| Галина Зотова // 1706.88.1161 2015.05.04 07:47 | |
| Аслӑ Отечествӑлла вӑрҫӑ тесе ӳснӗ эпир. Урӑхла варианта йышӑнмастӑп. | |
| Аçтахар Плотников // 3421.06.8915 2015.05.04 09:29 | |
|  | Эп вара Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хӑнӑхнӑ. «Аслӑ Аттелӗх» темле искусствӑлла япала пек туйӑнать. | 
| Ют Ҫын // 2676.19.3970 2015.05.04 10:20 | |
| Мӗн каллех пӳрне хушшинчен проблемӑ туртса кӑларатӑр,унсӑрӑнах проблемӑсем нумай иҫ? | |
| Agabazar // 3185.09.5634 2015.05.04 11:46 | |
|  | "Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи" тени те искусствăлла япалах. Вăл та— пуçран шутласа кăларнăскерех!
 "...Аслӑ Отечествӑлла вӑрҫӑ тесе ӳснӗ эпир..." Апла мар-тăр çав. "Великкăй Оттеччествĕннăй война" тесе ÿснĕ пек туйăнать. Ют Çын: "...Мӗн каллех пӳрне хушшинчен проблемӑ туртса кӑларатӑр,унсӑрӑнах проблемӑсем нумай иҫ?" Мĕнле пит человой çын вара эсĕр???Человойсем ку сайтра лармаççĕ пуль вĕсем? | 
| Victor // 3443.41.2811 2015.05.04 12:07 | |
|  | Йĕркеллĕ (нумай çын çырнă) чĕлхемĕрте - "Ати" "Аттей" "Атей" чĕнÿ формин (падежĕн) вырăнти тĕрлĕ варианчĕсем марччĕ-и-ха, Agabazarей! | 
| Agabazar // 3185.09.5634 2015.05.04 12:17 | |
|  | Тĕрĕс. Ати, Атти вирьял чĕлхевĕшĕн тата ытти çавăнталли чĕлхевсемшĕн характерлă. "Асран кайми атти-анни"©. Анчах та чĕнÿ форми мар-тăр. Туртăм категорийĕнчи форма. "Постпозициллĕ артикль".  | 
| Victor // 3443.41.2811 2015.05.04 13:08 | |
|  | Камăнлăх форми (Туртăм категорийĕ) - "ашшĕ-амăшĕ" мар-и? 
 "Атти-анни" - чĕнÿ формиех. Хамăн тымарсем вир ялта пулнипеле пĕлетĕп. "Апи", "Ати" теççĕ - aнчах камăнлăх форми "амăшĕ", "ашшĕ". Чĕнÿ форми кунта палăрту формипе пĕрлешнĕ пулма та пултарать. "(Ман) апи" "(Ман) ати" - паллах "ман"не никам та каламасть. Акăлчанла та пĕрешкелтерех пулăм пур. 'The' палăрту артиклĕсĕр каланă чухне - Mother (Аннем), Father (Аттем) - пирĕннинче кутăн (палăрту форминче). | 
| Agabazar // 3170.69.2107 2015.05.04 15:01 | |
|  | Ати, Атей, Аттей, Аттев — пурте чĕнÿ формисем теме пулать. Кунсăр пуçне Ати — "Атте" сăмахăн синонимĕ те теме май пур. Ати=Атте. Туртăм категорийĕнче: > Атийĕ > Атийĕшĕ
 Туртăм категорийĕн Виçĕмĕш сăпатри форми: Атте > Атти (Танлаштарăр: Парне > Парни). Ашшĕ — анлă усă куракан стандартлă мар (эксклюзивлă) вариант. <<The' палăрту артиклĕсĕр каланă чухне - Mother (Аннем), Father (Аттем) - пирĕннинче кутăн (палăрту форминче).>> Акăлчан чĕлхинчи артикльсен сăпатлăх çук. (Е пурте виççĕмĕш сăпат темелле-ши?). Тĕрĕк чĕлхинчи постпозициллĕ артикльсен сăпатлăх пур. Çавăнпа та вĕсен хушшинчи çыхăну линилле мар. Апла пулин те вĕсем пĕлтерĕшĕпе пĕр япалах: палартасси, тĕллесе кăтартасси.... | 
| Victor // 3443.41.2811 2015.05.04 17:03 | |
|  | Тавах, эппин Аттилĕх = Ашшĕлĕх?
 Мшпа, кусене патран тишкернĕ хыççăн нихăш те лайăх мар - Аттелĕх, Ашшĕлĕх, Аттилĕх. Вырăсла сăмахне шутласан кăна ăнланма пулать. Анне+лĕх, амăш+лăх пач урăх ăнлавлă. Тăван çĕршыв тенине ним çитмест. Е "патриотла". (Арттикĕлсен căпатлăхĕ çуках. Чăваш чĕлхинчи эквиваленчĕ камăнлăх формин виççĕмĕш сăпачĕ пулнипе кăна çапла туйăнать.) | 
| Ют Ҫын // 1052.5.4754 2015.05.04 19:56 | |
| Šyravşă ҫырнипе килӗшме юрат. Тӑван ҪӗрШыв тенине ним те ҫитмест. Пирӗн Чӑваш Гимнне ҫыракан Илле Тукташ Agabazar-тан,Админ-ран Ӑс енӗпе тайӑкрах пулман тӑр.
 Тӑван ҪӗрШыв,Тӑван ҪӗрШыв Асран кайми Мухтавлӑ ҪӗрШыв ... . Ҫак йӗркесене хуть Америкӑра пурӑн, хуть Германире,хуть Японире,хуть Австралире-ниепле те манас ҫук, нимӗнпе те улӑштарас ҫук,никампа та пайлас ҫук. Кунта чӗлхе енӗпе куймӑрланакансем ПИАР ӑстисем кӑна. | |
