Таҫтан тухнӑ вӑл — чӑваш халӑхне йӑваш теҫҫӗ. Питӗ йӑнӑшла шухӑш ман шутпа. Ку сӑмаха пирӗн халӑх ҫумне те пӗрешкел илтӗннӗрен ҫыпӑҫтарнӑ — вӗҫне-хӗрне ҫитсе пӗтес ҫук ӗнтӗ халь.
Ӗнер Михаил Сениэль сӑвӑҫпа калаҫма тӳр килчӗ. Чӑн-чӑн сӑвӑҫсен вӗсен чӑн та Турӑ панӑ пултарулӑх пурах ҫав — хӑйӗн сӑмахӗнче «Чӑтсан-чӑтсан чӑтӑм пӗтет» текен шухӑша каларӗ. Халӑх пирки мар ӗнтӗ, хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйту пирки калаҫнӑ май.
Ман шутпа вара ҫак сӑмахсем пирӗн халӑха питӗ лайӑх ӑнлантарса параҫҫӗ — йӑваш мар вӑл, чӑтӑмлӑ. Анчах чӑтӑмлӑхӑн та чикки пур. Ҫав чикке ҫитерсех ӗнтӗ пирӗн халӑх миҫе хут хӑйӗн чӑн-чӑн характерне кӑтартма пултарнӑ — пӗрре мар пӑлхав ҫӗкленӗ. Чӑтӑмлӑха пула ытти халӑхсем пире ытлашши хакласах каймаҫҫӗ, хӑйсене май усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах чӑтӑмлӑх айӗнче чӑн-чӑн чӑваш характерӗ упранать — чӑтӑм пӗтсен вӑл ҫиеле тухса тӗнчене кисретнӗ майӑн кисретме пултарать...
__...__ - выделение слова ссылой.
__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.
__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.
**...** - выделение жирным.
~~...~~ - выделение курсивом.
___...___ - выделение подчеркиванием.