Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Парадоксы нужны, чтобы привлечь внимание к идеям.
(Крейтон)
 

Аçтахар Плотников: Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван чӗлхи театр умне тухатех!

Аçтахар Плотников05.11.2019 21:0522547 просмотров

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗн ҫамки ҫине чӑвашла ҫырманни чылайӑшӗн кӑмӑлне хускатрӗ — статья айӗнче хӑйӗн шухӑшне сахал мар ҫын палӑртрӗ. Ҫавах та театр директорӗ шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн, ыйту хуравне хӑйӗнчен илтес тесе, Елена Васильевна патне ҫитсе килес терӗм.

Чӑн та, тӗрӗссипе, статья ҫырас умӗн Елена Николаевӑпа ҫыхӑнмаллаччӗ. Хӑш-пӗр япала вара уҫӑмланӗччӗ, халӑх ытлашши пӑшӑрханса ӳкмӗччӗ.

Статйи хӑй «Чӑвашла ҫырма вӑхӑт пулман» хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ-ха ӗнтӗ. Унта тӗп вырӑна учреждени ячӗсене чӑвашла ҫырассине лартнӑччӗ та-ха та. Анчах халӑха ытларах Ҫеҫпӗл Мишши ятне чӑвашла ҫырманни пӑшӑрхантарчӗ пулас та чи нумай «патак ҫиме» Елена Васильевнӑн тиврӗ. Кунта савӑнмалли самант та тупма пулать ӗнтӗ — чӑвашлӑх тӗнчи халӑх чӗрине хумхантарма пӑрахман-ха! Халӑх хӑй чӑваш пулнине манса кайман, ытти халӑх хушшинче ҫухаласшӑн мар!

Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ патне ун чухне мӗншӗн шӑнкӑравламарӑм-ха? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл статья ҫӗрле ҫырӑнчӗ (шӑматкун ирхи валли курӑмланма лартнӑччӗ). Иккӗмӗшӗнчен, Фейсбукра ку тӗлӗшпе Елена Васильевнӑн хуравӗ пурччӗ ӗнтӗ — вӑл унта чӑвашла пулатех тесе пӗлтернӗччӗ. Шӑнкӑравласан та урӑх ним ҫӗнни те пӗлеймӗп тесе шутларӑм. Вӑл хурава та хамшӑн «отписка» евӗр ҫеҫ йышӑнтӑм-ха.

Директор патӗнче хӑнара пулнӑ хыҫҫӑн ыйту уҫӑмланчӗ. Чӑвашла ҫырма шутламан тени пӗрре те тӗрӗс мар. Шутланӑ. Чӑвашла текстне те хатӗрленӗ. Эп ҫырнӑ статья пулман пулсан ҫак кунсенчех чӑвашла ҫырни те хӑйӗн вырӑнне тупатчӗ. Паян пулса иртнӗ шӑв-шав хыҫҫӑн театр ятне ҫурт ҫине урӑхларах ҫырма шут тытнӑ, ҫавна май кӗтме тивӗ. Ку ӗҫе 22-мӗшччен йӗркелесе ҫитерес шухӑшлӑ.

Ҫурт ҫамки ҫинче вырӑсла ҫеҫ ҫырса хуни вӑхӑтлӑха ҫеҫ. Пӗрремӗшӗ — ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкар театр форумӗ иртмелле. Вӑл чӳкӗн 11-мӗшӗнче пуҫланмалла. Ҫавна май васканӑ та ӗнтӗ, вырӑслине те пулин ҫурт ҫамки ҫине вырнаҫтарма — хӑнасене ятсӑр театрта йышӑнас мар тесе. Иккӗмӗшӗнчен — театр директорӗ ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗ тӗлне ҫав-ҫавах чӑвашла та пулӗччӗ. Ку уява вырӑсла ятпа ҫеҫ ҫавах кӗтсе илмӗччӗх.

Унсӑр пуҫне ҫурт ҫамки ҫинче вырӑн хӗсӗк пулни те лару-тӑрӑва самай кӑткӑслатнӑ. Чӑвашлине ӑҫта вырнаҫтарасси ыйту тӑратнӑ: вырӑслипе юнашар? е алӑк ҫийӗнчи полосапа усӑ курмалла? Ҫӗнӗ тум тӑхӑннӑ хыҫҫӑн театрӑн ум енӗ пушанса юлнӑ (асаилтерер, маларах унта театр анонсӗсем вырнаҫнӑччӗ) — унта ҫырасси пирки те шухӑшланӑ: пысӑк та илемлӗ саспаллисемпе вырнаҫтармалӑх вырӑн сахал мар. Ҫаксенчен хӑш варианта суйласа илнине каярах пӗлме пулӗ — вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн. Хальлӗхе сире пӗлтермӗпӗр, варианчӗсемпе ҫеҫ паллаштарӑпӑр.

Елена Васильевна патӗнче хӑнара пулни питӗ кӑмӑла кайрӗ. Чи килӗшнӗ самант — Иосиф Трера театрта манмаҫҫӗ: директор кабинетӗнче ун сӑнӗ тӑрать; Елена Васильевна та калаҫу хушшинче ун ятне вунӑ хут та асӑнчӗ пуль. Хӑшӗ-пӗри Иосифа ахалех вӑранма ыйтать — Ҫеҫпӗл ятӗнчен ҫамрӑксен театрӗнче кулаҫҫӗ тени тӗрӗс мар. Елена Васильевнӑн ятне те ырӑпа кӑна асӑнатчӗҫ эп тӗл пулнӑ ҫынсем. Театр ҫуртне хӑт кӗртес тесе вӑл театртах кунне-ҫӗрне ирттерет тени сахал мар илтрӗм. Чӑн та, калаҫуран та хӑйне шанса панӑ ӗҫе пӗтӗм чуна парса ӗҫлени лайӑх курӑнчӗ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ чӑннипе те илемлӗ пулса тухнӑ. Кӑна Валерий Туркай та палӑртрӗ. Елена Васильевнӑна эпир хамӑр енчен пуҫланӑ ӗҫе тивӗҫлӗ шайра вӗҫлеме сунатпӑр, театр форумӗ те, Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ кунне халалланӑ уяв та аван иртессе шанатпӑр!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Микула // 9259.3.8429
2019.11.07 06:11
Кӗске кӑна шухӑшлӑ пулмалла мар пулӗ,пурин те. Хулара чӑваш ачисене чӑвашла вӗренсе чӑваш пулса ӳсме май туса параймарӑмӑр пулсан ытти пирки тавлашни усӑср пулӗ.(Усӑсӑр тени вырӑсла "без щита ") Хулари чӑваш ҫынни валли уйрӑм вырӑнсене ,ячӗсене,мӗнле чӗлхепе ҫырни умра пыракан ыйту -тӗллев,программа мар,ку вӑл штатный япала кӑна. Ахалех чиноникӗн ҫав ӗҫе тумалла.Ку ӗҫе тӑна кӗмен чиновник ӗҫре пулмалла мар.Ҫавӑ кӑна.
<br>Шупашкарта Ҫеҫпел ячллӗ ача сачӗ мӗншӗн пулмалла мар? Шупашкарта чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем мӗншӗн ҫук ? Кӑна тума вара чӑннипех вӑй тата анлӑ тавракурӑм кирлӗ.Ӳлӗмрен мӗн пуласси ҫинчен шутлама пӗлни,халӑх ҫинчен ытларах пӑшӑрханни кирлӗ.
Микула // 9259.3.8429
2019.11.07 06:12
Хусанта кашни ҫулах тутарла ӳстермелли ача сачӗсем хутшӑнса пыраҫҫӗ. Ҫӗр патне яхӑн вӗсем. Пирӗн Шупашкарта пӗрре те ҫук. Ку тӗслӗх мӗн пирки калать? Ку тӗслӗх наци интеллигенци тата чиновниксен шайне ,пахалӑхне палӑртса парать. Кӗскен каласан пӗтемпех,пӗтӗм "парти" условна майпа ҫеҫ юрӑхлӑ? Хусанти ҫынсен шалу та пысӑкрах ачисене тутарла вӗрентме те майсем ытларах.Пирӗн кильте кӑна ,ӗҫ укҫи вара туллашра кӑна пысӑкрах.
Кунта "чӗлхе ыйтӑвӗсем расна" тесе халӑха улталаса ан ларӑр. Шкулта "топровольно" тунипе театр ҫинче чӑвашла ятне ҫырасси "топровольно" пулни пӗрех. Ӗҫ укҫи пӗчӗк пулнипе чӗлхе статусне пӗчӗклетни пӗр япалан тӗрле енӗсем кӑна,пӗр ҫӗртрен хушусем .
Agabazar // 9685.8.4174
2019.11.07 06:19
Agabazar
Тутарстан — Кремĕл фаворичĕ теме пулать. Эпир вара, — лешсене каçса кайса, тутарсенчен темиçе хут вăйлăрах мухтатпăр пулсан та, — фаворта мар, фаворитсем мар.

Микула, Валери Туркай çырнине хупласа ан хур. Мĕншĕн тесен унăн комментарийĕ халлĕхе уçăлман та ха. Ху мĕн шутланине çырса хумашкăн сана пĕр карас та çитмелле!

Юратмастăп хăйсен ĕмĕрĕнче урлă выртан каскана тÿррĕн çавăрса курман кармаçăварсене.
Микула // 9259.3.8429
2019.11.07 06:33
Акапасар ,ан мешетле.
Чӑннипе мӗн пирки тавлашу кунта ? Каҫарӑр та ,пурне тен килӗшмӗ,анчах та калам. Пӗр витре шыв сапмасӑр,вӑранмӑр.Ытарлӑрах калама тивет.
Чӑннипе Шупашкарта театрсенчен урама чӑваш чӗлхи тухнӑ-и хӑҫан та пуллин ? Ытлар ҪУК темелле. Пӗр Республика кунӗсӗр пуҫне. Чӗлхе тат культура резерваци е гетто пек пула пуҫланӑ вӗсем ? Ытти ҫӗртре чӑваш утравӗсем Шупашкарта ҫук пулсан ,сарӑлма май ҫук пулсан,хумӗсем ҫыранне те ишсе пыраҫҫӗ пулсан ... Паллах чи кирли , паян , ятран мала шутлаттарма чарни. Чи кирли чӑвашла ячӗ.Ытти пирки ан та шутлӑр.
вулакан // 2517.4.0888
2019.11.07 09:31
Правительство шайĕнче республикăра чăваш чĕлхипе (е патшалăх чĕлхисемпе теме пулать) мĕнлерех усă курнине тĕрĕслекен инспекци е патшалăх комитечĕ уçтармалла, чылай çĕршывра пур ун пекки, ăна ертсе пыма Туркая шанмалла. Вара лару-тару кăштах улшăнма пултарать
Валери Тургай // 4096.98.1205
2019.11.07 13:36
"Вулакан", тавах сана!
Ун пек инспекци е комитет кирлех! Ку тӗлӗшпе Пушкӑртстан пурне те ырӑ тӗслӗх кӑтартать. Тутарстан та ӑна ҫитеймест.
7-8 ҫул каярах Игантьев пирӗнпе, Халӑх фрончӗн хастарӗсемпе, тӗл пулнӑ чухне эп ӑна каланӑччӗ "Чӗлхесем ҫинчен калакан Саккун ӗҫлемест" тесе. Вӑл блокнотне тем ҫырса хучӗ. Унтанпа НИМӖН ТЕ улшӑнмарӗ!
Ку Саккун Чӑваш Ен парламентне те, правительствине те ним тума та кирлӗ мар! Саккун вара вӑл - Саккун! Ӑна парламент йышӑннӑ, Туркайпа тусӗсем мар!
Кӗрешмелле, тӑванӑмсем, кӗрешмелле! Эпир нишлӗ халӑх мар!
Ыррине шанса - Валери Туркай. 8-927-855-54-80
2019.11.07 15:56
Станислав Убасси
Этот комментарий удален. Причина: тӳрлетӳ
2019.11.07 16:01
Станислав Убасси
ВАЛЕРИ! ТУРКАЙ!
ИТЛЕ-ХА ҪЕҪПӖЛ КУНӖНЧЕ ҪАКНА ТУМАЛЛА:

1. ЧР КОНСТИТУЦИНЧЕ ЧӖЛХЕ ПИРКИ ҪЫРНӐ ЙӖРКИНЕ ХӲТӖЛЕКЕН-СЫХЛАКАН КОМИТТЕТ ПИРКИ КАЛАҪМАЛЛА.

2. РЕЗОЛЮЦИ ЙЫШӐНМАЛЛА.

3. Ҫак КОМИТЕТ Патшалӑх чӗлхесене - чӑваш чӗлхене (ан тив, вырӑс чӗлхине те асӑнар) хӳтӗлекен ХУРАЛ УШКӐНӖ пултӑр.

Енчен те ЧР Конституцинче ҫирӗплетнӗ пулсан, ПАТШАЛӐХ чӗлхи пирки калаҫу пырать пулсан, Конституци йӗркине хӳтӗлекен-сыхлакан ушкӑн пулмаллах!
4. Ан тив, КОМИТЕТ пулать-и вӑл, ПӖРЛЕШӲ (общество) пулать-и, ХАЛӐХ ХУРАЛӖ пулать-и,- анчах та ҫакнашкал пӗрлешӗвӗ кирлӗ. Минюстра ӑна ҫирӗплетмелле.

5. Ҫеҫпӗл уявӗнче пуҫару ушкӑнне йӗркелемелле (эпь унта кӗме хатӗр).

P.S. Ҫак шухӑш ВУЛАКАН каланипе ҫыхӑннӑ
"Правительство шайĕнче республикăра чăваш чĕлхипе (е патшалăх чĕлхисемпе теме пулать) мĕнлерех усă курнине тĕрĕслекен инспекци е патшалăх комитечĕ уçтармалла, чылай çĕршывра пур ун пекки, ăна ертсе пыма Туркая шанмалла".

Тӗрӗс, Туркая шанмалла.
Agabazar // 3504.11.6349
2019.11.07 19:54
Agabazar
Чĕлхе саккунĕ текенни халь те пур-им-ха вăл? Мĕн юлнă унран паянхи кун тĕлне, чăваш чĕлхине патшалăх чĕлхисенчен пĕри пек палăртнисĕр пуçне?
2019.11.07 21:21
Станислав Убасси
Agabazar: "Чĕлхе саккунĕ текенни халь те пур-им-ха вăл?"

"Де-юре" - пур. "Де-факто" - ҫук. "Де-юре" - тӗрӗс усӑ курма пӗлсен - вӑйлӑ хӗҫ-пӑшал, хальхи вӑхӑтра - "ядерлӑ".

Ман шутпа, ҫак официаллӑ йӗркепе(Устав докуменчӗпе) Минюстра ҫирӗплетнӗ ушкӑн ("ЧӖЛХЕ ХУРАЛӖ", тейӗпӗр) хӑйне еверлӗ ОНФ пекки пулмалла ("Общероссийский народный фронт" пекки- чиновниксене вырӑна лартаканӗ официаллӑ ушкӑн). Кунта, пӑхӑр, мӗлле хаяр сӑмах - "ФРОНТ" , халӑх фрончӗ...

Пирӗн те "сӑпайлӑх" тыткӑнӗнчен ирӗке тухмалла, вырӑсран вӗренмелле - "ХАЛӐХ ХУРАЛӖ" пирки калаҫу.

Тепӗр япала: ҫак вӑхӑтра информаци сӑлтаве те тупӑнчӗ ("информповод", текенни): иккӗмӗш эрне,ӗнте,килти телеарча" вырӑс чӗлхине хӳтӗлет. Питӗ лайӑх. Эпир те хӳтӗлеме-сыхлама пуҫлӑпӑр - чӑваш чӗлхене тата вырӑс чӗлхине, вӗсем ЧР лаптӑкӗнче тан пулнине. Кам хирӗҫ - вӑл Конституци тӑшманӗ, Патшалӑх тӑшманӗ. Ҫав кӑна.

Страницăсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики