Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +6.3 °C
Cмех - сущность человека.
(Ф. Рабле)
 

Статьи

Сӑвӑ йӗркисем килӗшрӗҫ

  19.03.2009 20:41 | 5472 просмотров
Мана атте мӗн ачаран
Вӗрентнӗ хамӑр чӗлхепе
Эп пултӑм иксӗлми пуян,
Телейлӗ ӗмӗр тӑршшӗпе.

Ку йӗркесем Яков Ухсайӑн «Тутимӗр» трагедийӗн умсӑмахӗнчен:
http://chuvash.org/lib/haylav/1350.html

Мана питӗ килӗшрӗҫ. Эпӗ те, мана мӗн ачаран чӑвашла вӗрентнӗшӗн, чӑвашла пӗлнӗшӗн, хама пуян туятӑп!
 

"УҪӐ СӐМАХ" (!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!)

  18.03.2009 19:04 | 12369 просмотров
Мана васкавлӑн информаци кирлӗ! Шӑматкун валли чӑваш культура автономи центрӗсенен пуҫлӑхӗсенчен ҫак ыйтусем сине хуравсем кӗтетӗп. ЧНК пухӑвӗ валли хаҫат кӑлармалла. Эрнекун информацие пуҫтарса илсен шӑматӑн кӑнтӑрӗ валли (каҫпа мӗн калӑпламанни калӑпланӗ) информаци хатӗрӗ пулать. Тата чӑваш учителӗсен пухӑве ҫинчен информаци илмелеччӗ). Пулӑшӑр. Информер хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне таратмалла. ВАСКАВЛӐН КИРЛӖ!!!!!!!!!!!!!!


___ февраля 2009 года Юнеско в своем докладе о языках внес чувашский язык в список исчезающих языков мира.

Уважаемый _______________________________________, нам интересно узнать ваше личное мнение по этому печальному поводу.

Далее...

 

Суйлав

  16.03.2009 20:28 | 4338 просмотров
Сарӑту енче урӑх пуҫлӑха суйларӑмӑр.Вӑл Валери Клементьев.Саратав хулинче пурӑнать.
"ПАЛАН" ушкӑн Тутарстана,Пӑва районне,концерпа кайса килчӗ 6 тата 7 мартра.Балаково хули,Сарӑту ен.
 

Чӑваш чӗлхи хӑрушлӑха лекни пирки пӗлтерни

  16.03.2009 20:27 | 6871 просмотров
Кӑҫал нарӑсӑн 19-мӗшӗнче ЮНЕСКО хӑйӗн ҫухалакан чӗлхесен карттине кӑтартнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енре кӑткӑ йӑви пекех чупма пуҫларӗҫ — пирӗн чӗлхе хӑрушлӑхра иккен! Ку хыпар хӑш-пӗр ҫынсен пуҫӗнче чан ҫапнӑ пекех янраса кайнӑ курӑнать те вӗсем чупкалама тытӑннӑ. Ку хыпара пелмен ҫын юлмарӗ те пулӗ. Ку лайӑх-ха... эпир, ҫынсем, ҫухатнӑ чухне ҫеҫ япалана хаклама вӗренетпӗр. Ку чӑвашӑн инкекӗ мар, пур халӑхӑн та... Ҫапла май, тен, чӑваш чӗлхи ыйтӑвне те тӗплӗнрех пӑхма пуҫлӗҫ. Пурӑна киле, тен, ҫитес ҫула чӑваш чӗлхине те халаллӗҫ. Пӑхӑпӑр.
Ытларах чухне кун йышши хыпарсене Раҫҫейре пӗлтермеҫҫӗ — курмӑш пулаҫҫӗ те халӑх пӗлмесӗрех юлать.

Далее...

 

Шӑмӑ хуҫакансем

  13.03.2009 14:01 | 5414 просмотров
Февралӗн 3-мӗшӗнче Муркаш районӗн УИН пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи
Осипов Выколов Г. А. гражданинӑн аллине пӑрса хуҫнӑ. Выколов заявлени тӑратнӑ, Давлетшин следователь ку ӗҫе уйӑх хушши тӗпченӗ хыҫҫӑн Осипов мӗн хӑтланнинче преступлени составне тупман. Ӳкерчӗкпе тата ҫак ӗҫпе ҫыхӑннӑ документсем http://korupciya-edik.ucoz.ru/news/2009-03-13-35 адреспа выртаҫҫӗ. Мӗншӗн пирӗн республикӑра ун пек беспредела хӳтӗлекен следовательсем пур?
 

Пирӗн сайт ҫине куҫаракан каҫҫа кӗртме ыйтнӑ иккен

  04.03.2009 19:40 | 11626 просмотров
Cap.ru сайтри хӑна кӗнекине кӗрсе пӑхрӑм — ҫынсене мӗн пӑшӑрхантарать-ши тесе. Пӑхатӑп та — Нарсов Валерий Иванович Cap.ru сайтра пирӗн сайт ҫине каҫӑ лартма ыйтать. Кайран, тен, хуратма та пултарӗҫ тесе кунта кӗртсе лартас терӗм:
Уважаемые администраторы сайта! Я отправил письмо на чувашском языке, но к сожалению, Ваш сайт чувашские буквы обозначает кодировочными символами, в результате при опубликовании сообщения некоторые слова выглядят некорректно. А дело вот в чем: извините, может быть я ошибаюсь, но на мой взгляд на официальном сайте Чувашской Республики отсутствует баннер –гиперссылка на ЧУВАШСКИЙ НАЦИОНАЛЬНЫЙ САЙТ (( http://chuvash.

Далее...

 

Лоша

  20.02.2009 13:35 | 4993 просмотров
«Лошадь» сӑмаха вырӑссем тӗрӗксенчен илнине пӗлетӗп-ха. Ак халӗ ман пата хыпар ҫитрӗ — «Яндекс. Словари» проектра ҫӗнӗ сӑмахсар хушӑннӑ тет — «Школьный этимологический словарь русского языка». Ку словарь еплерех-ши тесе тӗрӗслес терӗм, «Лошадь» сӑмах шыраса пӑхрӑм.
ЛОШАДЬ. Искон. Суф. производное от лоша, в некоторых слав. яз. еще известного. Др.-рус. лоша < тюрк. алаша "лошадь, мерин".

Тем тесен те пирӗнтен, чӑвашсенчен (малтан пӑлхар ятлӑскерсенчен), йышӑннӑ ку сӑмаха! Авалхи вырӑс сӑмахӗ «а»-па пуҫланмасть. Пӗри унта «Лошадь» ← «лаша-ут» мӑшӑр сӑмахран пулнӑ тесе ҫырнӑччӗ-ха, эп вара ку шухӑш тӗрӗс мар тесе шутлатӑп.

Далее...

 

Чӑваш Республикинчи цензура

  17.02.2009 15:39 | 9701 просмотров
Цензурӑна Раҫҫейре тахҫанах пӑрахӑҫланӑ тесе калаҫҫӗ. Ҫапах та ку пулӑм Чӑвашра вӑйлӑ тымар янӑ пулмалла. Нумаях пулмасть (форумра ӑна "Ҫӗнӗ хаҫат" тесе темле akram палартнӑччӗ) "Взятка" хаҫата вуларӑм, ӑна тӳлевсерех пирӗн агрофирма председателӗ салатрӗ. Каласа панӑ, ку вӑл тӗрӗсех, типографие шыраса тупма питӗ хӗн пулнӑ иккен. Ара, кунта яланах чӑваш халӑх тӑшманӗсене шыраҫҫӗ. Патшалӑха хирӗҫ мар-и тесе ыйтаҫҫӗ.Пӗр фирмӑна тупнӑ-тупнах, анчах та тепӗр кун хаҫат илме пырсан вара типографире "Эпир хамӑр данныйсене хуратрӑмӑр" тесе пелтернӗ. Малтан ма вара пичетлеместпӗр тесе каламан.

Далее...

 

Ҫӗнӗ хаҫат

  16.02.2009 22:57 | 4934 просмотров
Ҫӗнӗ хаҫат тухнӑ терӗҫ. Алла тытса курман паллах. Анчах та электронлӑ майпа http://www.korupciya-edik.ucoz.ru/news/2009-02-13-30
каӑпа вулама пулать. Унтах комментарисене те ҫырма май пур
 

Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗ валли тунӑ логотип

  09.02.2009 10:49 | 5604 просмотров
Унччен ҫак логотипа курманччӗ-ха... Паян вара мӗнле те хыпар тупас тесе cap.ru сайта кӗтӗм те — куртӑм.
Ӳкерекенӗ мӗн палӑртасшӑн пулнӑ-ха? «2009» хисеп ҫинче халь тин ҫеҫ вӗҫсе каясла темле ҫын тӑрать. Тырӑ пучаххине тытнӑ та ун ҫине пӑхса киленет-и?.. Тен тырӑ пучаххи ҫинчен сӑвӑ ҫырасшӑн вӑл?.. Ҫук, тем тесен те, ку логотип ман кӑмӑла каймарӗ.
Эпӗ пулсан логотипра ӗҫлекен ҫынна, ӗҫченлӗхе тӗпе хурса хатӗрлеттӗм.
 
Страницăсем: 1, ... 328, 329, 330, 331, 332, [333], 334, 335, 336, 337, 338, ... 392
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)