| Agabazar // 4010.15.3371 2014.02.17 15:19 | |
|  | |
| Agabazar // 4010.15.3371 2014.02.17 23:35 | |
|  | Эп йăнăшма та пултаратăп пуль, анчах çав Пухура тата Лидия Сарине çыравçă пулнă пек туйăнать.
 Эппин мĕншĕн унăн та хăй шухăшне калас мар? | 
| Agabazar // 3280.14.7961 2014.02.18 13:44 | |
|  | Чăваш Наци Конгресĕ çумĕнчи Ваттисен Канашĕ ирттернĕ Пухура Анатолий Кипеч пулнă.
 Анатолий Ильич! Тен калăр ку темăра хăвăр шухăшăра? Тата тен хăвăр псевдонимăра мĕншĕн "КиБеч" евĕрлĕ çырма тăрăшнине ăнлантарса парăр. Манăн вара унашкал ăнтăлу суя темелĕх аргументсем пур. | 
| Agabazar // 2517.68.7378 2014.02.20 13:33 | |
|  | Четвертьфинал текен вырăс сăмахне ЕПЛЕ çырасси пирки çынсем мĕнлерех хĕрÿллĕн тавлашнине сăнаса пахăр-ха, тархасшăн.
 (Лингвофорум, вопросы по русскому языку, лексика) http://lingvoforum.net/index.php/topic,66514.0.html | 
| Ватти // 5598.0.2530 2014.02.20 21:03 | |
| Çынсем  кун пирки тавлашса ывăннă.
 | |
| Анатсем // 1132.31.1961 2014.02.21 09:28 | |
|  Ваттисем каланисенче тĕрĕсси ытларах. Анчах та илтĕç-ши вĕсене çамрăксем?Тата чăваш чĕлхи те каплапа ял чĕлхи çеç пулса юлмĕ-ши? | |
| Agabazar // 3538.50.5998 2014.02.21 17:11 | |
|  | Ватти // 5598.0.2530
 2014-02-20 21:03<<Çынсем кун пирки тавлашса ывăннă.>> Вара ывăннă тесе пурин те алă усса лармалла-ши? "Вникуда" или "в никуда"? http://lingvoforum.net/index.php/topic,3751.new.html#new | 
| Agabazar // 2106.76.7985 2014.02.25 23:16 | |
|  | Хальлĕхе е Халлĕхе?Хăшĕ тĕрĕс?Мĕншĕн "ăсчахсем" (?) сасартăк малтанхине мала хума пуçларĕç? | 
| Agabazar // 4217.91.9569 2014.02.26 08:24 | |
|  | Хальлĕхе пулăвĕ: Халь+лĕх+е.
 Халлĕхе пулăвĕ: Халĕ+лĕх+е=>*Халĕлĕхе=>Хал(ĕ)лĕхе=>Халлĕхе. Курăнать ĕнтĕ, чăннипе апла та, капла та çырма юрать. Эппин халлĕхе орфограммăна чăваш чĕлхинчен катертме тăрăшни чĕлхе саккунĕсемпе килĕшсе тăмасть. Ытларах та калама пулать: Мĕншĕн "хальлĕхе" çырса асапланмалла, енчен те "халлĕхе" çырма май пулсан? Элĕкре пурăнакан гени ("Олимп каçалăкĕ" роман авторĕ Н.Ларионов) шучĕпе, кунти ь вăл чăннипе сывă ÿте тăрăннă шăрпăк пекех. | 
| Анатсем // 8407.0.8665 2014.02.28 08:27 | |
| Эпĕ хам та пĕр ăнлава пĕлтерекен сăмахсене таткаланине хирĕçлетĕп.Çырмашкăн çăмăлтарах пултăр теççĕ-ши чĕлхеçĕсем? Ку е вăл сăмаха тепĕр чух  предложенине вуласа тухсан çеç ăнланса илетĕн. Эпĕ çапла шутлатăп: çыру тата ăнлав тени пĕр-пĕрне хирĕçлемелле мар. | |

Хисеплĕ профессор, мĕншĕн ку темăна килсе хăвăр шухăша малалла тăсас мар? "Хыпарта" тем пысăкăш (шăналак пек) статья кăларнăччĕ. Эсир каланисене татăклăн, аргументласа хирĕçлекенсем пайтах пулнăччĕ. Темшĕн çавсене шута илни пачах та сисĕнмест. Шел.