Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +6.3 °C
Если бы Бога не было, его надо было бы выдумать.
(Вольтер)
 

Аçтахар Плотников: Ту-сӑрт ячӗсем

Аçтахар Плотников30.08.2021 16:572976 просмотров

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Хӗрӗх чалӑш ҫӳллӗ ту,

Хӑпарассӑн туйӑнмасть, —

юрлаҫҫӗ юрӑра.

Чӑваш мифологинче Кав тӑвӗ, Ылтӑнту тени тӗл пулать. Улӑпа ҫӳлти турӑ Танкӑр Арамаҫи тӑвӗ ҫумне сӑнчӑрласа лартнине калани те пур. Арамаҫи тухӑҫра хӑлахсен мифологинче паллӑ ту, авалхи эрменсен ӗненӗвӗнче унта турӑсем пурӑннӑ, тенӗ, урӑхларах каласан, вӑл эрменсен Олимпӗ шутланнӑ, ахӑртнех, авалхи чӑвашсемшӗн те ҫав пӗлтерӗшпех ҫӳренӗ пуль.

Сарту, Шурту, Улату, Йӗкӗрту час-часах тӗл пулать чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗнче. Шукӑльту тени те пур, ку, ахӑртнех, Жигули тӑвӗсене пӗлтернӗ пулас. Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче Чикмерен анатарахри ҫӳллӗ сӑртсене Ар-Сӗнтер тенӗ, «Ар-Сӗнтӗрпеле Улатимӗр тӑвӗ ҫинче хула пулнӑ,— тени пур Ашмарин словарӗнче. — Ар-Сӗнтӗр ту ҫинче тутар ӗмпӳ пулнӑ, Улатимӗр тӑвӗ ҫинче — чуаш ӗмпӳ...»

Криуши патӗнчи ҫӳллӗ вырӑн ячӗ — Чарту. Унтан тӑварах тӗве курпунӗ пек икӗ ту пур, вӗсене Чӗлтерме теҫҫӗ. Шупашкар патӗнчи Атӑл хӗрринчи чи ҫӳллӗ сӑрта Турханту тени пур. Хырлапа Пӑла тӑрӑхӗнче Чӗкӗрчӗк, Пӑхалӑ, Айпарӑш, Хӗрлӗ Пылчӑк, Катӗрмет сӑрчӗсем пур...

 

Хушса калани.

Кунта ӗнтӗ йӑлтах Юхма сӑмахне ӗненме тивӗ. Ар-Сӗнтӗр пирки Ашмарин словарӗнче чӑн та пур, анчах тутарпа чӑваш ӗмпӗвӗсем пирки ҫырни курӑнмарӗ. Тинӗс пирки каланӑ халапа илсе панӑ, ӗмпӳсем пирки ҫырни ҫук.

Жигули тӑвӗн ячӗсем чӑваш сӑмахӗнчен тухнине ним мар ӗненме пулать. Ыттисем пирки вара вырӑнтисенчен ыйтас пулать ӗнтӗ. Калӑпӑр, Хырлапа Пӑва тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсенчен. Чӑн та пур-и ун пек сӑрт ячӗсем е ҫук?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1284.08.3166
2021.08.31 19:51
Agabazar
Криуши ялне чăвашла Кĕнервăрри (Кĕнервурри) теççĕ. «Ĕмĕр сакки сарлака» эпопейăра та çаплах каланă.
Agabazar // 1284.08.3166
2021.08.31 19:55
Agabazar
Чĕкĕрчĕк текенни ту мар. Пачах урăхла, вăл çатма пек тÿрем вырăн. Чăн та, ытти тĕлсенчен çÿлерех вырнаçнă (шыв уйăравĕ теççĕ географсем, Пăла тата Хырла бассейнĕсене уйăрать).
Agabazar // 1284.08.3166
2021.08.31 20:00
Agabazar
Ар-Сĕнтĕр тенинчи «Ар» компонент мĕне пĕлтернине чухлас пулать.

Вăл «пĕчĕккĕ», «кĕçĕн» тенисене кăтартать.

Ытти тĕрĕк чĕлхисенче когначĕ пур — Аз.

Ар сăмах чăваш чĕлхинче малтан пулнă та кайран тухса ÿкнĕ. Топонимсенче çеç сыхланса юлнă. Сăмахран, Улатăр районĕнчи Кĕçĕн Паснана вырăсла Орбездна теççĕ. «Ор» элемент кунта кĕçĕннине пĕлтерет те ĕнтĕ.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики