Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +12.3 °C
Водка белая, а красит нос и чернит репутацию.
(А. Чехов)
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхине хӗснишӗн кам яваплӑ?

Аçтахар Плотников18.06.2013 23:3811491 просмотров

Юлашки вӑхӑтра чӑваш чӗлхине хӗсессипе нумай хыпар пырать. Малтан педагогика университетӗнче темиҫе факультета пӗрлештерсе чӑваш факультетне пӗтерчӗҫ, халь Ульянов ячӗллӗ университетра ҫав ӗҫех пырать. Нумайлатас вырӑнне хӗсни, чакарни — ман шутпа влаҫрисем чӑваш чӗлхипе кӗрешнине кӑтартать. Ытти факультетсене пӗрлештермеҫҫӗ-ҫке... чӑвашлисене ыттисемпе хутӑштараҫҫӗ. ППЭ чӑвашла тытма майсем туса парас вырӑнне халӑха хирӗҫ тӑрмашаҫҫӗ.

Издательство ҫурчӗсене пӗрлештерни те ҫав ӗҫех — вырӑслисене пӗр ҫӗре пухасси пирки сӑмах тапратмаҫҫӗ, чӑвашлисем ҫине тапӑнаҫҫӗ. Укҫа-тенкӗ перекетлеҫҫӗ... Чӑваш чӗлхи ҫинче перекетлемелле-им вара? Лару-тӑрӑвӗ хӑруш — сахалрах тӑкаклас вырӑнне майсем тупса ытларах уйӑрас пулать! Вӗсем вара чакараҫҫӗ...

Чӑваш чӗлхишӗн ҫунатпӑр, пӑшӑрханатпӑр! теҫҫӗ пулин те ӗҫӗпе вара пушшех урӑхла пулса тухать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Ленин // 1910.09.2941
2013.06.22 06:14
Хут укçа ыйтать. Шухăша чăвашла калăпланине вуламаçççĕ пулсассăн мĕн тăвăн ĕнтĕ. (Е чăвашла вулама илĕртме пултараймаççĕ?) Макулатурашăн та халĕ ĕлĕкхи пек укçа памаççĕ.
Ленин // 3163.72.4851
2013.06.22 21:20
Чăваш хăйне хăй палăртма
пикенмест те.
Чăваш чăваша
укçасăр пĕлмест.
Мĕнпур вăй хала пуçтарса,
Хуратăп ун çине сысса!




!
Васса // 1464.35.8895
2013.06.23 12:31
Ленин юлташ, сан мавзолейра пĕр ĕмĕр выртса сысмалăх пăху пур-и-ха,унран тасалса пĕтме йывăр çав,жалко сана!!!
2013.06.23 12:58
Аçтахар Плотников
Тĕрĕссипе пирĕн пĕтĕм шухăша халăх умне чăвашла çитерме тăрăшмалла. Сăлтавĕ: текста чăвашла çырсан влаçрисемшĕн айăплав ĕçне пуçарма йывăртарах (ăна тишкерекене тупма çăмăл мар). Ан тив пурте ăнланмĕç, анчах та кирлĕ çын ăнланатех. Чăвашла пĕлмен çынсемшĕн вырăсла кĕнеке кăларса ларассинче усси ман шутпа сахал.
2013.06.23 12:59
Аçтахар Плотников
«Ленин» юлташ вара сыстăрах. Хăйĕн пăхĕ айне пулса кайран темле çăрăлса тухĕ-ха вăл...
//Ытла нумай сыссан пăх айне те пулма пулать :)
Атл // 3364.78.4210
2013.06.23 15:08
Çла ан сур -шыв ĕçме кирлĕ пулĕ.. Мнь тесе халх чльхине çлнă вырс çине хсатр? Кама чваш птьни кирьлине курмастр?г.Чебоксары сайра карта çинче -вьсень пур,вьсемь хуçа,всемшнь аркатçь çул тума нумай чваш ялне,масарне.. Ыталаса пвнине сисме йывр этеме!
Ленин // 2361.10.1348
2013.06.23 16:51
Акă вăл пирĕн, чăвашăн, пулăмĕ. Пĕрне куртăмăр та ун çине сикетпĕр. Кĕтÿ урăхла пултараймасть.

Страницăсем: 1, 2, [3]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики