| Agabazar // 9912.4.6618 2013.01.27 19:33 | |
|  | Уроксем(сехетсем) çитмеççĕ пулсан акă мĕн тумалла: чăваш чĕлхине пĕртен-пĕр "чувашский язык" урокĕсене çеç хăваласа кĕртнипе çырлахмалла мар(ГЕТТО туса хуни ку). Чăваш чĕлхипе ытти уроксенче те усă курмалла. Тăхтавсенче, класс тулашĕнче тата ытти лару-тăрура...  | 
| Тимер // 2425.87.0834 2013.01.27 20:55 | |
| Романтическая утопия.Пĕлетĕр вĕт-ха :пулмасть пире кирлĕ пек шкулта чăвашла вĕрентесси.Курмастăр-им: шанчăк ашшĕ-амăшĕнче кăна. | |
| Аксар Чунтупай // 1421.57.4653 2013.01.27 22:36 | |
|  | Эсир пурте пакăлтатма юрататăр-ха. Малтан хăвăр тăван шкула кĕрсе пăхăр, унта мĕнле лару-тăру пулнине сăнăр, ачасемпе калаçса пăхăр... Вара пĕлетĕр, мĕнле йывăр хальхи вăхăтра тăван чĕлхе вĕрентме... Ялти ачасем те вырăсла кăна калаçса çÿреççĕ вĕт! | 
| Аксар Чунтупай // 1421.57.4653 2013.01.27 22:42 | |
|  | Agabazar
 2013-01-27 19:22 Аксар Чунтупай:"Хистесе вĕрентнин усси çук теççĕ вĕт-ха, sahvandey..." Тĕрĕссипе ак çапла калас пулать: ХИСТЕМЕСĔР ВĔРЕНТНИН УССИ ÇУК Мĕн, эпир диктатурăпа тоталитаризм саманинче пурăнатпăр-им? | 
| Аксар Чунтупай // 1421.57.4653 2013.01.27 22:45 | |
|  | Иртсе кайрĕç вăл вăхăтсем... Сармантей юмахĕн саманисем те (КОММУНИЗМ)иртсе кайрĕç... Халĕ ирĕксĕрлесе вĕрентме саккун та чарать (Вĕрентÿ çинчен калакан, Фгос е çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕ çинчен илтнĕ -и?) - сута параççĕ, хуптараççĕ. Ачана хăй кăмăлĕпе е ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕпе вĕрентмелле тенĕ унта. Вăт çапла Agabazar тăванăм. | 
| Аксар Чунтупай // 1421.57.4653 2013.01.27 22:48 | |
|  | Тăхтавсенче, класс тулашĕнче тата ытти лару-тăрура... - тетĕн эс. Тăхтавсенче ачасен хăлхинче наушник, аллинче мобильник; тепĕр чухне урокра та çавах, уйрăмах чăваш чĕлхи урокĕнче. Ак сана Ваççа-кĕпер урлă каçса...  | 
| Agabazar // 6288.3.8349 2013.01.28 13:33 | |
|  | Ку вырăнĕ пакăлтатмаллискер те, çавăнпа пакăлтататпăр ĕнтĕ!
 Тимер, шанчăк ашшĕ-амăшĕнче тени -тата пысăкрах утопи. Мĕншĕн тесен вĕсем(ашшĕ-амашĕ) хăйсем те чăвашла пĕлмеççĕ. Пĕлекеннисен те унашкал кĕрешÿ туйăмĕсем çук. | 
| Agabazar // 6288.3.8349 2013.01.28 13:45 | |
|  | Çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕ текенни Интернетра пур-ши? Чăнах та çавăн пекех пысăк ирĕклĕх панă-ши? Латвире авă ВЫРĂС ШКУЛĔСЕНЧИ ВЫРĂС АЧИСЕМ мĕнпур предметсен 60% вырăнти(латыш) чĕлхепе вĕрентеççĕ(ятарлă латыш чĕлхин урокĕсене шутламасăр). Çавăнпа унта патшалăх ĕçне латышла тума пултаракан Нил Ушаковсем çуралаççĕ. | 
| Agabazar // 6288.3.8349 2013.01.28 13:50 | |
|  | Каçарăр, "АЧИСЕМ вĕрентеççĕ" мар, "АЧИСЕНЕ вĕрентеççĕ" темелле. | 
| Тимер // 4071.26.2366 2013.01.28 15:58 | |
| Пур маттур чăвашсем,Агабазар.Кĕрешÿ туйăмлисем те пур.Ачисене чăвашла ят хунă.Атт-анне теççĕ.Хăйсем те чăвашла кăна калаçаççĕ.Нумайăн вĕсем СУВАР фондра.Шел пулин те конгрессра пĕр çын та çук вĕсем пекки.   | |
