Вӑт ҫапла пӗтеретпӗр тӑван чӗлхене.Пӗр-пӗр конференцинче чиновниксем ӗҫ хучӗсене чӑвашла ҫырманнишӗн вӑрҫӑнни пекки тума пултаратпӑр-ха.Е тата шкулта чӑвашла сахалтарах вӗрентме пуҫланишӗн чӗлхе пӗтет иккене ӑнлантарма.А хамӑр пӗртен пӗр ЧӐВАШ сайтӗнче ним вӑтанмасӑр ют чӗлхепе хайлавсем кӑларса хуратпӑр.Давай пурте вырӑсла ҫырма пуҫлар,мӗн пустуй пӗтекен чӗлхепе ҫырса ларса вӑхӑт ирттеретпӗр.
Автор // 3928.27.6418
2019.10.20 23:20
Хиcеплӗ Атнер! Сире ӑнланатпӑр. Тӑван чӗлхепе калаҫмалла, тата ҫырма тӑрӑшмалла. Сирӗнпе килӗшетӗп. Анчах, пур чӑвашӗсене шкулсенче, шел пулин те, чӑвашла вӗрентменччӗ. Мана та Шупашкарта шкулсенче вырӑсла кӑнӑ вӗрӗнтрӗҫ. Ҫакӑншӑн вырӑс чӗлхеллӗ страницӑрӑ вырӑсла та ҫырас тивет.
Атнер // 1972.4.8093
2019.10.23 07:37
Ухмаха пеме кирлӗ мар.Халиччен никам та шкулсенче чӑвашла вӗрентнипе тӑрук чӑвашла калаҫма е тата ҫырма вӗренни тӗслӗх пулман.Ун пек пулма та пултараймасть.Чӗлхе пӗтет тесе пӑшӑрханнӑ пекки туса ҫӳрен пулсан чи малтан тыт та шӑла ҫыртса хӑв упра хӑвна валли.Вара сана курса халӑх та ӑнланӗ,тен.А эсӗ нушниксене тӗрӗслесе ҫӳрени,паллах,чӑваш халӑхӗшӗн вырӑсла ҫырни кӑна пӗлтерӗшлӗ тата пит актуаллӑ.
Вӑлах // 2209.52.9889
2019.10.23 15:34
Ку расна япаласем, пулӑмсем. Тӑван чӗлхешӗн, наци культуришӗн тӑрӑшмалла, кӗрешмелле. Паллах. Анчах тӗрлӗ пулӑмсене пӑтрӑштармалла марччӗ.
"Быть можно дельным человеком и думать о красе ногтей", - тен, ҫапла ҫырнӑччӗ вырӑс классикӗ. Хамӑр шурӑ Шупашкара та таса тирпейлӗ тытмаллахчӗ. Тата Шупашкар хула
администрацийӗ, шел пулин те, вырӑсла кӑна ӑнланать, вулать. Вӗсӗмпе вырӑсла хутшӑнмалла тивет.
Вулакан // 4110.47.8449
2019.10.24 05:50
Ийа çав. Вĕсемпе вырăсла пуплеме тивет. Анчах статйене чăвашла çырса хумалла. Çапла тума Сире кам та чарса тăмасть. Хăвăрах кăна. Чăвашла вулакансене çыратăр-çке! Вырăсла çырса тăрсан, Хăвăр та, чĕлхемĕр те аталанса та çирĕпленсе пымĕ.