Agabazar // 1271.19.9014
2018.03.13 20:42 | |
Тимер // 4156.35.1250
2018.03.13 21:53 | |
Чӑвашла калаҫма пултарни шкулта чӑвашла вӗрентнипе ҫыхӑнманни каламасӑрах паллӑ.Шкулта вӗрентме пуҫличчен чӑвашсен 100 проценчӗ чӑвашла калаҫнӑ.Шкулта чӑвашла вӗрентни лайӑх.Ытлашши 5 паллӑ пирӗн ачасене чармасть. | |
Аçтахар Плотников // 1634.73.5494
2018.03.13 22:15 | |
Акапасар, Анатьялта халь чӑвашла вӗрентеҫҫӗ е ҫук ку статьяпа мӗнле ҫыхӑннӑ? Е эсӗ генерал хӑйне чӑваш тесе палӑртман тесе каласшӑн-им? Апла пулсан, ун юлташӗ вӑл Самар тӑрӑхӗнчен пулнине пӗлнӗ пулӗччӗ. Ман шутпа вӑл хӑйне чӑваш тенӗ. Ҫавна май юлташӗн ун ҫуралнӑ тӑрӑхӗ пирки пӗртен-пӗр ассоциаци пирӗн республикӑпа ҫуралнӑ та. Лешӗ чӑвашсем ҫурри ытла тулашра пурӑннине чухламан та «Комсомольская правда» хаҫата Чӑвашра ҫуралнӑ тенӗ. | |
Agabazar // 1271.19.9014
2018.03.13 23:20 | |
Вăл тĕлĕшпе çыхăнни-çыхăнманни пирки сăмах пымасть кунта.
Анчах та пĕлетĕр вĕт: "Самар ен" хаçат, аран-аран тытăнкаласа тăнă хыççăн, хупăнса ларнă. Тĕппипех. Халь вăл пачах та тухмасть. Мĕншĕн? Çав вăхăтрах, асăрхăр, Хусанти "Сувар" хаçата хупасси пирки Тутарстанта ыйту тăмасть-ха (тьхутьхутьху!) Мĕншĕн тесен Тутар республикинче чăваш чĕлхине вĕрентессине яланах тытса пыма тăрăшнă. Самар облаçĕнче вара — апла мар. Вĕрентмеççĕ.... Чăвашла вĕрентĕве 1960-мĕш çулсенчех е маларах та тĕп тунă. Традицисем те сÿннĕ. Вулама-çырма ятарласа вĕрентмен, хăнăхтарман çын чăвашла хаçат е ытти чăвашла ÿкерĕннĕ унашкал текст патне нихçан та пырса перĕнмĕ. Мĕншĕн тесен хăйне-хай ним те пулмасть. Еремеев генерал хăй чăваш пулнине пытарса çÿренĕ тесе каламан эп. Тепĕр генерал пирки вара (Романов) хăй вăхăтенче унашкал ыйту пулнă. — https://ru.wikipedia.org/wiki/Обсуждение:Романов,_Анатолий_Александрович | |
Ялтан // 9259.3.8429
2018.03.14 04:50 | |
Вырăсла кăна чĕнсе калаççĕ пулсан суйлава чăвашсем каймасан та пултаратăр ? Пирĕн сасăсем кирлĕ пулсан чăвашла калаччăр ? Ăнланмалла позици. Чăваш чĕльхине хисеплемесен пирĕн мĕншĕн вĕсене хисеплес? Поселени пуçĕсем,мерсем,район пуçлăхĕсем,вĕрентÿ отдел начальникĕсем,директорсемпе заведующийсем заявленисем çырса хунă "по собственному желанию" .Явка сахал пулсан ĕçрен кăларĕç.Грудинин çавах çĕнтереймĕ пулсан явкăна пĕчĕклетни кадрсене улшăнма пулăшĕ. Кирлĕ ун пек тума ? | |
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE // 2291.81.1801
2018.03.14 07:20 | |
...Вырăс патшисем чăвашсене 467 çул каяллах уталама пуçланă.., унтанпа нимĕн те улшăнман... Тарçă е чура пулас мар тесе нумай чăваш вырăса куçать.., анчах "эсрель" халăхĕн чурипе тарçинчех юлать.., чăвашлăха та çухатать... | |
Тимĕр Акташ // 1867.28.8280
2018.03.15 15:26 | |
Сак кунсенче тепер хут Лев Толстой сырна "Казаки", "Хаджи-Мурат" повессене иккемеш хут тимле камалпа вуласа тухрам. Унта 19-меш емеренче Кавказри варсара чеченсемпе сапасакан хаш-пер вырас офицерсемпе Терек юханшыв херринчи пуранакан Гребенскийе касаксем - нухай (ногай), кумык, чечен челхисене верентсе, сак варанти халах сынсемпе весен челхепе каласса хутшанна. Хаш-перисем -
Рассейри вырас офицерсем, касаксем лешсемпе туслашса "кунак" пулса хутшанна. Пер-перне ханана та сурене. Лев Толстой та весен терле челхесене веренсе фольклор сырса хуна. Саканшан чеченсем Толстойана лайах аса илессе. Хальхи саманара вара? Вырас офицерсем леш челхесене веренессе-и? Сук пуль. Ытларах весене персе велерме веренессе. "Мочить в сортире" тесе. Рассей Президенче Путин калашле. Лешсене те Путинан теп "пехотинец" урахла верентет. Весем 2014-меш султа Донбассра украинецсемпе сапасма весене велерне. Весен часе "Смерть" ятла пулна. 2015-меш султа Мускавра Борис Немцов оппозицийе политикана персе велерне... |
Еремеев генерал çуралса ÿснĕ Анатьяла илес пулсан (Самар облаçĕ, Похвиçнĕ районĕ), унта паянхи кун чăваш чĕлхине вĕрентни тĕлĕшпе питĕ хытă иккĕленетĕп.
Ахăртнех, факультатив шайĕче те пулин вĕрентмеççĕ пулмалла. Кайран вара Тимĕрсемпе Атнерсем чăвашсем тĕлĕшпе: хăйсенчен пиçмест, хăйсем пултараймаççĕ, хăйсем начар тесе çÿреççĕ.
Анатьяленче эп тахçан пулса курнă. Похвиçнĕрен ытлашши аякрах та мар вăл. Шел, ун чухне ялта ачасене чăвашла вĕрентни-вĕрентменни пирки кăсăкланман эп.