| Конми // 5832.0.8476 2015.02.09 22:18 | |
| Масарта чаваланас йăла халăхăмăр ăстăнне минретниех. Çакна яланах асра тытмалла. Никольский сăнне Яковлевăннипе ылмаштарни пысăк çылăхах мар. Яковлева хурланин вара ырринчен сиенĕ шутсĕр пысăк. Ытти халăхсем кун пек ăссăрланмаççĕ. Хамăрăн Удăпсем Улăпсемех пулччăр, ыттисене ÇĔКЛЕР ВĔСЕМПЕ ЮНАШАР, вĕсем вырăнне мар. Вырăссене тĕне кĕртекен Владимирăн 47 арăм, 100 ытла хăрхăм пулнă малтан, ăна СВЕТТУЙ (ТАСА) тесе чыслаççĕ. | |
| Мачча // 4117.51.7078 2015.02.10 09:27 | |
| КОНМИ юлташ, Никольские Яковлевпа ылмаштарни - ҫылӑх!!! Хыпара Никольский уҫнӑ!  Ӑнланатпӑр-ха: Туркай Леонтьева тавӑрасшӑн, айванла тавӑру!. Никольские ма тӗкӗнмеллеччӗ!! | |
| Акапасар // 9156.5.1970 2015.02.10 14:45 | |
| "Хыпар" хаçата никĕслекенĕ И.Я.Яковлев мар!!! | |
| Ача  // 4117.51.7078 2015.02.12 21:01 | |
| Ухмах та пӗлет!!! | |
| Акапасар // 1755.84.6094 2015.02.13 12:42 | |
| Тĕрĕс, Акапасар та авă "ухмах", анчах вăл та пĕлет çак ансат япалана. "Ăслисем", ав, ним пелмесĕр пурăнаççĕ... | |
| Agabazar // 2672.28.9097 2015.02.13 22:23 | |
|  | Чăвашла пĕрремĕш хаçата чăн малтан никĕслеме пикеннĕ çын вăл — Иван Николаевич Юркин. http://ru.chuvash.org/blogs/comments/2171.html
 Анчах та И.Я.Яковлев ура хурса пынине пула вăл хăйĕн "Пулхăр" проектне пурнăçа кĕртеймен. Вăт Никольскийĕн сăнне Юркинăннипе улаштарнă пулсан кăштах ăнланма пулĕччĕ... | 
| Ача // 4117.51.7078 2015.02.14 20:41 | |
| "Ухмах" - сан пирки мар, хӑвах чухлатӑн кам пиркине.  | |
| Agabazar // 3692.21.7359 2015.02.15 00:24 | |
|  | Э çук, "ухмах" тени кунта лайăх пĕлтерĕшпе.... | 
| Конми // 1718.4.2469 2015.02.15 08:47 | |
| Пĕр-пĕрне варалама, тикĕтпе сĕрме пăрахмалла.Кĕвĕçÿ, вăрттăн курайманлăх наркăмăшне сирпĕтни нихçан та ырра пулман. Чуна ыраттарать çак лару-тăрура "Хыпар кама лекĕ" тени. Выçăхнă чурасем хуçи лартса панă апат чашăкĕнчи аш татăкне маларах тытса илме ĕмĕтленсе тÿпелешни куç умне тухать. Интелектлă тени - ăслă-пуçлă тенипе пĕр килет.   | |
| Пĕр хĕрарăм // 1146.75.4427 2015.02.16 15:53 | |
| Конми,веç пĕлен вĕт-ха эс...Сан чиркÿре çеç ĕçлемелле... | |
