Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +10.3 °C
Если служащий всегда согласен с боссом, он бесполезен для бизнеса.
(Э. Хаббард)
 

Аçтахар Плотников: «Суварта»

Аçтахар Плотников11.12.2006 11:193724 просмотров

Константин Малышевпа пӗрле (Вместе с К. Малышевым)

Эрнекун Хусанта пултӑм. Хусана хӑнана каясси тӗп тӗллевӗ — «Сувар» хаҫат редакцине вӗсем валли тунӑ сайтпа усӑ курма вӗрентесси.
Хусанта мана К. Малышев хӑй кӗтсе илчӗ. Сӑмах май каласа хӑварасшӑн: Чулхуларан Хусана ҫити пуйӑс 9 сехет ытла каять :( /питӗ нумай станцӑра чарӑнать: Арзамас, Вӑрнар, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Канаш, Сергач, тата ыттисем. Канашрах ҫур сехет чарӑнса тӑчӗ.../. Пуйӑсра тата ыйӑх та килмерӗ (юнашар пӗри питӗ вӑйлӑ хӑрлаттаратчӗ)
К. Малышев мана питӗ нумай сӑнӳкерчӗк парса ячӗ. Вӗсене каярах кӗртӗп. Хӑйне те вӗрентрӗм ӗнтӗ галерейӑпа усӑ курма. Тата ҫавӑн пекех вал мана Хусан юрӑҫисен кассеттине, CD дискне парнелерӗ. Унсӑр пуҫсӑр тата эпӗ ун редакцийӗнче «Повествование о чувашах» кӗнекине куртӑм. Елена Енькка ҫырнӑ, 2001 ҫулта тухнӑ. Питӗ лайӑх кӗнеке! Каярах уйрӑм сайт туса кӗртес тетӗп. Шупашкарта вӑл кӗнекене эпӗ пӗрре те курман...
Ҫавӑн пекех К. Малышев мана орфографи словарӗн электронлӑ верси тума пуҫланӑ пайне пачӗ. Туса пӗтерме вӑхӑт ҫук тет. Вӑл ҫапла та пулӗ... Ҫемье — ҫемьех ҫав.
Ҫемье ҫинчен ҫырма пуҫларӑм пулсан — ҫакна та пӗлтерес-ха: К. Малышев Хусанта ача сачӗнче чӑваш ачисен ушкӑнне тӑвасшӑн. Ку ӗҫ ӑнӑҫлӑ вӗҫленессе сунатӑп, шанатӑп.

Сайтпа епле ӗҫлемеллине, паллах, вӗрентрӗм. Малтан, ҫырнӑ чухне йӑнӑшсем ҫуккӑччӗ — халӗ вара темшӗн тухрӗҫ. Вӗсене тӳрлетнӗ хыҫҫӑн Интернетра тепӗр чӑваш сайчӗ пулӗ тесе шанас килет. :)
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Станьял // 3802.23.6443
2013.10.16 22:42
Эстонири Айтар "чăваш сайчĕ" урлă сăвă тупса "Ăсатма ан тух" юрă хывнă. Юррине ноутбукпах итлерĕм. Пит аван. Çапла ман ват пуç çине телей ÿкрĕ. Платник Микулана тав тăватăп - Элеккан Айтара ман тĕле тупса панăшăн.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики