КОНСТАНТИН ИВАНОВ
Кĕçтук та мар вăл, Кĕçтенттин те мар,
Туссем, тăванĕсем çапла чĕннĕ пулин те.
Псевдонимпа та айкашман талантлă ар —
"Кайри хисеппелен" Пăртта тееймĕн ĕнтĕ.
Ахаль ят-хушамат, ахаль çеç çамрăк çын.
Ун халăхĕн шăпи вара пит кăткăс.
Пулни-пулмаллине йăлт Пÿлĕх çырнă-шим?
Ах, пурнăç, пурăнăç, туту-масу сан тăкăс...
Йĕри-тавралăхра хаваслăх пит сахал.
Элле авалтанпах çапла сăнарлă хамăр?
Ара, ахаль-им халь те пирĕн идеал
Террор сукмакĕпе утан Нарспи аппамăр...
Çилпи енче ĕçпуç хăçан пулса иртет?
Тиек таврашĕ, страшнĕк, старшшина, уретнĕк... —
Мĕн-ма вĕсен шăрши те çук? — Эппин, поэт
Геройсене таçти "аваллăхра" çÿретнĕ!
Чунри тăнăçлăха çапла шыранă пуль:
Ун чух чăвашлăхра çитмен чăн-чăн тасалăх:
Ют витĕм, ют йăла, ют тытăмлăх, ют шкул
Ăс-хакăла куллен пусса тăнă, ку паллă.
Agabazar // 7972.7.6514
2015.06.23 16:26 | |
![]() |
Путин юлташ пире çапла вĕрентет: На миру и смерть красна. |
Agabazar // 7972.7.6514
2015.06.23 16:26 | |
![]() |
Этот комментарий удален. Причина: дубль |
Чекес // 8229-9611
2015.06.24 12:29 | |
Agabazar, Сирӗн ытти хайлавсемпе паллашма пулать-и? Пичетленнӗ кӗнеке вулама сӗнейместӗр-и? | |
Agabazar // 1681.03.4966
2015.06.24 13:36 | |
![]() |
Чекес юлташ,
манăн пичетленнĕ кĕнекесем те, пичетленменнисем те çук. Интернетра вырнаçтарнă "хайлавсем" вара пур. Сăмахран, çак "кун кĕнеки" текенскеренчех. Вĕсенчен пĕри ак çакă — http://ru.chuvash.org/blogs/comments/2157/2.html Ну, мĕнле шырамалли паллă ĕнтĕ: шырав йĕркине "Agabazar" е урăхларах сăмах лартмалла та... Тепĕр тесен, апла аппаланмасăр та май пур. "Кун кĕнекинчи" Акапасар çыравĕсене йĕркипе пахса тухмалла кăна. http://chuvash.org/blogs/41676162617a6172 |
Чекес // 1707.47.0750
2015.06.24 21:40 | |
Agabazar
"...манăн пичетленнĕ кĕнекесем те, пичетленменнисем те çук. " Ӑслӑлӑх ӗҫӗсем сахал мар вӗт... | |
Agabazar // 2033.98.7514
2015.06.25 16:21 | |
![]() |
Ăслăлăх ĕçĕсен шучĕпе, ахăртнех, Пушкăртсанра çуралса ÿснĕ Юрий Виноградов чи малта пырать пулмалла. |