Хамар ял // 1867.28.8280
2018.03.15 11:58 | |
Рассейре сака ялана кене. Иван Тургенев сак синчен пер романенче сырна: "Р-сские наглыми уже родятся". | |
Agabazar // 1940.05.8006
2018.03.15 17:04 | |
Каçă илсе кăтартсан аван пулмалла та.... (Иван Тургенев пирки) | |
Такам // 3519.62.2134
2018.03.21 10:49 | |
Ку тенденци юлашки вăхăтра пур çӗрте те палăрать. Хăв айăпна сирмелли питӗ меллӗ меслет: сан çине тапăннă те, ăмсанаççӗ те, "русофоби" унта, тата мӗн те пулин... Пирӗн питӗ лайăх ваттисен сăмахӗ пур: "Пӗрре улталăн, иккӗ улталăн, виççӗмӗшне ларса йӗрӗн". Пӗрмай ултавпа кăна пурăнсан кайран мӗнле тӗрӗссине каласан та никам та ӗненмест. Ĕненсен те ӗненмен пек тăвать. Раççейӗн хальхи тулаш политикин тăрăмӗ шăпах çакнашкал. | |
Аскольд Де Герсо // 1803.8.1916
2018.04.02 19:45 | |
Кунта нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Чылай, самаях чылай хушăра камăн аллинче вăй, çавăн аллинче тĕрĕслĕх. Енчен те пĕчĕк ачана таптаса вĕлернĕ хĕрарăма нимĕн тума пултараймаççĕ, пĕр вĕçĕмсĕр пĕчĕк ачанах виле ÿсĕр пулнă тесе лăкăртатса лараççĕ пĕр вăтанмасăр. | |
Конми // 4101.44.4103
2018.08.20 22:19 | |
Суясси, улталасси, тӗрӗслӗхе пытарасси, бюджета пӑчкӑласси Союзрах анлӑ сарӑлнӑччӗ 70-80 ҫулсенче. Ю.Андропов чарма пикенчӗ, анчах часах ҫӗре кӗчӗ, те кӗртрӗҫ.Халӑх чунӗ тӑвӑлса ҫитнӗччӗ. Ельцина шанса йӑнӑшрӑмӑр. Пӗрремӗш указӗпе вӑл халӑх контрольне пӑрахӑҫларӗ. Вӑрӑсем патшалӑх пурлӑхне, укҫи-тенкине пур шайрисем (ҫӳлтен аяллахи пуҫлӑхсемпе вӗсен
хӳрешкисем) ӑмӑртса ҫаратрӗҫ. | |
Аскольд Де Герсо // 1555.95.4084
2018.08.21 21:27 | |
Шаннă йăвара кайăк çук, тесе чăвашсем авалтанах пĕлмесĕр каламан. Ельцин вара ăçтан тухнă япала? Çавсен хушшинченех мар-и? Горбачёвпа парласа шăн пăр çине лартса хăварчĕç халăха, халĕ вара Свердловскинче Ельцин-центр туса лартрĕç патшалăх укçипе. Кама кирлĕ çавсем тутăрчĕç: мĕскер пачĕ вăл халăха, срамсăр пуçне? Ун вăхăтĕнче тытăнчĕ пуçлăхсен хăйсене ирсĕрле тыткаласси. Нивушлĕ çавна пурте манăçтарса ячĕç? |