Сир, анне, чӳрече каррине,
Кармашать кун ҫути тӳпене.
Ах, аннеҫӗм-анне, кӗҫӗр йӑмӑк ҫукран
Чӗлкӗм куҫ ҫӗрӗпе эп хупман.
Ах, пулманччӗ капла нихӑҫан, —
Йӑмӑк халь те килмен вӑйӑран.
Уҫ, анне, кантӑка ик енне,
Ҫӗмӗрт кӑчӑк туртать хӑй патне.
Ах, аннеҫӗм-анне, мӑшӑрпа вӑйӑран
Йӑмӑк килчӗ киле — суя мар.
Ах, кӗмерӗ киле хапхаран,
Сывлӑм ҫийӗн ик йӗр юнашар.
Тух, аннеҫӗм, тух алӑк умне,
Именет пуль ҫӗн мӑшӑр кӗме.
Ах, аннеҫӗм-анне, йӑмӑка ан ятла,
Ыр сунса ыр кун-ҫул халалла...
Ҫил ачи сиксе шӑпӑр калать,
Шур сиренӗм туй ҫумӗ суйлать.