Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +19.3 °C
Купи прежде картину, а после рамку!
(Козьма Прутков)
 

Аçтахар Плотников: Путин: «наци чӗлхисене Раҫҫейри пек тӗнчере урӑх ниҫта та хӳтӗлемеҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2015 14:3352077 просмотров

Ҫапларах каланӑ тет паян Путин халӑхсен хутшӑнӑвӗсемпе вырӑс чӗлхи канашӗсен ларӑвӗнче.

Вӗсен унта хӑтлӑ Кремӗлӗнче ҫапла шухӑшлаҫҫӗ пуль те, анчах пурнӑҫӗ пачах урӑххине кӑтартса панине чухламаҫҫӗ-ши вара?

 

Хисеплӗ Путин?

- шкулсенче чӑваш чӗлхине тата вырӑс чӗлхине мӗн чухлӗ вӗрентнине пӗлетӗр-и?

- ППЭ чӑвашла хӑҫан тытма пуҫлӗҫ?

- техника-компьютер таврашӗпе чӑвашла усӑ курас тесен мӗн тери чакаланма тивнине пӗлетӗр-и?

- телекурав кунӗн ҫӗрӗн чӑвашла тата вырӑсла мӗн чухлӗ ҫынсен пуҫӗсене минретнине танлаштарнӑ-и?

- Европӑн регионаллӑ чӗлхесен хартине хӑҫан ратификациллеттӗр (пурнӑҫа кӗртетӗр)?

- чӑваш чӗлхи хӑҫан хут ҫӳретмелли чӗлхе пулса тӑрӗ?

- хӑҫан икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнса ӗҫлесси ыйтмасӑрах йӗркеленсе кайӗ?

- тата ытти, тата ытти те.

 

Путин ман шутпа кунта е суять е хут ҫинчи «идиллине» пӗлтересшӗн.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.30 10:26
Акасапар хӑта ман шутпа пӗр тумлам та ӗҫместь наркӑмӑшне. Кунта наци темипе ыйту парам-ха Акасапар хӑтана. Саакашвили текен амер-груҫина Одессӑ кӗпӗрнаттӑрӗ пулма Хушу кӑларни Украин наци проекчӗ е Амерсен проекчӗ? Мӗнле шутлать Акасапар хоспоччын?
Victor // 1927.66.8926
2015.05.30 11:38
Victor
Кам айӑплӑ?.Ача ҫоралат-эреке ӗҫепр.Ҫын вилет-каллях эрекесӗр пытрма полмас.Той полсан виҫ кон ӗҫмелле.Конгресс ирттерет праҫник-ещӗкӗпе сӑра-наркӑмш.А кнеке илме окҫа хӗрхенепр.Сайта полӑшма Платника кӗмӗл шалккӑ.Атьӑр тарӑхнипе пач прахапр эрекине.Акапасар хирӗҫ мар поль?.

Кам вăл эсир? "Эпир"семпе хÿтĕленсе ларатăр.

