал чынĕпе тан тата дворянлăха кĕртет). Унчченхи «сăтăршăн» юри компенсациленĕ пек çаврăнса тухнă çакă. Хальхи саманара кун пеккине ылттăн парашшут теççĕ.

https://ru.wikipedia.org/wiki/Золотой_парашют

Çапла вара, хăйне вырăнтан кăларсан та, И. Я. Яковлев влаçсем умĕнче шанчăкран тухман.

Ял-ял витĕр, тăранттас çине ларса, пĕрле ярăнса çÿренĕ Софья Васильевна Чичерина пулăшнипе тата Иккĕмĕш Микулай патша та хутшăннипе, 1905-мĕш çулта, А. С. Будилович текен аслă тиеке (Министăрсен Канашĕн пайташне) командировкăна юри янă хыççăн, лешĕ канашлу ирттерсен, Ильминский системине тата тепĕр хут тĕрĕс тесе йышăннă.

Вăт çакăн пек пулса пынă ку япала! Эпир, паянхи айвансем, Шупашкарти пĕр хăлтăр-хăлтăр кабинетра ларакан тиек çине шанса пурăнасшăн!

Халь вара сиртен хăшĕн те пулин, кам çутта тухнă тесе ыйтнă хыççăн, алă тăратас шухăш пур-и?

Шет паян та çав яланлăха çутта тухнин халлапне ĕненетĕр?
Вулакан // 5268.9.4478
2023.03.27 20:13
Яковлева Улӑп тесе чи малтан кам ҫырса палӑртнӑ-ши.Агабазар юлташ шыраса пӑх-ха.Эсӗ лайӑх шыравҫӑ пулни паллӑ.
Agabazar // 2816.18.9163
2023.03.27 20:48
Agabazar
Улăп тесе кам чăн малтан каланă, патриарх тесе кам чăн малтан каланă.... Мĕтри Юман ăна ватăлнă арăслан тет.

Чи начарри вара — çутта кăлараканĕ тени.

Кам та пулсан сана: "Çутта тухрăн!" — тесе çурăмран лăпкать пулсан, ан ĕнен.

Яланлăха çутта тухма май çук

.

Çутта тухасси вăл — ĕмĕрлĕх процесс, ялан пулса пыракан япала. Нихçан та вĕçленмест

Алексин // 3014.08.7320
2023.03.28 10:47
Виталий Петрович, Эсир çырнă статьясене пухса кĕнеке кăларнăччĕ, часах кайса пĕтрĕ. Çавăн пек тепĕр кĕнеке калăпламалла мар-и сан?
Евразиец // 3447.04.5759
2023.03.28 16:43
Вот этот замечательный текст статьи должны знать не только молодые чуваши, но и подрастающие поколения других национальностей, поэтому текст должен быть и на русском языке. Русский язык для чувашей не чужой язык.
Ялтан // 5268.9.4478
2023.03.28 17:28
Тахҫан,пӗр 34-35ҫул каялла,"Комунизм ялавӗнче"Яковлев ҫинчен ҫынӑ "УЛӐП"пьеса тухнӑччӗ пек астӑватӑп.Авторне аса илейместӗп.Кам асӑрханӑ-ши.
Владимир Галошев // 1174.14.9400
2023.03.29 10:30
Иван Яковлев - паллах УЛĂП. Хăйĕнчен мĕн килнине вăл тивĕçлипех пурнăçланă. Паллах, патшалăх шайĕнчи чи пысăк пуçлăхсем пĕр-пĕр лидера суйласа илеççĕ те, унăн ячĕ çÿле çĕкленет. Станьял çавăнпа та ĕнтĕ "Халӑхӑн шӑпа тилхепине влаҫ тытса пырать. Урӑхла ҫул пулман, пулмасть те" - тесе калать. Яковлев вырăнне чăвашлăх ялавне урăххи çĕкленĕ пулсан мĕнле пулĕччĕ-ши, калама йывăр. Кам йăнăшмасть-ши, паллă ĕнтĕ, пĕчĕк йăнăша никам та асăрхамасть. Халăх шайĕнче пулса иртекен йăнăша пурте асархаççĕ. Кама та пулин критиклеме пуçличчен хамăр мĕн тума пултарнине аса илесчĕ.
Виталий Петровичăн предложенийĕсем кăткăс. Хăш-пĕр предложенисене тĕпе хурса кĕске клалав çырма пулать. Пĕтĕмĕшле илсен Станьял статьипе килĕшетĕп.
Agabazar // 4070.23.6351
2023.03.29 13:35
Agabazar
Иван Яковлевия Яковлев умĕн Хусан вĕрентÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен пуçлăхĕн вырăнĕнче Николай Иванович Золотницкий(1829-1880) тăнă (1867-1875).

Мĕнле уйрăмлăх Золотницкийпе Яковлев хушшинче?

Золотницкийĕн хăйĕн ятарласа йĕркеленĕ шкулĕ пулман темелле (вĕренекенĕсем пулнă-ха, анчах хыпашласа пăхма май пур тата ун ячĕпе тачă çыхăннă шкул пулман).

Яковлевăн вара хыпашласа пăхмалăх шкулĕ пулнă. Çапла вара вăл ĕçĕнче çав шкул çине таянма пултарнă.

Тата Иван Яккăлльчччăн «босс» пур — Ильминский (вăл вара Победоносцевпа, чи аслă идеологпа, тÿреммĕн калаçать).

Галошев ыйтать, енчен Яковлев вырăнĕнче урăххи пулсан мĕн пулĕччĕ, тит. Унашкал тиек унта никама та пит кирлех пулман. Тытнă та — кăларса ывăтнă, унтан манса кайнă. Ильминскийпе Яковлев çирĕплĕхне пула çеç упранкаласа тăнă çав сумлă вырăн 1903-мĕш çулччен.

Хăйĕн асаилĕвĕсенче Яковлев Золотницкие пит начар сăмахсемпе асăнать. Кăна ăнланма пулать: ара лешĕ унăн конкуренчĕ-çке-ха! 1875-мĕш çулта Золотницкие тапса сирпĕтнĕ те ун вырăнне Яковлева лартнă. Золотницкий кун хыççăн пилĕк çул çеç пурăннă. Юлашки ĕç вырăнĕ — миссионерсен шкулĕ.

"Улăп" ятлă пьесăн авторĕ — Анатолий Кипеч. Анчах та чăн малтан ИЯна Улăп текенни вăл мар, паллах.

Страницăсем: 1, [2]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики