| Ют Ҫын // 1103.8.4384 2015.06.28 13:38 | |
| Пустуях ан поплеха,Agabazar чӑвашӗ. Кирли ҫинчен ҫырма тӑрӑш. Тӑван чӗлхъене аталантарма майсем пур, эпир наян пулни кансӗрлет. | |
| Agabazar // 3208.08.9938 2015.06.28 19:24 | |
|  | Аха, чăваш иккен-ха, ку, наянни....
 Тата мĕн тĕлĕшпе айăпламалли юлчĕ-ши мăнтарăн чăваша? Саввати // 1908.51.2978 2015-06-28 13:24: <<Тӑван чӗлхем пирки хамӑн шухӑшӑма ҫырас тенӗччӗ,>> Хăш чĕлхе вара сирĕншĕн "тăван" шутланать? Суахили чĕлхи-и? | 
| Саввати // 1908.51.2978 2015.06.29 08:07 | |
| Вӑт маттурах  ҫав эпӗ:  йӑнӑшмарӑм - Такапасар (Акапасар) яланхи пекех кирек епле автор шухӑне те пуҫхӗрлӗ ҫавӑрса лартать, вӗчӗрхенсе йышӑнать тесе; уйрӑмах текстра унӑн  шӑлйӗрев  "мелӗпе" усӑ курсан. Сана пӗлмешкӗн, тусӑм: СУАХИЛИ чӗлхипе шӑпах эсӗ калаҫатӑн. Эпӗ вара хам  чӑваш пулнине кӑкӑра ҫапса мар, ӗҫпе те  чӑваш  сӑпайлӑхӗпе ҫирӗплетме тӑрӑшнӑ.     Хула шкулӗсенче чӑваш  чӗлхине  вӗрентесси пирки: ӑна хальхи  пек САЛАМАТ  МЕСЛЕЧӖПЕ МАР, ФАКУЛЬТАТИВ ЙӖРКИПЕ  ВӖРЕНТСЕН, ЧӐВАШ ЧӖЛХИНЕ ХИСЕПЛЕКЕНСЕН  ЙЫШӖ ВУН-ВУН ХУТ ӲСӖ. | |
| Victor // 3948.31.7091 2015.06.29 08:54 | |
|  | Саввати // 1908.51.2978.37.232.180.79
 2015-06-29 08:07 <Вӑт маттурах ҫав эпӗ... ФАКУЛЬТАТИВ ЙӖРКИПЕ ВӖРЕНТСЕН, ЧӐВАШ ЧӖЛХИНЕ ХИСЕПЛЕКЕНСЕН ЙЫШӖ ВУН-ВУН ХУТ ӲСӖ.> Ку мĕнле шăк тата? | 
| Марине // 1686.43.2139 2015.06.29 09:11 | |
| Саввати // "Хула шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентесси пирки: ӑна хальхи пек САЛАМАТ МЕСЛЕЧӖПЕ МАР, ФАКУЛЬТАТИВ ЙӖРКИПЕ ВӖРЕНТСЕН, ЧӐВАШ ЧӖЛХИНЕ ХИСЕПЛЕКЕНСЕН ЙЫШӖ ВУН-ВУН ХУТ ӲСӖ."
 Эсир ЧР Патшалӑх чӗлхине ФАКУЛЬТАТИВ ЙӖРКИПЕ ВӖРЕНТЕСШӖН-и? Хӑш ҫӗршывра Патшалӑх чӗлхине ФАКУЛЬТАТИВ ЙӖРКИПЕ вӗрентеҫҫӗ? Сӑммахӑрсене алӑпа ҫыриччен пуҫпа! шухӑшласа пӑхӑр. САЛАМАТ МЕСЛЕЧӖПЕ халь ӑҫта вӗрентеҫҫӗ? Эсир Ҫӗр ҫине Уйӑх ҫинчен анӑр-ха... | |
| Атила // 3913.58.4645 2015.06.29 12:38 | |
| Марине текенни мӗнле Патшалӑх пирки поплят.Патшалӑх перӗн Раҫҫей.Ҫампа вырӑсла вӗрентеччӗ.Чваш патшалӑхӗ пор-и?. | |
| Марине // 3259.39.3100 2015.06.29 13:00 | |
| Саввати // "Хула шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентесси пирки:
 Саввати ,Эсир чӑваш-и? ЧР-инче пурӑнатӑр-И? Ан манӑр: ЧӐВАШ ЧӖЛХИ-ЧР Патшалӑх чӗлхи!Ҫавӑн пекех вырӑс чӗлхи те. ЧӐВАШ ЧӖЛХИ вара-тӗп чӗлхе.Саккунпа килӗшӳллӗн ЧР-инче пурӑнакансен ЧӐВАШ ЧӖЛХИне пурин те вӗренмелле! Анчах ФАКУЛЬТАТИВ ЙӖРКИПЕ М-А-А-РРР! | |
| Марине // 3259.39.3100 2015.06.29 13:06 | |
| Атила, Сире Нина ыйтесем панӑччӗ. Хурав кӗтетпӗр.
 Нина // 8866.3.41062015-06-26 18:35 АТИЛА // 3913.58.46452015-06-26 10:53 "УЧТЕЛЬСЕМ НУМАЙ.АНЧАХ ПОРТЕ ТЕМШӖН ХӐХСЕН АЧИСЕНЕ ЧВАШЛА ВӖРЕНТЕСШӖН ПОЛМАН.АТТЕ-АННЕ ТЕМЕ ВӖРЕНТИМАН.ХӐЙСЕМ ҪЫНСАН АЧИСЕНЕ ВӖРЕНТСЕСШӖН ЧОПСА ҪӲРЕЧЧӖ.МӖН ОССИ ВӐСАНЧЕН." 1.ЭСИР ХӐВӐР ачӑрсене вӗрентнӗ-и вара? 2.Учительсен ӗҫне туйса-кӗрсе курнӑ-и? 3.Шкула чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пурнӑҫлама 1 хут пулсан та пулӑшнӑ-и? 4.Хӑвӑр учительте ӗҫленӗ пулсан мӗнле ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ пулӑттӑр? 5.Учительсем валли чӑвашлӑхшӑн чунтан тӑрӑшса ӗҫлеме мӗнле сӗнӳсем паратӑр? Нина // 8866.3.41062015-06-26 18:38 АТИЛА // 3913.58.4645 "...МӖН ОССИ ВӐСАНЧЕН." ЭСИР вара мӗнле пысӑ-ӑ-ӑк усӑ турӑр. Пире те вӗрентӗр-ха, тархасшӑ-ӑ-ӑн!, ОССИ тума! | |
| Михаил Волков // 1435.67.9903 2015.06.29 14:06 | |
| Чĕлхемĕре "вырăсла" шкулсенче вĕрентме пуçлани 30 çул та ытларах. Тахçанах ĕмĕтленнĕ пек университетăн чăваш филологи факультетне кĕме  пултаракан маттур çамрăксене кураймарăмăр пулмалла. Мĕне пула? Калаçма вĕрентесси - кĕске вăхăтра пупнăçламалли тĕллев. Ансат калаçма кирек-хăш чĕлхепе те 3-4 уйăхра, уроксем сахалрах чухне пĕр вĕренÿçулĕнче вĕрентме пулать. 9 çул вĕрентсен те ансат калаçаймаççĕ-и? | |
| Михаил Волков // 8387.6.0859 2015.06.29 14:36 | |
| Чăваш шкулĕ-и, "вырăсли"-и -  иккĕшĕнче те чăваш филологине вĕрентетпĕр-çке! Чĕлхене мар, ытларах  ун грамматики пирки  "чĕлхеçĕ" текен ăсчахсем  мĕн çырнине. Çĕнйĕркелÿ тапхăрĕнче манăн 1-4 классем валли сăнавлă программăпа сăнав вĕрентÿ кĕнекисем  тума, вĕсен алçырăвĕсене ксероксласа эксперимент класĕсенче тĕрĕслеме пуçлама тÿркилнĕччĕ. Капитализма куçсан ку ĕç путланчĕ.  
 т | |
