Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +11.3 °C
Женщины скорее могут преодолеть свою страсть, чем свое кокетство.
(Ф.Ларошфуко)
 

Статьи

ТӖРӖС ҫырмалли йӗркевсене... ТӖРӖС ӑнлантармалла

  06.11.2014 18:25 | 8287 просмотров

Орфографин, Пунктуацин, Грамматика Нормисен, Лексикологи Ыйтӑвӗсен Шурчанов юлташ хӑй вӑхӑтӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ йӗркевӗсем пур. Халӗ вӑйра тӑраканнисем.

Чылайӑшне ҫавӑ килӗшмест. Уйрӑмах леш хайхи пӗрле, уйрӑм е дефиспа ҫырас ыйтусем пӑлхантараҫҫӗ.

Кивӗ йӗркевсем патне таврӑнасси пирки пӗрмай ыйту хускатаҫҫӗ.

Анчах та ҫыру культурине апла тумасӑрах лайӑхлатма пулать. Мӗншӗн тесен вӑйра тӑракан йӗркевсем пӗрле ҫырма чармаҫҫӗ.

Кам та кам правилӑсене вуласа курнӑ, ҫавӑ ҫакна питӗ аван ӑнланать.

 

Вилес умӗн этем мӗн ҫинчен куллянать -ши?

  06.11.2014 10:16 | 3560 просмотров

Манӑн инке нумай ҫул хушши реанимацинче ӗҫленӗ. Вилме вӑхӑт ҫитнӗ ҫинсемпе пайтах калаҫса ларма тивнӗ унӑн. Патне ҫитнӗ ҫинсен шухӑшӗсене инке хӑй ӑшӗнче тытма йывӑр пулнӑран килтисемпе калаҫса чунне уҫатчӗ. Эпӗ вара вӑл каласа кӑтартнине ҫирса хутӑм. Инке каланӑ тӑрӑх ҫак ҫинсем тӗлӗнмелле ҫуталса ҫемҫелсе каяҫҫӗ, пурнӑҫ ҫинчен пайтах урӑхла, пурнаканнисем евӗрле мар шутлаҫҫӗ иккен. Ҫав шухӑшсенчен чи кӑтартуллисем.

1)"Пурнӑҫра пӗр куна та хама кирлӗ пек, хама килӗшнӗ пек пурӑнса ирттереймерӗм»

2)«Тӗрӗс мар утӑмсем тунӑран мӗн пур ӗмӗтсен ҫур пайне те пурнӑҫлаймарӑм»

3)«Турӑ сывлӑхпа ирӗклӗх парнеленӗ чухне, ниме тӑман ӗҫсемпе хам вӑйа тата чуна пусмӑрласа ирттертӗм»

4)«Ӗмӗрӗпе ӗҫлерӗм, уссине те ыррине те кураймарӑм: ачасем те хамсӑрах ҫитӗнчӗҫ,тӑванпа та, юлташпа та, арӑмпа та ӑшшӑн ларса калаҫаймарӑм»

5)«Ҫин умӗнче ыра пулас тесех пӗрре те хам шухӑша куҫран, туррӗн, уҫҫӑн каласа пама вӑй-хал тупаймарӑм»

6)«Телей хам алла хӑйех пырсассӑн та, ӑна тытса упраса пурӑнма пӗлеймерӗм»

7)«Кулас килнӗ чух макӑртӑм, макрас килнӗ чух култӑм, пӗрре те хампа хам хуҫа пулаймарӑм»

 

Пурнӑҫ кустӑрми. Пушсӑмахлӑхсем.

  04.11.2014 11:48 | 3692 просмотров

. Парашют сутатӑп: пӗрре те уҫӑлман, кӑштах кӑна юнпа вараланнӑ.

 

. Паян мана анне кайлах хӑй тӗлӗкенче курчӗ.

 

. Мӑкӑньпе киле ӗҫрен таврӑнтӑм. Ушӑ ҫӑраҫине вырнаҫмарӗ.

 

. Анне мана сухал хырма вӗрентрӗ.

 

. Арканнӑ машинӑн кантӑк ванчӗкӗ ҫинче «Туй» тесе ҫирнӑ.

 

. Иксӗмӗрӗн канмалли пӲлӗмре икӗ сасӑ. Темшӗн шаккатӑп.

 

. Куҫ кӗски мана куҫ хӗсрӗ.

 

. Каҫарсам, салтак, атӑ мӑшӑрпа кӑна сутатпӑр.

 

. Тухтӑр ҫинна ҫӑлать. Ҫинни Турра тав тӑвать.

. Ют ҫин - Юлташ - Чи ҫивӑх тус - Савни - Ют ҫин.

Далее...

 

Туристсем валли космоса ҫул хупӑнмӗ-и?

  02.11.2014 10:42 | 3682 просмотров

Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче SpaceShipTwo суборбиталлӑ космос карапӗ Калифорнинчи Мохаве пушхирӗнче йӑтӑнса аннӑ. Ун пирки карапа тунӑ Virgin Galactic компани (унӑн хуҫи Британи миллиардерӗ Ричард Брэнсон иккен) пӗлтернӗ.

Карапа тытса пынӑ икӗ пилотран пӗри вилнӗ-мӗн. Инкек сӑлтавӗ хальлӗхе паллӑ маррине пӗлтереҫҫӗ. «Би-би-си» эфирӗнче тухса калаҫнӑ Британи астрофизикӗ Дэвид Уайтхаус шучӗпе инкек сӑлтавӗ карапра топливо сирпӗнни пулма пултарать.

Тӗрӗслев мелӗпе карап 2010 ҫулта пуҫласа тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе хӑпарнӑ.

Далее...

 

Майкл Бак 240 долларпа пӳрт хӑпартнӑ

  01.11.2014 18:30 | 3204 просмотров

Чылайӑшӗ ҫурт ҫӗклес е туянас тесе банкран кредит илет те ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех тӳлет. Аслӑ Британири Майкл Бак ҫак ҫула суйламан. Вӑл 240 доллар тӑкакласа… ҫурт лартнӑ.

59 ҫулти фермер хӑйне евӗр «коттедж» ҫӗклесе лартнӑ. Строительство ӗҫӗ 8 уйӑх пынӑ. Тӗлӗнмелле те, ӑна тумашкӑн пӗр инструмент та кирлӗ пулман. Ку технологие кивӗ кӗнекере тупнӑ.

Стенасене тумашкӑн фермер тӑм, хӑйӑр, улӑм, шыв, тӑпра хутӑшӗпе усӑ курнӑ. Тӑрри 300 тӑваткал метр. Ӑна улӑмпа витнӗ. Уйрайне кивӗ коттеджран илнӗ.

Далее...

 

Рекордсен кӗнекине кӗме пултарнӑ хӑйне евӗр пулӑмсем

  01.11.2014 18:02 | 3713 просмотров

Рекордсен Гиннес кӗнекине кам кӑна кӗмен пулӗ? Ӑна тишкерме яланах кӑсӑклӑ. Уйрӑмах тӗлӗнмелле, хӑйне евӗр ӗҫсем тунӑ ҫынсем пирки пӗлме интереслӗ.

Нью-Йоркра FAO Schwarz куравра паллӑ кондитер Алэн Роби шӑккалатран чи пысӑк конструкци тунӑ. Вӑл – 6,1 метр ҫӳллӗш.

 

2009 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Винковси хулари поварсен ушкӑнӗ тӗнчери чи вӑрӑм кӑлпассие хатӗрленӗ. Вӑл – 530 метр тӑршшӗ.

 

11 ҫулти арҫын ача хӑйӗн ҫуралнӑ кунне пичӗ ҫине 43 шуй вырнаҫтарма ирӗк панӑ.

Далее...

 

Валери Туркай «Салам» хаҫата панӑ интервью

  01.11.2014 14:19 | 38673 просмотров

«Салам» çырни тӳрре тухрĕ: «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ Каçал чăвашех пулчĕ — Валери Туркай

 

Чăваш халăх поэчĕ чăваш халăх хаçатне ертсе пыма пуçласан пĕрремĕш интервьюне «Салам» хаçата пачĕ

 

Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствинче «Хыпар» издательство çурчĕн директорне-тĕп редакторне суйлас енĕпе конкурс пулнă. Тăваттăн хутшăннă унта: ЧР Ялхуçалăх министерствин ĕçченĕ Александр Кириллов, «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов, «Самант» фирма ертӳçи Петр Михайлов тата Чăваш Республикинчи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ ыркăмăллăх фончĕн пуçлăхĕ Валери Туркай.

Далее...

 

Ҫармӑссен картти

  30.10.2014 11:04 | 4022 просмотров
mariel.jpg

 

Ӳкерчӗк ҫине пуссан ҫармӑсла тунӑ Мари Эл карттине уҫласа илме пулать. PDF форматпа вӑл.

Эп пӗлнӗ тӑрӑх ҫармӑссен кӑна хӑй чӗлхипе пур, ытти республикӑсен ҫук пулас...

 

Ҫӗршыва уйӑрма пӑрахӗҫ пулмалла

  29.10.2014 19:30 | 10595 просмотров

Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнелле вӗрет теҫҫӗ те, ак, Туркай та «Хыпарта» ҫӗнӗ йӗрке тума пуҫланӑ пулас.

Патшалӑх шайӗнче тахҫанах ҫӗршыв саланасран хӑраса ятарлӑ саккунсем кӑларчӗҫ, тӗрмепе хӑратма пикенчӗҫ. Апла-и, капла-и, пирӗн хӑш-пӗр «ӑслӑ» пуҫсем чӗлхери «ҫӗршыв» сӑмаха уйрӑм ҫыртарма пикенчӗ: «ҫӗр-шыв». Дефисӗ пӗр енчен уйрӑм ҫырни мар та-ха, анчах ҫав-ҫавах сӑмаха вуланӑ чухне татнӑ-вакланӑ сӑмахсене ҫӗвӗпе ҫыхӑнтарнӑ евӗрехччӗ. Апла ҫыртарни самай тавлаштарчӗ хӑй вӑхӑтӗнче, хаҫатра та темиҫе статья пичетленсе тухрӗ.

Халь ӗнтӗ, Туркай килнӗ хыҫҫӑн, ку сӑмаха хаҫатра пӗрле ҫырма пуҫланӑ пулас.

Далее...

 

Кӗпер

  27.10.2014 21:15 | Изменить | Удалить | 3476 просмотров

Аслӑ-Арапуҫ ялепе Анат- Чакӑ ялне сыпантаракан кӗпере икӗ енӗпе те,ҫынсем ҫӳремелли енесене тимерпе хупласа хунӑ.Ҫумарла- лачакаллӑ ҫанталӑкра вара ,шкул ачисем машинсем сирпӗтнипе пыльчӑкпа вараланаҫҫӗ. хулара ҫынсем валли ятарласа ҫуран ҫӳрекенсем валли ҫул туса параҫҫӗ,ялта вара пурине те хупса хураҫ. тата машинсем те ҫумранах иртсе каяҫҫӗ.хӑҫан туса парӗҫ ӗнтӗ?

 
Страницăсем: 1, ... 253, 254, 255, 256, 257, [258], 259, 260, 261, 262, 263, ... 372
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)