Çапла çырсан ĕненеп:
"Кам айӑплӑ?.Ача ҫоралат-эреке ӗҫеп.Ҫын вилет-каллях эрекесӗр пытрма полмас.Той полсан виҫ кон ӗҫмелле.Конгресс ирттерет праҫник-ещӗкӗпе сӑра-наркӑмш.А кнеке илме окҫа хӗрхенеп.Сайта полӑшма Платника кӗмӗл шалккӑ.Атья тарӑхнипе пач прахап эрекине.Акапасар хирӗҫ мар поль?"
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.30 13:43
Šyravşă шӑллӑм, эсӗ каҫар та миҫе ҫул Чӑваш Енъре пурӑнатӑн, пит интереслӗ?Атила хӑтана питӗ ӑнланатӑп, вӑл хӑй компот те ӗҫместь. Пусӑ шывӗ тата курӑкран пӗҫернӗ чей. " Ҫӗр сухаланӑ- ӗҫетпӗр, Ҫӗрулми лартнӑ-ӗҫетпӗр,Ҫӗрулми пуссине ҫурнӑ-ӗҫетпӗр,кӑларнӑ-тем более полнӑй ӗҫкӗ"."Ӗҫетпӗр" тесе каламалла ҫав, тата мӗнле каламалла? "Ҫав Архипов е Андреев ӗҫет"-тесе каласан, лешсем калаҫҫӗ:"Эсӗ мана ӗҫнине курнӑ-и, суда паратӑп". "Ӗҫетпӗр"-тесе калани питӗ килӗшӳллӗ вариант.Šyravşă хӑйне ҫавсен(ӗҫетпӗр текенсен) шутне кӗртмесен те пултарать.
Ют Ҫын // 2693.22.9596
2015.05.31 06:11
Бор юлташ, чӑваш халӑхӗ, уйрӑмах наци элити пуҫ мимине ӗҫе кӗртмесен( мозг включить тумалла, включение мозга избавляет от некоторых видов рака) пирӗн пуласлӑх ҫук. Тимӗр юлташ тӗрӗс калат, килте чӑвашлӑха, ҫемьере пуҫламалла. Унсӑрӑн хуть те мӗнле мероприяти те пулӑшас ҫук.Ӑна хирӗҫ тӳрех кӑшкӑрат Аг-р юлташ.
Микуль // 4292.84.0894
2015.06.02 00:25
Аҫтархар Плотников текенни ӑнлансах Путин умне ыйтусем лартат е кутӑнлашса? Килте чӑвашла калаҫмасан шкул программинче эрнере хуть те 6 сехет Чӑваш чӗлхи,Тӑван чӗлхе урокӗсем пулччӑр нимех те улшӑнмӗ чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшпе. Аҫтархар шӑллӑм ,ҫӳлте лартнӑ ыйтусене хӑвӑн тӑван Госсоветран ыйтса пӑх малтанрах.
2015.06.02 08:45
Аçтахар Плотников
Микуль, аха, «кутӑнлашса». Вӑл «Тӑван Госсовет» текенни темскер тӑвайрать пуль. Ҫӳлте мӗн калаҫҫӗ — ҫӑвна пурнӑҫлаҫҫӗ вӗсем.
Микуль, эс мӗн, килте ачисемпе ятарласа вырӑсла калаҫаҫҫӗ тетӗн-им? Пӗтӗм чӑваш ӗнтӗ чӑваш халӑхне пӗтерес тесе вырӑсла калаҫать. //малтан вырӑс чӗлхи пирӗн пурнӑҫа ҫыру урлӑ кӑна кӗрсе, халь вара телевизора пула — калаҫу чӗлхи урлӑ кӗрет. Телевизор умӗнче ларакансем вара хӑйсем туймасӑрах вырӑс чӗлхи ҫине куҫаҫҫӗ. Телевизорӗ те питех айӑплӑ пулмӗччӗ те анчах пурнӑҫри ытти пӗлтерӗшлӗ япаласенче те вырӑс чӗлхи хуҫаланать: шкулта (пӗр чӑваш чӗлхине кӑна 6 сехет вӗрентсен ыттине вырӑсла вӗрентни мӗн нимӗнле витӗм те памасть тесе шутлатӑн-и?), рекламӑра, хутсем ҫӳретессинче тата ытти вырӑнта та. Юрать-ха чӑваш радионе хута ячӗҫ, чӑваш телекуравӗ вара ниепле те ура ҫине тӑраймасть. Раҫҫей патшалӑхӗ вырӑс телевиденийӗ валли мӗн чухлӗ укҫа уйӑрать? Вырӑспа чӑваш халӑхӗн йышне танлаштарса ҫав пай чухлӗ укҫа уйӑрсан мӗнлерех телевидени тума пулӗччӗ пуль... Хотя бы 1/10 пайне те пулин уйӑрсан... Мӗншӗн ҫук? Мӗншӗн тесен «чӑвашсем» Раҫҫее «чӑрмантараҫҫӗ» кӑна :(
2015.06.02 08:54
Аçтахар Плотников
Ав, пирӗн депутат, Италине кайса Раҫҫейре «лингвогеноцид» ҫук тесе ӑнлантарса панӑ. Хӑй те вырӑс те чӑваш ӗнтӗ, пӗлме ҫук, анчах вырӑс чӗлхи ытти чӗлхесене пӗтернине пӗрре те курмасть.
Путин тен тӗрӗсех те калать пуль, анчах ун сӑмахӗсем пирӗн чӗлхене пырса тивмеҫҫӗ. Пӗр 10-70 пинлӗ халӑхсен чӗлхине хӳтӗлес тӗлӗшпе ытти тӗнчерен тен вӑйлӑрах ӗҫлеҫҫӗ, анчах та чӑваш, тутар, пушкӑрт тата ытти пысӑкрах чӗлхесене вӗсен май ҫитнӗ таран ман шутпа чакарас килет. «Пӑх-ха эс вӗсене, республика ҫурри ытла — чӑваш, сайралатмалла.» — теҫҫӗ ӗнтӗ.

Микуль, эс вара, «пирӗн пӗтӗмпех чаплӑ, пӗтӗмпех лайӑх, ман ачасем килте чӑвашла калаҫаҫҫӗ» тесе ларма пултаран. Мана, тархасшӑн, чӑваш чӗлхишӗн кӗрешме ан чар. Сан шутпа ку «кутӑнлашни» пулать пулин те.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.02 09:24
Хисеплӗ админ! Анчах пушкӑрта кайса килчӗҫ темиҫе район хастарӗсем, хӑв та кайнӑ тенине илтрӗм-ха. Вара пушкӑрт чӑвашӗсене, тутар чӑвашӗсене никам та чармасть пулмалла тӑван чӗлхепе поплеме. Хамӑрӑн килте калаҫмалла тӑван чӗлхепе-ҫавӑнтан пуҫламалла, тӑван чӗлхе патне туртӑм ҫуратмалла пепкесенне,чӑваш ялӗнче вырӑсла калаҫнишӗн Путинсӑр никам та винават мар,паллах. Маттур, ку пӗтӗмлетӳшӗн тавах, тӑванӑм. Чӑваш депутачӗсен,чиновникӗсен нумайӑшӗн ачисем ялта мар, тӑван Еньре мар, Раҫҫейре те мар, чикӗ леш енче тымар яраҫҫӗ. Вара кунта та путин винават,паллах. Вӑл тӗлӗкре те чӑвашсене пӗтерес тесе тӗлленсе выртать имӗш. Тата Акасапарӗ темӗн те пӗр ҫырса парӗ-ха.
Атила // 3913.58.4645
2015.06.02 16:50
Админпа килӗшеп.Тӗрӗссипе каласан никам та перн чӗлхене аталантарашӑн мар.А кама керлӗ пер?.Хамӑра хамӑр хисеплемеспӗр полсан?.Причем радио-телевизор?.Ме Илле Ивановӑн пилӗк ачи те чошла поплячӗ.Или Лукияновӑн,Балтайӑн.Еврейсам концлагерте ачисане еврейла вӗрентнӗ.А сер вҫо такама шанасшӑн?.Такамран ыйтатр.
2015.06.02 16:56
Аçтахар Плотников
Слакпуҫра пулса. Унти пек калаҫакансем пирӗн районсенче те пур. Слакпуҫ Пушкӑртра. Тутарстанра та чӑвашсем пӗтме пуҫланӑ теме пулмасть. Облаҫсенче вара (Самар, Пенза) аслисем кӑна чӑвашла пӗлеҫҫӗ — унта пӗр вырӑс чӗлхи кӑна пулнӑран чӑваш чӗлхине никам та хӳтӗлесшӗн мар. Пӗр Чӗмпӗр облаҫӗ пуль кӑшт уйрӑмтарах тӑрать — ку ӗнтӗ вӑл пирӗнпе юнашар вырнаҫнипе ҫыхӑннӑ.
Слакпуҫ пирки калас пулсан ҫамрӑкӗсем вырӑсла калаҫатчӗҫ. Паллах, вӗсемпе чӑвашла калаҫсан вӗсем чӑвашла хуравлаҫҫӗ. Анчах «по умолчанию» вӗсен унта хӑйсен хушшинче вырӑс чӗлхи. Унашкал ҫамрӑксенчен, паллах, хӑйсен ачисене чӑвашла вӗрентессине кӗтме йывӑр.
//Пӗрре эпир ҫӗр выртма йышӑннӑ вырӑна вил ӳсӗр килсе кӗчӗҫ... Хӗрӗсем те каччисем те. (ку япӑххине курать тесе ан шутлӑр, пирӗн патра /хам ял пирки/ ҫамрӑксем пач та пӗлмеҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар пуль, вӗсен хуть пӗлеҫҫӗ, чӑвашла ыйтсан чӑвашлах хуравлаҫҫӗ; ку чӑн пурнӑҫ, Галина Зотова асӑрханисем пек мар пулин те)

Страницăсем: 1, ... 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19, 20, 21, ... 23

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики