| Атнер // 3913.58.4645 2014.04.11 09:14 | |
| Трахомлă,пыйтлă çĕрпÿртре пурăнаканнисене курман=и вăл?.Чăваш мĕн авалтан мунчара милĕкпе çапăннă.Вĕсем пек вĕри кăмакана тăлăп тăхăнса кĕрсе выртса тарламан.Суять ку хисеплĕ ватă.Апполинарий атте пачăшкă велосипетпа çÿретчĕ.Ку вара шикарный мерседеспа. | |
| bor1959 // 1039.8.4424 2014.04.11 10:43 | |
| Рязаньре 1976 çулта ялĕсем уш арканнă та ĕнтĕ, вĕсен килĕнче простынь мар, кравачĕсем те юлман-тăр. Тем тесен те ку сăмахсене Варнава шутламасăр каланă. Акасапар туп-ха, тархасшăн, мĕнле ялта пулнă ку истори. Кайса килетпĕр вăл яла, курса калаçăпăр сывă свидетлĕсемпе. | |
| Владимир // 4132.37.7347 2014.04.11 11:17 | |
| Суймасть пулĕ çав Варнава атте. Эпĕ хам 1982-мĕш çулта вĕрентекен ĕçне пуçларăм. Ун чухнех пире ялсем тăрăх ачасен килĕсенче мĕнле пурăннине тĕшкерме яратчĕç. Кашни классрах ик-виç ача пыйтăллăччĕ. Хам та киле чутах ертсе пымарăм.  | |
| Agabazar // 1733.70.3024 2014.04.11 13:33 | |
|  | Варнава вырăссем кăмакана кĕрсе ларса "мунча кĕни" çинчен ма каласа памасть тата? :-) | 
| Agabazar // 1733.70.3024 2014.04.11 13:57 | |
|  | Володя:"...пыйтăллăччĕ..." Мана вара хăвăр пыйтланса кайнă пек туйăнать. Тÿрĕ тата ытарлă пĕлтерĕшсемпе каласан та.
 Вырăс чĕлхи пирĕн пурнăçра çав тери пысăк вырăн йышăнать. | 
| bor1959 // 1039.8.4424 2014.04.11 19:16 | |
| Вăт Володя, çак куштан Акасапарккапа пыр та калаç пĕрле пухăнса ĔÇ тумалли пирки. Мĕн тери куштан вăл, пÿтсĕркке. | |
| Sergey // 3676.92.2528 2014.04.12 08:08 | |
| Маншăн вырăс чĕлхи иккĕмĕш тăван чĕлхе. 
 Мĕн пĕчĕкрен атте-аннепе, ял хушшинче, шкулта чăвашла калаçса ÿснĕ. Пĕчекренех хуларан çулла хăнана килекен ачасемпе, пичче-аппасемпе вырăсла-чавашла калаçса уснĕ.Чăвашла та, вырăсла та калаçатăп, çыратăп, Чавашра пулсан та, Мускавра ĕçленĕ чухне те. Кам та пулин чăвашла калаçма чарнине е айкăн пăхнине асăрхаман (хамăр чăвашсем хамăр чăвашрисĕр пуçне), ытларах эсир мĕнле чĕлхепе калаçатăр тесе кăсăкланаççĕ. Эпĕ икĕ чĕлхе пĕлетĕп, чăвашла тата вырăсла, вĕсем ман чун- чĕрере, пуçра, эпĕ вĕсемпе ĕмĕрлехе пĕрле, çакăнпа эпĕ мăнаçланатăп!!! Сире те çавнех сунатап! | |
| Agabazar // 9413.1.4268 2014.04.12 09:14 | |
|  | Arayen, итлетĕп-итлетĕп те сире, темĕн, шансах пĕтерейместĕп. Пафос текенни ытлашши нумай. Коммунизм патнелле ăнтăлни çинчен калани çеç çитеймест. Тен, çапах та, пĕлĕтрен çылăхлă çĕр çине анмалла? Çитет пуль халлап çапса? | 
| bor1959 // 1039.8.4424 2014.04.12 09:25 | |
| Никам та чăвашла калаçма чармасть, тĕрĕс çырать Arayen. Пачах урăхла, икĕ чăваш тĕл пулса вырăсла калаçнине илтсен вырăссем вара "Эсир мĕншĕн иккĕн чăвашла калаçмастăр"-тесе ыйтнине илтнĕ,астăватăп. | |
| Agabazar // 9413.1.4268 2014.04.12 09:42 | |
|  | Юрĕ, кун пирки Пил Тымарланран ыйтса пăхăпăр. Каласа патăр вăл пире хăйне автобусран тата троллейбусран еплерех тыта-тыта ывăтнине. | 
