Пиçен


Кавăнпа пиçен


Пиçен кĕрет пĕр ешĕл пахчана,

Курать те Кавăна:

«Пурнăçласамччĕ, — тет, — эп ыйтнине,

Шеллеччĕ мĕскĕн Пиçене.

Çынсем мана хăртасшăн.

 

Хăтарччĕ вилĕмрен, тархасшăн.

Епле хитре те сарлака сан çулçусем!

Вĕсемпеле мана хӳтĕлесем». —

Вăл лăпсăр-лапсăр Кавăна

Тăван пек йăлăнать.

 

Хĕрхенчĕ Кавăн Пиçене:

«Хӳтĕлесем çавна, — теейрĕ çулçине. —

Вăл та ӳсентăран вĕт.

Кунта ăна çум çумлакан хăратмĕ».

 

Ӳсет Пиçен

Ыр тусĕ хӳттинче.

Анчах туймасть-çке лешĕ-мурĕ:

Ун çумĕнче — киревсĕр курăк.

Кунран кунах

Вăл хавшатать хăйне çăлакана.

Пиçен чечекĕ


Ытараймасăр-ши кĕрен тĕсе,

Е: «Кĕр енне чечек пулмасть», — тесе

Эп татрăм пач туймасăр чикнине

Пиçенĕн илĕртӳллĕ çеçкине.

 

Анчах пиçен пăхма кăна чечен,

Ытла та хăвăрт шанчĕ çак чечек.

Илемĕ унăн пычĕ пĕр куна,

Кӳмерĕ савăнăç пачах мана.

 

Пĕлетĕп: вăл çум курăкĕ кăна.

Мĕн-ма васкарăм-ши татма ăна?

Çаран çинче хитре чечек нумай,

Пĕлмерĕм пулĕ тимлĕрех пулма.