Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +13.0 °C
Без труда не может быть чистой и радостной жизни.
(А.П.Чехов)
 

Виталий Станьял: «Ҫавнашкал пирӗн Ҫеҫпӗл Мишши...»

Виталий Станьял29.01.2021 14:101387 просмотров

«Тӗрӗслӗх ҫутаттӑр Ҫеҫпӗлӗн ятне» фильм ҫинчен. 2019-2020 ҫулсенче ӳкернӗ. Ольга Авинова продюсерӗ Антонина Андреева директор, сценарисчӗпе режиссерӗ Алексей Енейкин.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗ чӑваш халӑхӗн историйӗнче ӗмӗрсене ҫырӑнса юлнӑ. Генилле ӑслӑ, ҫутӑ тӗллевлӗ, вӗри чӗреллӗ, синкер шӑпаллӑ кӗрешӳҫӗсем пирӗн халӑхӑн татах пур. Анчах ун пекки урӑх ҫук. Ҫавӑнпа ҫулӑмлӑ сӑвӑҫ сӑнарӗ кашни ҫӗнӗ ӑрӑва хӑйӗн пултарулӑхӗпе, пурнӑҫӗпе, кӗрешӗвӗпе хумхантарма пӑрахмасть.

Инҫекурӑмра тӑрӑшакан Алексей Енейкин тележурналист ахаль мар юратнӑ поэт сӑнарне суйласа илнӗ те ун ҫине хӑй куҫӗпе пӑхма шутланӑ. Шутлани пӗрре, фильм ӳкересси — тепре. Канӑҫсӑрлӑхра ҫулсем иртнӗ. Юрать ӗҫтешӗсем унпа пӗр шухӑшлӑ пулнӑ, республика ертӳлӗхӗ шанчӑклӑ тӗкӗ панӑ. Пӗр кӑмӑллӑ пулнин пайти куҫ умӗнче — халӗ хуласенче, уйрӑмах ялти шкулсенче, музейсемпе клубсенче, вулавӑшсенче, интернетра «Тӗрӗслӗх ҫутаттӑр Ҫеҫпӗлӗн ятне» чӑнлавлӑ илемлӗ (документально-художественный) фильм чарӑнмасӑр ҫаврӑнса ҫӳрет.

Паллах, Ҫеҫпӗле венгр, грузин, латыш е урӑх халӑх ҫынни чӑваш ачи пек пӑшӑрханса пӑхаймӗ. Вӗсен хӑйсен Петёфи, Бараташвили, Чюрлёнис паттӑрсем пур. Вӗсене хӑйсен ывӑлӗсем хаклӑ. Пайтах тӗнче касса ҫӳрерӗм пулсан та, Чӑваш Ҫеҫпӗлӗн ҫынлӑхне пысӑка хуман, шухӑшӗсемпе ӗҫӗсене ӑнланман, талантне хисеп туман, сӑвӑ маҫтӑрлӑхне картман ӑстасене тӗл пулмарӑм. Вӗсем ӑна, чалт чӑваш чунлӑскере, тӗнче шайӗнче курса ырлаҫҫӗ.

Ҫеҫпӗле халалланӑ хайлав мана савӑнтарчӗ. Паллах, Ҫеҫпӗл ҫырнисене пухса кӑларнӑ, унӑн Шупашкарти, Касаккассинчи, Шӑхасанти, Теччӗри, Киеври, Крымри, Кашкӑр Сӑртӗнчи мӗнпур вырӑнӗсене, унпа пӗрле вӗреннӗ, ӗҫленӗ, туслӑ пулнӑ ҫынсемпе, тӑванӗсемпе тӗпчесе калаҫнӑ ҫыннӑн майлӑ е тиркесерех каламалли ҫук мар. Кӑшт маларах ҫак ирӗк пулнӑ пулсан, Ҫеҫпӗл сӑнарӗ мифсемсӗрех (пур хӑш-пӗрин сӑмахӗнче юптаркалани, вӗсене фильмӑн кӗскетнӗ вариантӗнче катертнӗ терӗҫ) чылай туллин, ҫав нушаллӑ вӑхӑтӑн малаш тӳпинчен курӑнса каятчӗ. Ун чухне Теччӗри, Кашкӑр Сӑртӗнчи хваттер хуҫисем, Киеври асӑну хӑмисем, амӑшӗпе шӑллӗпе йӑмӑкӗ, Остерти тусӗсем пурӑнатчӗҫ.

Ҫӗнӗ ӑру, ҫапах та, Ҫеҫпӗл ҫулӗсем мӗн тери йывӑр пулнине картса ҫитереймест. Тен, ӑна кӑтартма кирлӗ те мар? Ҫеҫпӗл ялӗ, ҫуралнӑ кил вырӑнӗ, уявсемпе кӑвайтсем, музей, культура ҫурчӗсем халӗ пачах та ӗлӗкхи мар вӗт! Кашни вӑхӑтӑн хӑйӗн пуҫӗ-куҫӗ, саманине кура – хакӗ.

Мӗнле хакланӑ-ха Ҫеҫпӗле фильмра, мӗнле тӗрӗслӗхпе ҫутатнӑ ӑна? Халиччен поэта, мӗн каласан та, тӗрӗсех хак панӑ. Документ чӑнлӑхне улӑштарма май ҫук. Улӑштарса ӑнлантарма пӑхни суя пулса тухать. Картинӑра ку йӑнӑшран татӑклӑн пӑрӑннӑ. Ҫапах та, тавлашуллӑ самантсем паян та пур. Сӑмахран, Ҫеҫпӗлпе Нуся Червякова юратӑвӗ, сарӑмсӑр вилӗм саманчӗ ҫынсене кирек хӑҫан та шухӑшлама пӑрахтармӗҫ. Качча кайнӑ* анчах упӑшки ютра ҫухалнӑ Нуҫьӑ вулавӑшҫӑпа тата яш вӗрилӗхпе ырӑ кӑмӑла, хитрелӗхе ҫакланнӑ Мишшан юраман юратӑвӗ пирки Павел Бекшанскипе Наталия Рубис виличченех тавлашма, ҫырусем ҫӳретме пӑрахмарӗҫ, Паянхи ҫамрӑксем ку юратӑва Гетен «Страдания молодого Вертера», Адель Кутуйӑн «Ярса паман ҫырусем» е хальхаҫҫӑн Хӗветӗр Акиверӑн «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ повеҫӗсемпе танлаштарса тавлашма чӗрӗ сӑлтавсем чылай. Поэт-кӗрешӳҫӗне сӗмсӗррӗн вӗлерни халӗ никама та иккӗлентермест. Фильмра ҫакна ҫирӗплетсех каласа хӑварма пӑхнӑ.

Хӗллехи ҫил-тӑвӑл хыҫҫӑн янкӑр ҫанталӑкра шӑтса тухнӑ ҫеҫпӗл чечекӗсем чуна ҫӗклентереҫҫӗ. Тинӗс ӳкерчӗкӗсем, ҫӗнелекен ял-хула сӑнӗ, телейлӗ ача-пӑча куҫа уҫӑлтараҫҫӗ. Вӗсем сӑвӑҫ чӗри ҫав тери анлӑ, талпӑнуллӑ пулнине кӑтартса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа фильма хутшӑнакансем те — ялти-хулари музейсен тата фонд директорӗсем ҫӗкленӳллӗ каласа параҫҫӗ. Украинӑри хастар чӑваш Надежда Лисовая, Остерти шкул директорӗ пулнӑ Микола Перещ, сӑмах ӑстисем Юрий Сементер, Светлана Асамат, Лидия Филиппова: Раиса Сарпи, шкул сӑвӑҫисем, юрӑ-ташӑ ачисем хӑйсене уҫҫӑн туяҫҫӗ. Пӗтӗм фильм — чӑвашлӑхӑн ирӗклӗ уявӗ, мӑнаҫланса илмелли, шухӑшламалли, Ҫеҫпӗлпе ун ҫыннисене пуҫ таймалли сӑлтав.

Пӑхма ан ӳркенӗр. Ӳкӗнмелле пулмӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3518.68.1677
2021-01-29 20:31
Agabazar
Мĕншĕн «документально-художественный»? Документлă-илемлĕхлĕ темелле.

Мĕне кирлĕ вăл хăлăпкасен ăшне темĕскер хупса «айван чăваша» ăнлантарам пекки туни?

Хăлăпкасенчи ăнлантарусăрах чăваш пит аван ăнланать. Ухмах мар.
Agabazar // 3518.68.1677
2021-01-29 20:47
Agabazar
Мĕне кирлĕ Çеçпĕлпе Червякова «юратăвĕ» пирки апла-капла «калаçам пекки» туни?

Кирлĕ мар.

Çырусем сыхланса юлнă вĕт? Вĕсене купюрăсăр пичетлесе кăларнă. Ытти çынсен асаилĕвĕсем юлнă. Юрий Сементер чăвашла куçарнă. Çав куçару та уйрăм кĕнекен тухнă. Мĕне кирлĕ чакаланма? Кама пит кирлĕ — вулатăр. Никама та вулама чармаççĕ. «Хырăм çурăлса кайиччен» вулама пулать мĕн пуррине.

Тухнă кĕнекесем сÿсленсе пĕтнĕ пулсан, çĕнĕрен кăлар.

Вилнин сăлтавне тĕплĕн пĕлес тесен — эксгумаци кирлĕ. Анчах вăл та — панацея мар. Мĕншĕн тесен эксгумаци результачĕсене те пит аван фальсификацилеме пулать.

Ĕнтĕ халь тин ку терминĕ те («эксгумаци») вырăнлă мар пуль. Мĕншĕн тесен вилни — çĕр çул. Археологи тĕпчевĕсем пирки калаçсан вырăнлăрах.
Серте // 9692.7.5056
2021-01-30 11:30
на сайте какой Сеспель? Таким он не был и в детстве!
Agabazar // 1464.92.2423
2021-02-03 04:58
Agabazar
Эс ху вара «каким был»?

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.


Orphus

Баннеры

Счетчики

 
О сайте | Помощь сайту | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | Номер свидетельства о регистрации в качестве СМИ: ЭЛ № ФС 77 - 68592, выдано 3 февраля 2017 года Федеральной службой по надзору в сфере связи, информационных технологий и массовых коммуникаций (Роскомнадзор).
Содержимое сайта (кроме статей, взятых из других источников) публикуется на условиях CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0. Вопросы по работе сайта: site(a)chuvash.org