| ял ачи // 4277.62.6492 2013.06.04 21:56 | |
| Илле Иванов историйĕ шăпах иккĕмĕш пай валли. Çырас пулсан хальхи пурнăçпа - чăн пурнăçпа - çыхăнтармалла ку драмăна, ĕлĕкхипе е пустуй кулăшпа кăна мар. | |
| Agabazar // 2220.45.9351 2013.06.04 23:08 | |
|  | Тĕрессипе каласан, Фёдор Павлов комедийĕнче те чăн пурнăçах. Кулăшĕ те унта пустуй мар. "Суд влаçĕ" текен институтăн ун чухнехи çитменлĕхĕсем те яр уççăн курăнса тăраççĕ. Çав çитменлĕхсем паянхи кунчченех сыхланса юлнă. | 
| Agabazar // 3553.95.6319 2013.06.05 14:45 | |
|  | 1917-мĕш çулхине çулла Фёдор Павлов хăй Шупашкар уесĕнче миравай судьяра ĕçлесе пăхнă. Комедире вăл хăй мĕн курни-илтнине çырса кăтартнă. Вăхăтлах Тÿре-Шара самани. | 
| ял ачи // 4277.62.6492 2013.06.05 22:01 | |
| Ун чухнехи çитменлĕхсем паянхи кунчченех пурăнни пирки калатăп та шăпах.  | |
