Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Определяет судьбу человека то, как он понимает себя.
(Торо)
 

Виталий Станьял: Бетон хапха уҫӑлмарӗ

Виталий Станьял08.04.2017 18:457843 просмотров

2017 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Хусанти «Идель.Реалии» сайтра «Чувашский продержится не более 50 лет?» интервью тухнӑччӗ. Унта чӑваш сӑмахӗпе культурин ку чухнехи лару-тӑрӑвне самаях тарӑн та тӗрлӗ енлӗн хак пани курӑнчӗ. Калаҫӑва Чӑваш ваттисен тӗп канашӗнче сӳтсе явнӑ чухне хамӑрӑн йышӑнӑва юлашки инстанцие — Республика пуҫлӑхӗ патне тата хаҫатсене яма хушрӗҫ. Республикӑри хаҫатсем пичетлемерӗҫ, тулай хаҫатсенче ҫеҫ кун курчӗ. Ҫыру «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухрӗ.

2010 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче ЧР Министрсен кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хурав электрон почтӑпа килчӗ. Ҫырӑва тирпейлӗ ҫырнӑ, «малашне тата тимлӗрех ӗҫлемелле» тенӗ, анчах Ваттисен канашӗ лартнӑ ансат ыйтусене пӗрне те хуравламан. Ача пахчисемпе шкулсенчи чӑваш вӗрентӗвне тӗрӗслесе тӑрасси, вӗрентӳ сехечӗсене ытти чӗлхесеннинчен катса хӑвармасси тата Ашшӗ-амӑшӗн ҫулталӑкӗнче килте, урамра чӑвашла та, вырӑсла та тимлесе калаҫас тесе халӑхра ятарласа анлӑ юхӑм пуҫарасси пирки Республика ертӳлӗхӗн шухӑшне кӗтнӗччӗ. Ун вырӑнне Вӗрентӳ шаралӑхӗн ҫулталӑкран ҫулталӑка куҫса тӑракан шайлавӗнчен (отчетӗнчен) илнӗ мухтав юррине ҫеҫ кӗтсе илтӗмӗр. Кун пек отчет сыпӑкне эпир унччен те темиҫе хутчен илсе вуланӑ, ун пирки «Идел.Реалии» калаҫӑвӗнче те асӑнса хӑварнӑ.

Ҫапла вара, чӑваш вӗрентӗвӗ умӗнчи бетон хапха ку хутӗнче те уҫӑлмарӗ.

Чӑваш тӑванӑмсем! Премьер-министр хуравӗпе паллашӑр-ха. Унта ҫырнипе чӑн пурнӑҫри тӳрре килеҫҫӗ-и? Мӗнле шутлатӑр, Вӗрентӳ шаралӑхӗпе, Республика ертӳлӗхӗпе пӗрле пӗрле параппан ҫапса масар ҫине каймалла-тӑр...

Хисеплӗ Виталий Петрович!

Чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси, малалла аталантарасси, тӑван халӑхӑн пуян еткерлӗхне тӗнче шайне кӑларма тӑрӑшни пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫӗ.

Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн уҫӑ ҫырӑвӗнче хускатнӑ ыйтусем хальхи вӑхӑтшӑн пӗлтерӗшлӗ. Халӑхӑмӑрӑн авалхи тата паянхи историне, культурине лайӑх пӗлесси, ачасем чӑвашла таса та тӗрӗс калаҫма вӗренесси, ҫамрӑк ӑрура чӑн чӑваш чунӗ аталанасси, паянхи пурнӑҫ ыйтнине тивӗҫтерекен, мӑнаҫлӑ та ҫирӗп, хастар ҫын пуласси обшествӑран, шкултан, ҫемьерен нумай килет.

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи вӗренӳ ҫинчен» калакан саккунӗн 5-мӗш статйипе килӗшӳллӗн Раҫҫей Федерацийӗн элтешӗсен шкулчченхи, пуҫламӑш тата пӗтӗмӗшле пӗлӗве вӗренӳ тытӑмӗ май панӑ таран тӑван чӗлхепе илме ирӗк пур. Вӗренӳ чӗлхисене е чӗлхине вӗренӳ организацийӗ хӑй тӗллӗн вырӑнти норма акчӗсенче ачасен, ашшӗ-амӑшӗн шухӑшне, вырӑнти чӗлхе лару-тӑрӑвне шута илсе палӑртать. Ҫавӑнпа та ача ашшӗ-амӑшне вӗрентӳпе воспитани ӗҫне явӑҫтарасси мала тухса тӑрать. Паллах, республика, район, шкул шайӗнчи яваплӑ ӗҫтешсен ача ашшӗ-амӑшне хӑйсен ачисене тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентмеллине ӑнлантарса памалла, пӗрле ӗҫлемелле.

Чӑвашла пуплеве алла илме лайӑхрах условисем тӑвас тӗллевпе ача сачӗсене «Ачасене шкулччен вӗрентмелли тӗслӗх программи», «Чӑваш ача сачӗн кӗҫӗн ушкӑнӗнче литературӑпа паллаштарасси», «Чӑваш ача сачӗн вӑтам ушкӑнӗнче литературӑпа паллаштарасси» ятлӑ вӗренӳ пособийӗсемпе тивӗҫтернӗ. Ҫавӑн пекех тӗслӗ ӳкерчӗклӗ алфавит, чӑваш музыкин хрестоматийӗ, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ электрон пособийӗсем те пур. Чӑваш Республикинчи 277 шкулта пуҫламӑш пӗлӗве ачасем тӑван чӑваш чӗлхипе илеҫҫӗ. Тӑван чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗсене тивӗҫтерекен программӑсемпе вӗренӳ кӗнекисем хатӗрлесе пичетлесе кӑларнӑ, вӗренӳ организацийӗсене вӗсемпе туллин тивӗҫтернӗ. Чӑваш чӗлхипе вулавӗ тата литератури валли чӑваш шкулӗнчи кӗҫӗн класӗсенче 5–6 сехет, вӑтам классенче 4-5 сехет, аслӑ классенче 2-шер сехет уйӑраҫҫӗ. Вырӑс шкулӗн вӗренӳ планӗпе килӗшӳллӗн, эрнере 5 е 6 кун вӗреннине кура 1–9 классенче чӑваш чӗлхи 2 е 3 сехет вӗрентеҫҫӗ. Аслӑ классенче литература валли 1 сехет уйӑрнӑ. ФГОСпа килӗшӳллӗ сӗннӗ вӗренӳ планӗсене тытса пырасси нумай чухне ача ашшӗ-амӑшӗнчен килет, мӗншӗн тесен «Вӗренӳ

Ҫинчен» калакан ФЗ 28-мӗш статйипе килӗшӳллӗн вӗренӳ организацийӗ ашшӗ-амӑшӗ ыйтнипе пӗтӗмӗшле вӗренӳ планне, программисене хӑй суйласа илме пултарать.

Тӑван чӗлхен талккӑшне анлӑлатас, ачасен пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе чӑваш чӗлхипе литература урокӗсенче, класс тата шкул тулашӗнче иртекен халӑх йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ формӑллӑ ӗҫсен юхӑмӗ вӑй илсе пырать. Ӑста ачасем тӑван чӗлхене, халӑх историйӗпе йӑли-йӗркине тӗплӗн вӗреннине тата хӑйсен пултарулӑхне олимпиадӑсенче, Раҫҫей шайӗнче иртекен ӑслӑлӑх конференцийӗсенче, тӗрлӗрен конкусра та кӑтартма пултараҫҫӗ.

«Пӗтем чӑвашсен интернет олимпиади», «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑйӑ конкурса пин-пин ача хутшӑнать, шкул ҫулне ҫитмен ачасен «Хунав», 3-5-мӗш класра вӗренекенсен «Янра, чӑваш сӑмахӗ», 6-8-мӗш класра вӗренекенсен «Туслӑх хӗлхемӗ», «Халӑх хитре йӑлипе» ятлӑ фестивальсем иртеҫҫӗ. Ҫак мероприятисене ачасем кашни районтан хутшӑнаҫҫӗ. Вӑтам класра вӗренекенсем валли ҫулсеренех республика шайӗнче сочинени конкурсӗ иртет. Иртекен мероприятисем ҫинчен Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин тата Вӗренӳ институчӗн сайтӗнчи уйрӑм баннерта, «Халӑх шкулӗ» журналта пӗлме пулать.

Тӗрлӗ регионсемпе тӗллевлӗ ҫыхӑнса ӗҫлени пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Регион ертӳҫисемпе ятарлӑ килӗшӳсем туни ҫыхӑнусене ҫирӗплетет. Паянхи куна Раҫҫей Федерацин 37 регионӗнче тата 7 ют ҫӗршывра 99 чӑваш наци культура пӗрлешӗвӗ ӗҫлет. Чӑваш Республикин тулашӗнчи чӑваш ачисене ҫуллен кану лагерьне йышӑнасси йӑлана кӗчӗ. «Эткер» программӑпа чӑваш халӑх историне, культурине вӗренеҫҫӗ вӗсем унта, республикӑпа паллашаҫҫӗ. 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 6-10-мӗшӗнче регионсенчи хастар чӑваш ҫамрӑкӗсене «Молгород» регион форумне явӑҫтарма, уйрӑм лапамра ӗҫлӗ тӗлпулусем ирттерме палӑртнӑ.

Республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журналсенче чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ыйтусене «Ҫивӗч ыйту», «Шухӑш», «Тӑван чӗлхе», «Тӑван сӑмах», «Чӗлхе тата культура», «Тӑван чӗлхене упрар», «Вӗрентӳ», «Чӗлхе пуянлӑхне пӗлетӗр-и» пайсенче тишкереҫҫӗ. Чӑваш наци радиовӗ «Ҫӗр сум», «Шухӑшсем, ҫунатӑмсем», «Литература ҫӳпҫинчен» передачӑсем йӗркелесе ирттерет. «Ӗҫлӗ калаҫу», «Чӑваш халӑх йӑли-йӗрки» передачӑсем тӑван халӑхӑн авалхи историне, кунне-ҫулне, аталанӑвне ҫутатаҫҫӗ.

