Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +12.3 °C
Посещать и слушать злых людей-это есть уже начало злого дела.
(Конфуций)
 

Статьи

Пӗр ҫын валли тӑваткал метр

  21.12.2007 16:15 | 5191 просмотров
http://top.rbc.ru/society/21/12/2007/130976.shtml
Г.Полтавченко отметил, что в ЦФО пока не удалось достичь показателя в 1 кв. м введенного жилья на душу населения в год. "Этого показателя практически достигла Московская область в 2007г., в Белгородской области на душу населения введено 0,6 кв. м жилья, в Липецкой - 0,5 кв. м", - отметил он.


Чӑваш Енре ку кӑтарту епле-ши?
 

Индеецсем АПШна пӑхӑнасшӑн мар

  20.12.2007 13:08 | 5335 просмотров
http://top.rbc.ru/society/20/12/2007/130745.shtml
Ҫак каҫӑра вырнаҫтарнӑ информацине ӗненес пулсан индеецсем АПШран тухасшӑн, ӑна пӑхӑнасшӑн мар. Ирӗклӗх парӗҫ-ши?
Индейцы племени Лакота, которые проживают на территории пяти американских штатов, объявили о разрыве договора с Соединенными Штатами, который был заключен около 150 лет назад, и выходе из состава этой страны.

Как сообщают американские СМИ, об этом заявил один из руководителей индейцев Рассел Минс, который посетил посольства Боливии, Венесуэлы, Чили и ЮАР, где сделал заявление о независимости.

Далее...

 

Кусемпе тапӑҫма вӑй ҫук ӗнтӗ...

  16.12.2007 21:56 | 4839 просмотров
http://newtimes.ru/news/2007-12-10/2007-12-10-23

Енчен те вӗсемшӗн 10 пин доллар укҫа ҫуп-ҫап пекех пулсан епле вӗсемпе тапӑҫӑн-ха ӗнтӗ... Ун чухлӗ укҫапа тем те тума пулать пулӗ... Сӑмахран, мӗнле те пулин халӑха ҫӗр ҫинчен тасатма... Эх, самани...
 

Йӗлме йӗлтӗр...

  15.12.2007 13:18 | 6339 просмотров
Йӗлтӗрпе малтанхи канмалли кунах кайса ярӑнасшӑнччӗ, анчах та кахалланнине пула ун чухне каймарӑм. Малтан шӑматкун ҫывӑрас килнипе каймарӑм, вырсарникунне те тем вырӑн ҫинчен тӑрас килмерӗ.
Хальхинче вара шухӑшласа хунӑ ӗҫе пурнӑҫларӑм — ҫывӑрса тӑранман пулин те тухса утрӑм йӗлтӗр базине. Ку хутӗнче эпӗ Юманлӑха (Дубравный) каяс темерӗм (унта инҫе — хула тепӗр енӗ. Ҫитмех сехет ытла кирлӗ — Чулхула Шупашкар пек пӗчӗк мар), Щёлоково хуторне ҫитес терӗм. Вырнаҫма та инҫе мар вырнаҫнӑ, ҫитме те меллӗ — трамвай ҫине лармалла кӑна.
Ҫитнӗ хыҫҫӑн аран-аран шыраса тупрӑм йӗлтӗр базине.

Далее...

 

Википедире ӗҫлеме пӑрахатӑп

  13.12.2007 16:13 | 4875 просмотров
Халӗ шутларӑм, шутларӑм та Википединче ӗҫлеме чарӑнас пулӗ терӗм. Ытларах chuvash.org сайт ҫине куҫарас терӗм — Чӑваш Ен, районӗсем, ҫыннисем ҫинчен питӗ сахал информаци тупма пулать. Паллах, эпӗ ку сайт валли ҫырнӑ информацине Википедине кӗртме май пулӗ.

Википедирен те пачах ҫухалмастӑп — вандалсем алхаснирен сыхлӑп, йӑнӑшсене тӳрлетӗп (пысӑк йӑнӑшсене тӳрлетме вӑхӑт пулмӗ пулӗ тетӗп).
 

Чувашский космонавт

  08.12.2007 21:06 | 5253 просмотров
Интереслӗ... Ак ҫакӑн пек текст вуларӑм:

Более того, чуваши были единственным народом, которому, при всей национальной иерархичности СССР, было позволено иметь не только свою территориальную автономию, но и своего космонавта. Все эти факторы, в меньшей или большей степени, влияли на развитие чувашской историографии.

Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче чӑнах та ытти республикӑсен хӑйсен космонавчӗсем пулман-ши?
 

t.Asja

  07.12.2007 14:15 | Изменить | Удалить | 4129 просмотров
MOJA NOWAJA ASKA 432-396-693;
OTWE4U WSEM
 

t. Asja

  06.12.2007 17:23 | Изменить | Удалить | 4277 просмотров


MOJA ASKA 432-396-693
ESLI 4TO,PISHITE.
 

Чӑваш халӑх академийӗн член-ассистенчӗ

  30.11.2007 14:39 | 5500 просмотров
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш халӑх академийӗн черетлӗ ҫулталӑк пухӑвӗ иртрӗ. Мана хайхи член-ассистента йышӗнчӗҫ. Чӑваш халӑх академийӗнче ытларах таврапӗлӳҫӗсем — ҫулларан пуҫласа эпӗ хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ те /ялсене ӳкерсе ҫӳренӗшӗн Станял мана тӳрех хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ ятне пачӗ/.
Академи пухӑвӗ мана ҫынсемпе паллашма май пулнипе питӗ килӗшрӗ. Хампа перле илсе тухнӑ 20 визиткӑна пурне те валеҫсе пӗтертӗм. Ҫитмерӗ те...
 

Чӑвашла ҫырма пӗлменскерсене

  30.11.2007 13:00 | 5020 просмотров
Час-часах Чӑваш тулашӗнче пурӑнакансем «эпӗ чӑвашла пелетӗп-ха... анчах та чӑвашла ҫырма пӗлместӗп. Ҫавӑнпа та чӑвашла ҫырмастӑп» тесе тӳрре тухасшӑн. Ман шутпа ку кахала пени кӑна. Тӑрашсан ҫырма пулать! Юлашки вӑхӑтра Тимӗрке Митяй ҫырнине вулатӑп та — йӑнӑшсем питӗ сахал тӗл пулаҫҫӗ — чӑвашла ҫырма вӗренсе ҫитрӗ-ҫке! Тана Chavash'а илер. Ӑна никам та чӑвашла ҫырма вӗрентмен. Ачи чӑвашла лайӑх та пелмест, анчах та ҫырнӑ чухне лайӑхах чӑвашла ҫырать.

Мен каласшӑн-ха ӗнтӗ? Ан кахаланӑр, ан вӑтанӑр — чӑвашла ҫырма вӗренсе ҫитетерех. Чӑвашла ҫырнӑ текстсене ытларах вулӑр — ку та самай пулӑшать.

Далее...

 
Страницăсем: 1, ... 327, 328, 329, 330, 331, [332], 333, 334, 335, 336, 337, ... 372
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)