| Agabazar // 2775.69.0425 2018.05.06 15:52 | |
|  | Шашлык. | 
| Agabazar // 2775.69.0425 2018.05.06 15:55 | |
|  | Чи лайăх шашлык сысна какайĕнчен пулать.  | 
| Аскольд Де Герсо // 4209.69.8061 2018.05.07 19:05 | |
| Тĕрĕсне калатăр, Акапасар. Пĕтĕмпех килĕшетĕп. Хăшĕсем вара сурăх какайĕ аван теççĕ. Улталамастăп, тивсе курман. Тепĕр енчен хăватли пулсан, темĕн какайĕнчен те аванах каять пулĕ? | |
| Аскольд Де Герсо // 1514.5.3164 2018.05.09 12:01 | |
| Питĕ паллă уйрăмлăх - шашлăка сус ямалла мар. Какай тутине пăсать. Кун пирки армянсем çапла калаççĕ. | |
| Agabazar // 3817.64.8335 2018.05.09 15:20 | |
|  | Тĕрĕссипе каласан, йытă какайĕнчен тунă шашлык та çисе курнă. Ăнсăртран теес пулать. Новосибирск таврашĕнчи Барабинск çыннисем хатĕрленĕччĕ. Какайĕ йыттăн иккенне эп хам пĕлмен. Пĕлнĕ пулсан пырса перĕнес çукчĕ пулĕ. | 
| Аскольд Де Герсо // 8022.3.2008 2018.05.09 18:30 | |
| Пулкалать ун йышши те. Пирĕн çурçĕрте вахтăпа ĕçленĕ чухне, икĕ хохол пурччĕ, кăшт йытă тавраш килсе тухсанах, пĕр-икĕ кунтан çухалатчĕ | |
| владимир // 3957.56.0551 2018.05.10 03:15 | |
| Туссем, пурте эсир ăсталăхăра кунта лайăх кăтартрăр. Çавăнпа хăвăрăн та ăнса пиçтĕр тутлă апатăр.
 Украинăра пурăнакансене ан витлĕр. Çилленеççĕ вĕсем кунашкал ятпа чĕнсен. Хрĕçтерер мар. | |
| Agabazar // 1235.41.6990 2018.05.10 14:51 | |
|  | Аскольда ÿкĕтлени пустуй. Çурăлса тухсан та хăй умне ыттисем  лартнă задачăна пурнăçлатех вăл.  | 
| Аскольд Де Герсо // 1269.83.5373 2018.05.10 20:44 | |
| Владимир, ку ĕнтĕ манран тухнă сăмах мар, хирĕçтерес тесе те çырман. Эпир, Акапасар, Тутарстан чăвашĕсем çавнашкалрах, нимĕн те тума çук) | |
| Владимир Болгарский // 3031.07.3568 2018.05.11 22:57 | |
|  | |
