Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
В гениальности 99% труда и 1% вдохновения.
(Эдисон)
 

Вячеслав Шорников: Австралири пӗчӗк, анчах хӑтлӑ хула — Херальтон

Вячеслав Шорников03.10.2021 14:263975 просмотров

Ырӑ кун пултӑр юлташсем! Эпир сирӗнпе Азире те, Африкӑра та, Кӑнтӑр Америкӑра та пулса куртӑмӑр. Ҫавӑн пекех Раҫҫейри пӗр ял тӑрӑх та утса тухрӑмӑр. Паянхи ҫул ҫӳреве вара Австралире ирттермелле тетӗп. Анчах малтанхи пек ялсем тӑрӑх мар, пӗр-пӗр хулана ҫул тытӑпӑр. Калӑпӑр, океан хӗрринче вырнаҫнӑ Херальтон (выр. Джералдтон) пире тивӗҫтерме пултарать. Хули вӑл пысӑках мар, унта 31 пин ытла ҫын ҫеҫ пурӑнать. Вӑр Пертран, Анӑҫ Австралин тӗп хулинчен, ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ. Хӑй Пертӗнче вара 2 млн халӑх ытла пурӑнать. Ҫавна май ӑна пирӗн Ҫӗмӗрлепе е Улатӑрпа ҫӑмӑллӑнах танлаштарма пулать. Чӑннипе ӗнтӗ Улатӑрта та, Ҫӗмӗрле те те халӑх йышӗ халь Херальтонринчен сахалрах, анчах маларах ытларах пулнӑ. Мӗн тӑвӑн, пирӗн хуласенче халӑх йышӗ — чакать, Австралири хулара — ӳсет.

Хамӑр ҫула Херальтон хӑна ҫуртӗнчен пуҫлӑпӑр. Акӑ вӑл — сылтӑмра. Хӑнасенчен чылайӑшӗ аэропортран (кунта вӑл пур) тухсан чи малтан хӑна ҫуртне вырнаҫма васкать-ҫке. Вӑт эпир те ҫак хӑна ҫуртне вырнаҫнӑ тейӗпӗр. Кӗркури урамӗнче (Грегори-стрит) темскер юсаҫҫӗ пулас — кашни утӑмра асӑрхаттару конусӗсемпе табличкӑсем вырнаҫтарса тухнӑ.

Хулари тротуарсем питӗ интереслӗ. Тата тӳрех аса илтерер сире: Австралире ҫулсем ҫинче пирӗнешкел сылтӑмалла мар, сулахаялла каяҫҫӗ. Сӑлтавӗ паллӑ: Австрали тахҫан Аслӑ Британи империйӗн пӗр пайӗ пулнӑ.

Ҫавра ҫула епле хатӗрленӗ — варрине ӗмӗр симӗс йывӑҫа лартнӑ, йӗри-тавра брусчатка сарнӑ. Тӳрех мӗн курӑнать? Тротуарсене хӑтлӑлатас ӗҫе тахҫанах пуҫланӑ — хӗрринчине, ав, ахаль плиткӑпа кӑна сарнӑ. Ҫулпа тротуара тимӗр картапа уйӑрман. Май ҫитнӗ таран пӗтӗмпех брусчаткӑпа витсе хунӑ — пирӗннисем ҫакна ытлашши тесе каланӑ пулӗччӗҫ ӗнтӗ, анчах илемлӗ-ҫке.

Ак эпир Марин Террас урамне пӑрӑнтӑмӑр. Ку ӗнтӗ суту-илӳ урамӗ пулас. Сулахай енче йывӑҫсем тӑраҫҫӗ. Анчах унта парк мар — тахҫан кунта вӑрман пулнӑ пулас та вӗсене упраса хӑварнӑ ҫеҫ. Тата ҫул варринчи «утрав» кӑсӑклӑ пек. Машшинсен юхӑмне пайланӑ кӑна мар, пӗчӗк тӗмӗсем те лартнӑ. Тата лавккасен алӑкӗсем питӗ кӑсӑклӑ. Темшӗн вӗсене шалалла кӗртнӗ.

