Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -5.7 °C
Цель в жизни - это сама жизнь.
(Иоганн Вольфганг Гёте)
 

Аçтахар Плотников: Чухӑннисем мӗншӗн пуяймаҫҫӗ?

Аçтахар Плотников26.02.2016 00:455256 просмотров

Браун университетӗнче тӗпчев ирттернӗ, пуяннисемпе чухӑннисем укҫана мӗнле тӑкакланине тишкернӗ. Хайхи университет ӑсчахӗсем ҫак ӗҫе 5 ҫул ытла тунӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Вӗсене пӗр ыйту кӑсӑклантарнӑ: пуяннисемпе чухӑннисем хӑйсен укҫине мӗнле тӑкаклаҫҫӗ? Тӗпчевре 150 пин ҫын ытла хутшӑннӑ. Тӳрех каласа хӑварас пулать, кунти сӗнӳсем Раҫҫейри халӑха пырса тивмесӗр те пултараҫҫӗ, тӗпчевӗ тем тесен те АПШ-ра иртнӗ-ҫке. Ҫынсем укҫана тӑкаклас йӑлана мӗнле туса пынине тӗпченӗ май ҫакнашкал уйрӑмлӑхсем асӑрханӑ:

1. Иккӗмӗш ӗҫ е хушма ӗҫ

Пуяннисен ытларах пайӗ (67%) хушма тупӑш илес тесе темӗнле те тӑрӑшаҫҫӗ. Чухӑннисене пӑхас пулсан, ку тӗлӗшпе 6% ҫеҫ уйрӑлса тӑрать. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх — укҫаллӑ пулас тесен хӑвӑн вӑхӑта ахаль ирттермелле мар, укҫа ӗҫлесе илме майсем тупмалла. Нумай ӗҫлен — сан алӑра укҫи те ытларах пулать.

2. Лотерейӑсем, тотализаторсем

Лотерей билетне чухӑнсенчен 77% туянать, пуяннисенчен вара — 6% ҫеҫ. Чухӑнсен ҫитменлӗхӗ — вӗсем темле майпа харӑс пуйса кайма ӗмӗтленеҫҫӗ. Чӑн та, хӑшӗ-пӗрин ҫулталӑк хушшинче лотерей билечӗ туяннӑ укҫана пухас пулсан сахал мар пуҫтарӑнӗччӗ пуль. Тепӗр тесен тӗрлӗ лотерейсене шӑп та лӑп укҫа пухма йӗркелеҫҫӗ те-ҫке.

3. Вуласси, ӑс пухасси

Пуянннисем ытларах вулаҫҫӗ кӑна мар, хӑйсем валли чылай чухне професиллӗ литература суйлаҫҫӗ. Ҫапла вӗсен 79% тӑвать. Илемлӗ литературӑшӑн та тунсӑхлаҫҫӗ вӗсем, анчах карьерӑна ӳстерме май параканнисем — ҫавах малти вырӑнта. Чухӑннисенчен вара 11% ҫеҫ професиллӗ кӗнеке вулать, ӑс пухма тӑрӑшать. Вулаканнисем те вӗсен йышӗнче пӗчӗк. Кӗнеке тытас пулсан та вӗсем канма ҫеҫ вулаҫҫӗ.

4. Тӑкаксем, укҫа-тенкӗ пӗтерессине планласа пырасси

Япала илнӗ чухне пуяннисем хӑйсен енчӗкӗ май параканнисене ҫеҫ туянаҫҫӗ, кивҫене кӗмеҫҫӗ. Чухӑнни ҫеҫ хаклӑ япала туянас тесе кредит илет иккен. Пуянни ун вырӑнӗнче йӳнӗреххине суйлать.

Пуяннисенчен 84% укҫа-тенкӗне мӗнле тӑкакланине шута илсе пырать, планласа хунинчен тухма тӑрӑшмасть. Мӗн туянассине, мӗн чухлӗ тӑкакланассине вӗсем маларах шутласа хураҫҫӗ. Уйӑх хушшинче ӗҫлесе илнӗ укҫа ӑҫта кайни пирки вӗсен нихҫан та ыйту ҫуралмасть — пӗтӗмпех ҫырса хунӑ, шута илнӗ. Чухӑннисене илес пулсан вара 20% ҫеҫ укҫана мӗнле тӑкаклассине планлама пӑхать иккен. Ыттисем вара, хваттершӗн тата кулленхи тӑкаксене саплаштарнӑ хыҫҫӑн юлнӑ укҫине мӗнле май килнӗ ҫавӑн пек пӗтереҫҫӗ.

5. Перекетленӗ укҫа

Чухӑннисенчен 5% ҫеҫ хӑйсен уйӑхри тупӑшӗн 10% уйрӑммӑн, тӑкакламасӑр пухса пырать. Тепӗр 20% нимӗн те пухмасть, ӗҫлесе илнӗ укҫине йӑлт пӗтерсе пырать. Чухӑннисемшӗн ҫав 10% питӗ пӗчӗк виҫе пек туйӑнать. Теприсемшӗн вара 10% те пӗлтерӗшлӗ — ӑна тӑкакламасӑр пурнӑҫа саплаштарса пыма йывӑр иккен.

Пуяннисем йӑлт урӑхла. Вӗсен йышӗнчи 93% кашни уйӑхра кӑштах та пулин хӑйсен укҫине уйрӑммӑн пухса пырать. Вӗсен шучӗпе уйӑхри тупӑш темле пӗчӗк пулсан та унӑн 10% пурнӑҫа нимӗнле витӗм те кӳмест.

Пӗтӗмлетӳ

Пӗтӗмӗшле илсен ку тӗпчеве АПШ ҫыннисемшӗн йӗркеленӗ. Пирӗн Раҫҫейре укҫа-тенкӗ тӑкаклас тата пуяс йӑла тем тесен те раснарах. Хӑйсен тарне тӑкса ӗҫлесе тунӑ пуянлӑх пӗтӗмӗшле илсен сахал тӗл пулать — чаплӑ керменсенче пурӑнакансем тата хаклӑ йышши машинӑсемпе ҫӳреме юратакансем — ытларах чухне е вӑрласа-улталаса пуйнисем е влаҫрисем ҫумне ҫыпҫӑннисем. Укҫана перекетлесе пухса пырасси те пирӗннисемшӗн хӑратакан япала — Раҫҫейри экономика ытла та шанчӑксӑр, пухнӑ мӗнпур укҫана йӑлт ҫухатас хӑрушлӑх яланах пур. Анчах та ман шутпа ҫак 5-6 принципа тӗпе хурса пурӑнма пуҫласан сирӗн кӗсьери укҫа кӑшт та пулин нумайлана пуҫлӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики