Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Легче простить врага, чем друга.
(Ницше)
 

Статьи

Каток-ачасен саванасе.

  23.01.2012 15:32 | 4379 просмотров
Каток - ачасен саванасе!Шамарша район хыпаре.Хальхи вахатра сыва пурнас йерки пирки нумай каласассе.Савна асра тытса Васан ялен самракесем кар тарса каток турес.Ку чанах та час пулакан ес мар.Малтанах весем укса-тенке шырама пусларес.Сак ыра есе пурте хапал туса йышанчес.Ялти уксалла самраксем кана мар,хулара пуранакан самраксем те сак есе кар тарса хутшанчес.Кам тимер тупса паче,кам варман каларса паче,кам сере тикеслесе хайар турттарса паче.Терессипе ватти - ветти никам та аяккинче юлмарес.Сапла кар тарса еслесе ял варринче пысак каток пулса таче.

Далее...

 

Папа, мама. Эпӗ чӑвашлах калаҫма вӗренесшӗн

  23.01.2012 10:20 | 5094 просмотров
Ку ӳкерчӗке эп «Пионер сасси» хаҫатӑн 1989 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче тухнӑ кӑларӑмӗнче тупрӑм.
 

Киремет. Чӑвашла комикс (1989)

  22.01.2012 20:44 | 6702 просмотров
Ку комикса та «Пионер сасси» хаҫатӑн 1989 ҫулсенчи кӑларӑмӗсенчен илнӗ.







 

Улӑп. Чӑвашла комикс (1989)

  22.01.2012 19:36 | 5295 просмотров
Ку комикса эп «Пионер сассин» 1989 ҫулхи кӑларӑменче шыраса тупрӑм. Вӑл вӑхӑтра эп астӑвасса кашни килте нумай хаҫат-журнал ҫырӑнса илетчӗҫ. Эпир те мӗн кӑна ҫырӑнмастӑмӑр пулӗ — «Пионерская правда», «Пионер сасси», «Советская Чувашия», «Юный натуралист», «Хатӗр пул» тата ытти хаҫат-журнал.
Шӑпах ҫав вӑхӑтра хаҫатсенче ман шутпа пӗрремӗш комикссем туха пуҫларӗҫ. Анӑҫри культурӑра ку ӳнер самай сарӑлнӑ пулсан пирӗн ҫӗршывра пӗрремӗш утӑмсем кӑна тӑватчӗҫ. 20 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн калама пулать — ҫирӗп ура ҫине тӑраймарӗ ҫак ӳнер.
Ачалахри комикссене аса илсе ӗнтӗ эпӗ паян наци вулавӑшне кайса вӗсене тупас терӗм.

Далее...

 

Суйлав пуҫланчӗ пулмалла...

  22.01.2012 10:20 | 3538 просмотров
Пирӗн районта суйлав пуҫланчӗ пулмалла... Вимҫӗм кун района Шупашкартан тӳре-шара десанчӗ вӗҫсе ҫитнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, кӗҫех революци пулмалла, вара пурнӑҫ арканса каять имӗш. Революцине йӗркелекенсем - американецсем. Апла ан пултӑр тесен, кашни пӗчӗк тӳре-шаран хӑйӗн ҫыннисемпе кашни суйлавҫа патне тухмалла, ҫакна ӑнлантармалла. Районти бюджетниксене ҫак ӗҫе 100%-ех кӳлсе янӑ. Халӗ вӗсем пикенсех список тӑваҫҫӗ. Ҫак список тӑрӑх вӗсен тӗрӗслемелле: суйлава кайнӑ-и вӑл е кайман. Кайман пулсан хистемелле. Каймасан пуҫлӑха шанкӑравласа каламалла.

Далее...

 

«Всеумейка» ачисем чаплӑ мультфильм курнӑ...

  15.01.2012 22:32 | 4654 просмотров
Ҫапла пӗлтерет Шупашкар районӗн официаллӑ сайчӗ. «Всеумейка» вӗренӳ пӗрлешӗвне ҫӳрекен ачасем хӑйсен ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ кӑна мар иккен, канма та пӗлеҫҫӗ. Шупашкарти «Мир Люксора» кайса «Иван Царевичпа Кӑвак кашкӑр» мультфильм курса тӗлӗннӗ тет. Уйрӑмах вӗсене режиссёр фантазийӗ, спецэффекчӗсем (каҫарӑр та ку сӑмах валли чӑвашла вариантне шырама вӑхӑт ҫук. Эсир сӗнсен — аван пулӗччӗ) кӑмӑлӗсене тыткӑнланӑ иккен.
Мӗн калас ку мультфильм пирки хам та пӗр-ик сӑмах ҫырас шухӑш пурччӗ.

Далее...

 

Хамӑр твансем патӗнче / «Екрем» ушкӑн

  15.01.2012 19:33 | 5672 просмотров


«Ҫӑлкуҫ» хупахра кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче «Сурхури» уявӗнче ӳкернӗ.
 

Патшалӑх Думин суйлавне пӑрахӑҫламаллах....

  04.01.2012 10:06 | 15041 просмотров
Участники оргкомитета митингов "За честные выборы", прошедших в декабре в Москве, собрали рабочую группу, которая займется сбором подписей под обращением в Верховный суд с требованием признать выборы в Госдуму 4 декабря недействительными, сказал РИА Новости во вторник член движения "Солидарность" Михаил Шнейдер.
Согласованные с властями митинги "За честные выборы" прошли в Москве 10 и 24 декабря. По данным столичного управления МВД, участниками акции протеста на Боблотной площади стали 25 тысяч человек, на проспекте Академика Сахарова - 30 тысяч.

Далее...

 

Чун ыратать теҫҫӗ

  31.12.2011 14:24 | 9132 просмотров
Паян куҫ умне пӗр вырӑс хаҫачӗ тӗл пулчӗ. Унта хайхи пӗр хӗрарӑм хӑйӗн чунне пырса тивнӗ ӳкерчӗк пирки каласа парать.
Хайхи ҫулла, тет, тӑван яла кайма тиврӗ тет. Курган облаҫӗнче вырнаҫнӑ яла ҫитме те йывӑр пулчӗ тет — ҫул ҫук, пуррине те йывӑр тиенӗ машинсем пӑсса пӗтернӗ тет. Аран-аран ҫитнӗ хайхи... Мӗн курнӑ-ха вӑл ялта? Пуш-пушах ларать тет. Хӑтлӑ ҫуртсем тӑлӑххӑн лараҫ тет. Кунтах Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк тет. Хӑрушӑ иккен, чуна ыраттарать кунашкал ӳкерчӗк. «Халӗ кам килӗ-ши ӗнтӗ вӗсене асӑнма?» — ыйтать вулакансенчен вӑл.

Далее...

 

"Хыпар" сайчӗ

  27.12.2011 09:27 | 4916 просмотров
Йӑхташӑмӑрсем! Пирӗн, чӑвашсен, тӗп хаҫат - "Хыпар". Анчах мана унӑн сайчӗ питӗ кӑмӑла пымасть: меллӗ мар, грамматика пирки те асӑрхаттарусем сахал мар тума пулать (мӗн тени пулать вӑл "чӑваш радиови"?). Сайтне ҫырса яма хӑтланса пӑхрӑм - вӑтам ӑслисем валли мар иккен, пӗр енлӗн кӑна ӗҫлеҫҫӗ. Нивушлӗ "Хыпарта" компьютера кӑшт лайӑхрах пӗлекен ҫын ҫук-ши? Хӑвӑрӑн шухӑшӑрсене пӗлтерӗр, тархасшӑн.
 
Страницăсем: 1, ... 295, 296, 297, 298, 299, [300], 301, 302, 303, 304, 305, ... 383
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)