Кунта кашни ҫавра ҫулах ҫакнашкал йӗркеленӗ пулас: хӗрринче брусчатка, варринче пӗр-пӗр симӗс тӗмӗ е йывӑҫ. Сулахай енчен ав йывӑҫа асӑрхӑр — ҫулӗ ун патӗнчех иртет пулин те ӑна касман, упраса хӑварнӑ. Сылтӑм енче вара — ресторан. Хули пысӑках мар пулин те вӗсем ку вырӑнта кашни утӑмрах.

Марин Террас урампа малалла пыратпӑр. Хӑна ҫурчӗ ҫинче граффити куртӑмӑр-ҫке. Вӑт, ку хулара ҫуртсем ҫине ӳкересси самай сарӑлнӑ иккен. Ав, сылтӑмри икӗ ҫурта епле илемлетнӗ. Пӗрин ҫине абстрактлӑ картина ӳкерсе хунӑ, теприне вара сакӑрура илемлетет. Нумай пулмасть хыпар вуланӑччӗ: Австралири элеваторсем ҫине илемлӗ картинӑсем ӳкерсе тухни пирки. Ку ӳкерчӗксене курнӑ хыҫҫӑн граффити ӑсталӑхӗ ҫӗршывра самай анлӑ сарӑлнине ӗненетӗн.

Урам варринчи «утрава» вара кунта чӑрӑш евӗр йывӑҫсем илемлетеҫҫӗ.

Суту-илӳ урамӗпе малалла куҫатпӑр. Сылтӑм енче, ав, лавкка пур. Пур лавккан та тенӗ пекех тротуар ҫийӗн тухса тӑракан ҫакнашкал тӑрӑсем пур. Вӗсене тимӗр патаксемпе ҫурт ҫумне тытӑнтарнӑ. Кунашкал мелпе хытарса лартма, паллах, ҫак тӑрӑхра юр пушшех те ҫуманнипе ҫыхӑннӑ. Ку лавкка мана хӑйӗн тӑррипе мар, велосипед кӑкармалли вырӑна епле ӑсталанипе кӑсӑклантарчӗ. Велосипеда кӑкарма икӗ авӑнчӑк пӑрӑх вырнаҫтарнипе ҫырлахман, велосипед майлӑ композици те касса вырнаҫтарнӑ.

Херальтонри светофорсем. Виҫӗ ҫул тӑваткалӗ иртрӗм пулин те вӗсене кашнине ҫавраҫул пек хатӗрленӗччӗ. Ку хулара пур вырӑнта та ҫапла пуль тесе шутланӑччӗ. Ҫук иккен, светофорсем те пур.

Сылтӑм енче ҫак ҫурта куртӑм та мӗн-ши тесе ҫаврӑнса тухрӑм. Чӑн та иккен кунта вӗсен ҫар казарми вырнаҫнӑ. Хӳммисем те пысӑк мар, йӗри-тавраран пӗтӗмпех сӑнама пулать. Пирӗн патра пулсан сахалтан та виҫӗ метрлӑ хупӑ хӳме карса тухнӑ пулӗччӗҫ. Ҫар летчикӗсене хатӗрлеҫҫӗ-ши...

Салтакӗсем (тӗрӗсрех каласан, летчиксем) ҫак бараксенче пурӑнаҫҫӗ пулас. Ытти ҫуртсемпе танлаштарсан чаплах мар ӗнтӗ, анчах пирӗннисемпе танлаштарас пулсан — коттедж тейӗн. Хӑмаран тунӑ ҫӳллех мар карта та пур, калинккесем, ҫурт умне тӗмӗсем лартма та манман.

Вырӑнти чиркӳ. Австрали Аслӑ Британин колонийӗ пулнӑ май кунта ӗнтӗ католиксем ытларах пурӑнаҫҫӗ. Чиркӳ архитектури те ҫакна лайӑх кӑтартса парать.

Херальтонри пуҫламӑш шкул. Йӗри-тавра таса та тирпейлӗ. Хӳммисем пур пулин те ҫӳллӗ мар. Ачи-пӑчи курӑнмасть-ха ӗнтӗ, анчах ку вӑхӑт ытла ир пулнипе ҫыхӑннӑ пуль. Кукӑль машинисем урамсене ӳкерме иртерех, ҫынсемпе машшинсем сахал чухне, тухаҫҫӗ пулас... Хӗвелӗ те, ав, ҫӳллех мар. Хула экватор патнерех вырнаҫнӑ, йывӑҫ ӗмӗлкисем вӑрӑм — ҫаксем пӗтӗмпех вӑхӑт ир пулнине кӑтартаҫҫӗ.

Пӑхӑр-ха ҫак ҫавра ҫула. Кунта, паллах, тӗмӗ те, йывӑҫ та ҫук, анчах тротуарне, юнашар шкул вырнаҫнине шута илсе, хӑйне май илемлетнӗ.

Фитсшеральд урамӗпе пыратпӑр. Ав, епле тӗреклӗ йывӑҫсем кунта. Вӗсене ахӑртнех, хулана никӗсленӗ чухнех лартнӑ. Ку вырӑнта, ахӑртнех, пурӑнмалли ҫуртсем вырнаҫнӑ...

Кунта ача пахчи вырнаҫни пӗр енчен тӗрлӗ тӗссемпе чылай усӑ курни, тепӗр енчен ҫул палли пӗлтерет.

Хули пысӑках мар пулин те кунта велоҫулсем валли те вырӑн тупӑннӑ. Шупашкара илес пулсан аран-аран кӑшт ҫулсем туса пачӗҫ. Ҫӗмӗрле е Улатӑр пирки калаҫу пуҫлас пулсан — велоҫулсем унта хӑҫан та пулин пуласси тата та иккӗленӳллӗрех. Кунта вара — пысӑках мар хула, пӗр-икӗ хутлӑ ҫуртсем… Велоҫулсене вара туса панӑ. Сарлаках мар ӗнтӗ, анчах пӗр ҫынна валли ҫитет. Ҫуртсен картисене те пӑхӑр-ха. Кашнин ӑрасна. Унччен маларах лавккасен алӑкӗсене шалалла путарни кӑсӑклантарчӗ — уйрӑм ҫуртсен калинккисем те ҫавнашкал иккен. Ахӑртнех, ку вырӑнти уйрӑмлӑх.

Вырӑнти парковка. Машшинсене тӑратмалли вырӑн эппин. Ятне вырӑсла вулас пулсан ухмахсем валли тесе ӑнланма пулать. Умалла пӑхӑр-ха: ку пирӗн патра саракан плиткӑсемех вӗт! Хула варринчен ытла аякка кайрӑмӑр пулас — тавралӑх ял пекех курӑна пуҫларӗ.

Турак (акӑл. Durack) ӑҫтан тухни те паллӑ пулас — вӑл вырӑнти институт ячӗ. Аха, ку пысӑках мар хулара технологи институчӗ те пур. Хыҫалта общежити пек ҫуртсем вырнаҫнӑ... Институчӗ, сӑмах май, пысӑк лаптӑк йышӑнать.

Хулара парксем сахал мар. Леви урамӗн паркӗ, Квинс паркӗ, Асӑну паркӗсем, Гавань паркӗ, тата ыттисем. Ку вара лаптӑкпа чи пысӑк парксенчен пӗри — Мейтланд паркӗ.

Ку вара паркпа юнашар вырнаҫнӑ Херальтон колледжӗ.

Малтан тӗл пулнӑ институт пекех унӑн лаптӑкӗ питӗ пысӑк. Ав, студентсем валли саксемпе сӗтелсем те вырнаҫтарса панӑ. Уҫӑ сывлӑшра вӑхӑт ирттерме юратаҫҫӗ пулас — пушӑ саксем ҫуккипе пӗрех.

Чиркӳсемпе соборсем хулара сахал мар. Илемлисем те ахаль ҫурт евӗрлисем те. Хӗресӗ пулмасан ҫак ҫурта пӗрре те кафедраллӑ собор тесе калаймӑн. Унччен маларах тӗл пулнӑскер чӑн та усӑ куракан чиркӳ мар пулас — алӑкки кивӗччӗ, хӗрессем ҫукччӗ... Ӑна архитектура палӑкӗ пек ҫеҫ упраҫҫӗ пулас... Ку вара тӗн йӑли-йӗркисене ирттерекен вырӑн.

Ку, сӑмахран, Сӑваплӑ Францис кафедраллӑ соборӗ.

Католиксен ятарлӑ колледжӗ те пур иккен ку хулара. Вӑл «Нэгл католик колледжӗ» ятлӑ.

Океан хӗрринче вырнаҫнӑран, паллах, ку хулара маяк та пулмалла. Акӑ вӑл. 1875 ҫулта туса лартнӑ.

Кунашкал хула айккинче кам ҫуран утса ҫӳретӗр-ха тесе ыйтма пулать. Апла-и, капла-и — анчах тротуарне тунӑ. Кунти курӑка хула варринчи пек тӑтӑшах ҫулса тӑмаҫҫӗ пулин те ҫул хӗррипе тротуар туса хӑварнӑ-хӑварнах. Паллах, брусчаткӑпа мар. Асфальтпа туни те аван. Калӑпӑр, Атайкассинчен Йӑршшӑва (Шупашкар районӗ пирки сӑмах) каякан ҫул хӗррипе ҫынсем кӑнтӑрла та каҫхине те тӑтӑшах утаҫҫӗ. Тротуар ҫукран ҫул хӗррипе утма тивет. Ҫулӗ вара сарлаках мар. Пӗрре мар сӑнаса: ҫыннисем тӗттӗмре япӑх курӑнакан тумтир тӑхӑнаҫҫӗ те ҫул хӗррипе утаҫҫӗ. Вӗҫтерсе пыракан машшин ҫапса каясран та хӑрамаҫҫӗ. Кунта вара — ҫынсем усӑ курмаҫҫӗ пулин те тротуар туса панӑ. Башнине тимӗртен тунӑ пулас. Сӑмах май, акӑлчанла маяка lighthouse теҫҫӗ — чӑвашла тӳрремӗн куҫарсан «ҫутӑ ҫурчӗ».

Маяк таврашӗ пур пулсан, тинӗс хӗрринче вырнаҫнӑ пулсан, кунта, паллах, катерсем тӑратакан вырӑн та пулмалла. Акӑ вӑл. Тӗрлӗрен пур, ҫӗр ытла та пуль вӗсем кунта. Юнашарах пулӑ сутакан пасар.

Ку мӗн япали, тетӗр пулӗ? Вӑл хулан эспланади шутланать. Эспланада тесе вара пӗр-пӗр крепоҫ умӗнчи уҫӑ вырӑна калаҫҫӗ. Ӗлӗк, крепоҫ таврашне тапӑнассинчен сыхлас тесе ун таври пӗтӗм йывӑҫ таврашне каснӑ, тавралӑха тӳремлетнӗ. Халь кунта нимӗнле крепость те курӑнмасть.

Хулара палӑк таврашӗсем курӑнмарӗҫ. Унта та кунта та кайса пӑхрӑм — нимӗн те тупаймарӑм. Ирӗксӗрех акӑлчан Википедине кайса пӑхма тиврӗ. Унта вара асӑну комплексӗ пирки вуларӑм. Вӑл Скотт сӑрчӗ ҫинче вырнаҫнӑ иккен, ӑна Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче HMAS Sidney карап нимӗҫсен карапӗпе тӗл пулса путнине халалласа вырнаҫтарнӑ. Карапри 645 ҫынран нихӑшӗ те ҫӑлӑнайман. Асӑну комплексӗ тӑватӑ кӳлеперен тӑрать: карап сӑмсине палӑртакан стелла, тинӗсрен таврӑнасса кӗтекен хӗрарӑм, 645 чарланран ӑсталанӑ купол тата ятсене ҫырса тухнӑ гранитран тунӑ стена.

