«Adme» проект (рекламӑри пултарулӑха ҫутатса параканни) нумай пулмасть ҫухалма пултаракан халӑхсен сӑнӗсене вырнаҫтарнӑ. Эп ҫав статьян куҫарӑвӗпе сире паллаштарасшӑн.
Раҫҫӗйре 200 яхан тӗрлӗ халӑх пурӑнать, вӗсен кашнин хӑйӗн чӗлхи, хӑйӗн культури пур. Юлашки халӑх ҫыравӗн пӗтӗмлетӗвне тишкернӗ май хӑш-пӗр халӑхӑн йышӗ 10 ҫынран та сахаллине курма пулать. Ҫак халӑхсем ҫухалсан пӗрле вӗсен пӗлӗвӗ те культури те таврӑнайми пӗтет.
Вӗсен кун-ҫулӗ пурӑнма йывӑр тӑрӑхсенче иртнӗ, ӗмӗртен ӗмӗр хӑйсен йӑлисене упранӑ. Adme.ru ҫак халӑхсен сӑнӗсемпе паллашма сӗнет, вӗсене курсан Раҫҫей мӗн таран анлӑ пулнине те туйма пулать.
Шаман
Ҫемье портречӗ евӗрех
Пӗчӗк йети
Ку йыша илсен вӗсем чи нумаййисем. Раҫҫейре 31 пин хант пурӑнать. Вӗсем Анӑҫ Ҫӗпӗрӗн ҫурҫӗр енче тӗпленнӗ, пӑлан ерчетеҫҫӗ, пулӑ тытаҫҫӗ, сунара ҫӳреҫҫӗ.
Манси ҫарҫи
Манси кил-йышӗ
Манси ҫурчӗ, (с) Сергей Анисимов
Мансисем (унччен — вӑкулсем /вогулсем/) — Хант-Манси Автономи округӗн (Югра) кӑк халӑхӗ. Хантсем вӗсемшӗн — тӑванла халӑх. Паянхи кун тӗлне манссен йышӗ Раҫҫейре 12 пине яхӑн.
Эскимоссен кил-йышӗ
Инуитсен кил-йышӗ, 1894 ҫул, (с) William Dinwiddie
Эскимоссен ташши, (с) Новости РИА
Раҫҫейре вӗсен йышӗ 2 пинрен те сахалрах юлнӑ. Хӑйсене «инуит» теҫҫӗ. «Эскимос» вара «пӗҫермен пулла ҫиекен» тенине пӗлтерет иккен.
Тӗнче ҫанталӑкӗ ӑшӑнма пуҫлани эскимоссен пурнӑҫне тӗпрен улӑштарнӑ — Ҫӗр чӑмӑрӗн сивӗ полюс тӑрӑхне куҫакан чӗрчунсене ятсем пама та ӗлкереймеҫҫӗ.
Каюр — Илпӗр посёлокри йытӑ кӳлӗмне хӑвалакан (с) Новости РИА
Камчатка ҫурутравӗн ҫурҫӗн енчи тӑрӑхӗн кӑк халӑхӗ. Чи кӑнтӑрта пурӑнакан халӑхсенчен пӗри. Раҫҫейре вӗсен йышӗ 6 пин ҫурӑ кӑна юлнӑ.
Халӑх тумне тӑхӑннӑ тӑхалар хӗрарӑмӗ, © etnolog
Малтан вӗсене каракас тесе чӗннӗ. Хӗвелтухӑҫ Ҫӗпӗрте хальхи вӑхӑтра пурӗ 600 тӑхалар пурӑнать.
2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗнче пурӗ 12 ҫын кӑна хӑйсене арчин тесе палӑртнӑ. Ҫавна пула вӗсене аварсен йышне кӗртнӗ пулас. Арчинсем Дагестанра пурӑнаҫҫӗ.
Халӑх тумне тӑхӑннӑ хӗр
Н.Ф. Нестеров — авалхи водь халӑхӗн ҫынни. Аллинче «чапиу» тытать, ӑна пулӑ тытмалли пысӑк сӗреке ҫыхнӑ чухне усӑ курнӑ. © Яна Романова
Ленинград облаҫӗнче пурӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсен йышӗ ҫитмӗл ҫынран ҫеҫ кӑшт нумайрах.
Уяв тумне тӑхӑннӑ нивх
Хабаровск енӗнчи Амур шывӗн вӑрринче тата Сахалин утравӗнчи ҫурҫӗр енче пурӑнаҫҫӗ. Халӑх ячӗ «ҫын» тенине пӗлтерет. Ҫавӑн пекех хӑйсене «гилэми» — «кӗсменлӗ ҫын» — тенӗ. Раҫҫейре хальхи вӑхӑтра 4 пин ытларах нивӑх пурӑнать.
Пӑлан ерчетекен, © Сергей Анисимов
Ҫӗлкупсем — Анӑҫ Ҫӗпӗрӗн ҫурҫӗн енче пурӑнакан халӑх, Раҫҫейри йышӗ 3 600 патнелле.
Алексей Чунанчарыпе пӗчӗк Никита, © nsu
Ӑнканасансен кил-йышӗ 1927 ҫулта тата паян, © Multimedia Art Museum
Красноярск (Хӗрлӗ Ҫыр) енӗн Таймыр районӗнчи тухӑҫ енче тата Дудинка хула администрацийӗн ҫӗрӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Ӑнканасансем — Евразинчи чи ҫурҫӗр енче пурӑнакан халӑх. Раҫҫейре 860 ҫын шутланать. Хӑйсене «ня» теҫҫӗ, чӑвашла «тус-юлташ» тени пулать.
Ителмен халӑх ҫынни, © Gustav Teodor Pauly
© identity
Камчатка ҫурутравӗнчи «индейсем». Ячӗ «итэнмэн» (кунта пурӑнаканни) этнонима вырӑслатнинчен пулнӑ.
Кетсен кил-йышӗ, XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ, © Anuchin, D.I.
Раҫҫейре пӗр пин ытларах кет пурӑнать. Хӑйсене «кет» — «ҫын» — теҫҫӗ.
Халӑх тумӗллӗ хӗрсем, © Сергей Саркисов
Чи ҫурҫӗрелле пурӑнакан тӗрӗк чӗлхеллӗ халӑх шутланать. Православи тӗнне илсе килнӗ хусахсем (казаксем) тулхансене хӑйсен хушамачӗсене панӑ пулать: Кудряков, Жарков, Чуприн, Поротов. Вӑл хушаматсем хальхи вӑхӑтра та сыхланса юлнӑ. Раҫҫейре хальхи вӑхӑтра вӗсем 8 000 патнелле. Тулхансем Хӗрлӗ Ҫыр енӗнче тата Саха Республикинче пурӑнаҫҫӗ.
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.05.03 13:57 | |
![]() |
http://www.adme.ru/russia/ischezayu ... arody-rossii-674805/ — çăлкуçĕ кунта. |
Agabazar // 1327.25.9722
2014.05.11 17:46 | |
![]() |
Çухалакан е çухалса пыракан халăхсене таçта аякра шырама кирлĕ мар.
Акă тата караттайсем çинчен вуласа пăхăр. Вĕсем патне машшинапа пĕр кун хушшинче кайса килме пулать. http://ru.wikipedia.org/wiki/Каратаи |