Ҫулсеренех Чӑваш Республикин бюджетӗнчен вӗрену кӗнекисем, тӗрлӗ методика пособийӗсем, ача-пӑча тата илемлӗ литература туянма укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ. 2016 ҫулта 6037,4 пин тенкӗлӗх 43,95 пин кӗнеке кӑларнӑ, вӗсенчен 77% чӑвашла пичетленнӗ.

Ҫырура палӑртнӑ ыйтусем паянхи куншӑн пӗлтерӗшлӗ пулнине кура малашне тата та тимлӗрех ӗҫлемелле. Тӑван халӑхшӑн, чӗлхе пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханнине кура сире пысӑк тав сӑмахӗкалатпӑр.

 

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ И.Моторин

 

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1123.39.5902
2017.04.08 19:46
Agabazar
Виталий Петровччă!
Сирĕн Çырăвăр çине панă Хурав çырлахтармарĕ пулсан, тата çÿлерех инстанцие çырса пахма тивет пуль ĕнтĕ. Моторин тем тесен те тĕнче патши мар вĕт!
Станьял // 3332.265
2017.04.08 21:56
ХАСТАР ÇЫННĂМ АКАПАСАр! Хÿтлĕх Мускавра е чикĕ леш енче мар.Чăваш интеллигенцийĕ çав шайра пулнинче тата ертÿлĕх хăш турра пуç çапса пурăннинче-тăр... В, Ст.
Agabazar // 2748.58.3506
2017.04.09 13:39
Agabazar
Станьял пичче,
чăваш интеллигенцийĕ (Моторин тата ыттисем) хăйсем мĕнле — шăпах çавăн пек.

Ман сире валли урăхла интеллигенци çук. Тупса параймастăп. Мĕн пуррипех çырлахма тивет.

Интеллигенци юрăхсăр тесе ăна çырмана кайса перейместĕн.
Валери Туркай // 2482.06.0390
2017.04.09 23:23
Акапасар текенскер ҫырни паян мана пӗрремӗш хут тенӗ пек килӗшрӗ: "Ман сире валли урӑхла интеллигенци ҫук. Тупса параймастӑп. Мӗн пуррипе ҫырлахма тивет". Маттур, Акапасар!
Вӑйлӑ!
Хӑй вӑхӑтӗнче Сталин совет писателӗсем пирки ҫакӑн пек каланӑ (кун пирки нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ).
Тӗрӗсех - этем тени те, халӑх тени те хӗйӗн КӐВАПИНЧЕН ҫӳлерех сикеймест. Пурри - пур, ҫукки - ҫук.
Юрать-ха ПУРРИ пур. Валери Туркай.
Agabazar // 2536.0.1412
2017.04.10 10:46
Agabazar
Паракантан — ил, Çапакантан — тар! © Паллă ĕнтĕ, çавнашкал пурăнкаласан çитет пире. Мăй таран çителĕклĕ!

Паллах, Моторинсен те кăваписем пур. Çав кăвапаран çÿлерех вĕсем сикеймеççĕ. Кăмăлĕсем пур пулсан та. Тĕрĕссипе вара вĕсен кăмăлĕсем те питех çук. Кăмăл пуррисем унашкал вырăнсенче вăрах тытăнса та тăраймаççĕ.
Agabazar // 2536.0.1412
2017.04.10 17:53
Agabazar
Валери Туркай ăсĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăп! Курăр-ха, тÿрех Акапасарпа сайра хутра çеç килĕшнине пĕлтерет! Апла та мар-ха, килĕшесси пĕрремĕш хут тенĕ пек çеç пулнă иккен!

Çав тери тĕрĕс! Акапасарсемпе килĕшсе ларни Валери Туркайсене пит хакла ларма пултарать хальхи вăхăтра. Кăна эп çав тери лайăх ăнланатăп. Сыхланакана Турă та сыхлать теççĕ вĕт.
Ял ачисен кĕтÿçи // 5192.3.2950
2017.04.13 12:39
Ялти шкула кĕрсе курăр-ха.Чĕнсенех çăвара хуплаççĕ. Учительсем сирĕн сайта пĕлмеççĕ, вулама, сÿтсе явма хăраççĕ.Тухăр халăх умне, пырăр ялти шкула!
Agabazar // 4241.0.0946
2017.04.13 17:48
Agabazar
Кама чĕнет ку? Камăн пымалла? Мĕншĕн пымалла? Приказссем парса ларма камран полномочи илнĕ ку?

Кĕтÿçĕ Хоспочын, никам та сирĕн умра парăмра мар, кивçене кĕмен.

Пырас пулсан та, хăравçăсем патне пынин мĕн усси?

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики