Выражение лица женщины гораздо важнее ее одежды. (Д. Карнеги)
Иван Саландаев: «Айбагар акаҫҫӗ васкаса...»
Иван Саландаев30.12.2022 07:322531 просмотров
Журналист блокнотӗнчен
Аллӑма ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кивӗ блокнот лекрӗ. «1977 ҫул»,— тесе ҫырнӑ малтанхи страницинче. Алфавитлӑ блокнот пулнӑ май, «А» сас палли тӗлӗнче «Айбагар» сӑмаха ҫырнине асӑрхарӑм.
Чим-ха, чим, ахальтен ҫырса хуман вӗт эпӗ ӑна, мӗнле те пулин кӑсӑклӑ япала пуль ӗнтӗ. Вара 34 ҫул каяллахи путишле ӗҫе кула-кула аса илтӗм.
— Хирӗҫлеместӗп, — килӗшрӗ унпа редактор. — Акӑ паян Чаткас енне командировкӑна каймалла. Ҫула май сана Палтиел ... хӑварӗҫ.
Редакци машинине нихӑҫан та ахаль хӑваламан, пӗрре ... тухсан 3-4 колхоза ҫитме тӑрӑшнӑ. «Мир», «Искра», «Восход» колхозсен хирӗсем юнашарах та, виҫӗ корреспондент валли те ҫырмалли пур.
Ӗҫсене вӗҫлесе каялла киле таврӑнтӑмӑр. Пирӗн практикантка ҫав тери савӑнӑҫлӑ, хирте ӗҫлекенсем ҫинчен очерк е тӗрленчӗк ҫырасси ҫинчен пӗлтерчӗ.
Чӑнах та, машинкӑпа пичетлесен пӗр страница пысӑкӑш материал ҫырчӗ ҫамрӑк хӗр, тӳрех редактора кӗртсе пачӗ. Редактор кӑмӑлне те кайнӑ репортаж, сулахай кӗтессинче «Номере» тесе паллӑ тунӑ материал яваплӑ секретарь сӗтелӗ ҫине пырса та выртрӗ.
Типографире наборланӑ репортажа хаҫатӑн пӗрремӗш страницинчех вырӑн панӑ. Вуларӑм та тӗлӗнсех кайрӑм: «Айбагар акаҫҫӗ васкасах» ят тӳрех куҫа курӑнчӗ. Ара, айбагар тутарла хӗвел ҫаврӑнӑш вӗт-ха, мӗншӗн чӑвашла ҫырман?