Хӗрарӑм кӳлепи ҫывӑхран.

Хулара тата ҫакнашкал кӳлепе пур. Ӑна ҫак вырӑна чи малтан ҫитнисене асӑнса вырнаҫтарнӑ пулас. Хӑй вӑл Apex Pioneer Memorial Park ятлӑ паркра вырнаҫнӑ.

Пӗтӗмлетӳ

Чӑн та пирӗн пуҫлӑхсен ҫакнашкал пӗчӗк хуласенчен вӗренмелли чылай. Ҫӗмӗрле е Улатӑр хулине ҫакнашкал хӑтлӑлатсан унтан камӑн пӑрахса каяс килӗ? Пӑрахса кайма мар, ҫынсем унта куҫма пуҫлӗҫ мар-и? Шел те, пирӗн тӳре-шара халӑха тарҫӑ вырӑнне шутлать те ҫавна май ҫынсем пирки сайра хутра ҫеҫ аса илеҫҫӗ. Тӗп хуласенчен инҫетре вырнаҫнӑ ял-хуласен вара ӑмсанмалли кӑна тӑрса юлать. Мускав, Шупашкар пек хуласене укҫи-тенки йӗркеллӗ лекет пулсан, Ҫӗмӗрлепе Улатӑр пеккисене — юлашкисем кӑна. Республикӑра Шупашкар хӑйӗн патне пӗтӗмпех сӗтӗрет, Раҫҫейӗпе — Мускав. Австралире куртӑмӑр ӗнтӗ — пӗчӗк хула пулин те, Херальтон питӗ хӑтлӑ хула.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Евразиец // 1977.69.9930
2021.10.03 19:24
Снова русскоязычных обидели, отделили от чувашского общества. Индивидуализм и пренебрежение к другим воспитывают в подрастающих поколениях. Оттого, что статья написана на чувашском, чувашские дети не заговорят на чувашском языке и даже читать не будут, просто отложат в сторону, нажмут на мышку с различными нехорошими гримасами на лице.
2021.10.03 21:19
Аçтахар Плотников
Евразиец. Для таких, о которых вы написали — есть Яндекс. Переводчик.
Санашкал шухӑшласан чӑвашла пӗрре те ҫырма юрамасть-им? Что за фашизм??? Чӑвашла ҫырни килӗшмест пулсан — ан вула! Ӗҫӗ те пӗтнӗ. Кашни чӑвашла ҫырни ҫине сиксе ӳкетӗн вӗт! Сана никам та вырӑсла ҫырма чармасть, эс те пире, чӑн чӑвашсене, чӑвашла ҫырма ан чӑрмантар! Тепӗр хут асӑрхаттаратӑп: саккун тӑрӑх нихӑш халӑха та айванрах тесе айӑплама юрамасть!
Тимер // 3735.68.8773
2021.10.03 21:59
Ку пĕртен пĕр чăннипех чи малтанхи уçăлнă чăвашла сайт.Кунта кăна эпир тăван чĕлхемĕрпе туллин пĕр пĕринпе хутшăнма пултаратпăр.Микулай Плотникова çĕре çити пуç тайатпăр тав туса.Ан итле такамсене Микулай тусăм.Халăх курать.Эпир - санпа!.
Agabazar // 3665.61.2325
2021.10.04 12:59
Agabazar
Сывă пултăр Австрали!
Евразиец // 1977.69.9930
2021.10.12 12:44
Николай Плотников, вы, как видно из вашего комментария, угрозу выставляете... Выходит угрожаете? Не нужно собственную наивность выставлять, не нужно. Я как раз о наивности чувашского народа не говорил. Могу сказать, что как бы высоко не стоял отдельный человек какого-либо народа, он всегда будет ниже своего собственного народа. Вы сами просто возомнили из себя предводителя современного чувашского народа. Из-за таких предводителей и страдает сегодня наш народ. Все в медалях, да в орденах ходят, а люди из-за экономического беспорядка и безхозяйственности уезжает за пределы республики.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики