ХУРИ
сонет
Ирӗке кӗрешӳсӗр илеймӗн.
Тимофей Николаев (Хури)
Ячӗпе паян кун кам киленмӗ?
Хура халӑхшӑн ҫуннӑ чӗри!
Кӗрешӳ ҫухатусӑр пулаймӗ.
Тимахвийӗн шӑпи те тискер.
Темӗн тӗрлӗ хӗн-хур курнӑскер,
Йӑнӑш утӑм та тунӑ чылай-мӗн.
Урӑха та манмашкӑн май ҫук:
Хусанти тӗрмере ларнӑ чух
"Чӑваш халӑх историне" ҫырнӑ.
Вӑл унпа хавхаланнӑ иккен.
Чӑнахах та, пулни-иртнинчен
Уйӑраймӗ пире нимле ширма!
Agabazar // 1091.52.3057
2014.09.29 21:33 | |
![]() |
Ак çакăнта пăхса илни выранлă. http://vk.com/wall-12972450_2589?reply=2591 |
Agabazar // 1127.59.3267
2014.10.09 00:30 | |
![]() |
Вăт çак çын пирки документсенче яланах "вырăс" тесе çырнă. Вара вăл чăннипе кам-ши: вырăс е чăваш? |
Agabazar // 3739.10.6838
2014.10.24 13:13 | |
![]() |
Петĕр Хусанкайăн "Хури" поэмине вуласа пăхма сĕнетĕп. |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.10.24 15:14 | |
![]() |
Электронлă вулавăша кĕртмелле пуль... |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.10.24 15:58 | |
![]() |
http://chuvash.org/lib/haylav/6652.html — кĕртрĕм |