| Игорь Сайман // 1835.41.6544 2012.11.20 19:58 | |
| Ман шутпа, паянхи герой вăл - Эдуард Мочалов. Тата, паллах, унăн шанчăклă юлташĕсем! | |
| Тимер // 5574.4.5423 2012.11.21 16:16 | |
| Чăн-чăн паттăр вăл - Пил Тымарлан.Национальность палăртманшăн  Раççей паспортне паянхи кун та илместь.СССР паспорчĕпех почтăра,банкра таçта çÿреть.Чĕлхемĕре ун пек хÿтĕлекенĕ çук. | |
| Владимир // 6702.5.7023 2012.11.21 16:41 | |
| Халăха вăратса тапратса яма çăмăл ( 50% - алкоголиксем, 90% - ĕçсĕр лараççĕ). Малашлăхĕ аçта-ши? Тĕп тĕллев кирлĕ. Шутлас пулать. Çиччĕ виçсе пĕрре кас тенĕ. | |
| Игорь Сайман // 1269.40.9945 2012.11.21 16:53 | |
| 461 çул шутлатпăр ĕнтĕ:"Шуккап-шуккап та -маккап..." | |
| Игорь Сайман // 1269.40.9945 2012.11.21 17:02 | |
| Пил Тымарлан пирки илтнĕ эп. Хальхи паспортăн тĕп инкекĕ çапах та нацилехе кăтартманнинче мар. Унта чăвашла çур сăмах та çук -çав начар! | |
| Вихтăр // 1039.8.4424 2012.11.21 19:02 | |
| Тымарлан çинчен илтмелле кăна мар, унпа тĕл пулма тăрăшмалла. Унăн шалти мăнаçлăхĕ темле пусăрăннă çынсенче те шанчăк çуратать. Вот ку шăнăрлă çын! | |
