Элшел


Галина Кĕмĕл


Сăвăç — пике, Галина Кĕмĕл,

Ентешсемшĕн эс — таса кĕмĕл,

Элшел ялĕн хитре шăпчăкĕ,

Çурхи кĕмĕл ландыш чечекĕ.

 

Кĕмĕл шывĕпелен çыратăн,

Чуна тивекен сăввусене.

Капитан-мĕн эс шутланатăн,

Пуçаратăн милици ĕçне.

 

Пурăнатăн эс Шупашкарта,

Тăхăрьял тăрăхĕнчи чечек.

Çут кĕмĕлĕн ялан ялтăртат,

Ирхи кĕмĕл сывлăм пĕрчи пек.

 

Пĕр систермесĕр, ватлăх çитсен,

Çӳçӳсем санăн кĕмĕлленсен,

Çырăнччĕрех кĕмĕл сăвăсем,

Мăнаçланччĕр тус-тăванусем.

«Тăван çĕршыв, чăваш чĕлхи...»


Тăван çĕршыв, чăваш чĕлхи,

Алран кайми аки-сухи,

Пурте кунта — чи малтанхи,

Чĕрен тĕп мулĕ, чи пахи.

 

Кунта тӳпе те çутăрах,

Хĕртет хĕвелĕ хытăрах.

Хура тăприйĕ кăпăшка,

Çăл куçăн шывĕ йăлтăркка.

 

Кунта юратнă çыннăмсем,

Атте-анне, ман тăвансем,

Кӳршĕсемпе юлташăмсем,

Ял-йышăм манăн — Элшелсем.

 

Ытарайми чăвашăмсем,

Сăпайлă, ырă ĕçченсем.

Çĕр пин юрри, çĕр пин тĕрри,

Сим пыл пекех чăваш сăри.

 

Чăваш сăмахĕ — чун ăшши,

Йăли-йĕрки, чăваш ташши,

Кашни çăка, кашни йăмра —

Ĕмĕрлĕхех ман халăхра.

Тăхăрьял мухтавĕ


(Легенда)

 

Тăхлан шывлă Сĕве кукринче

«Шуйттан тĕмĕ» текен вырăн пур.

Хĕл çитсен ун тăрри — кĕленче,

Ял енне вĕçтермест шурă юр.

 

Çак синкерлĕ, усал вырăна

Пĕр енчен хӳтĕлет сĕм вăрман.

Кăнтăрпа хĕвел тухăç енне

Çул туман, çӳллĕ сăрт пулнăран.

 

Çурçĕре ултçĕр утăм тусан,

Сарăлса ларать ватă Элшел.

Ку ялтан çичĕ çухрăм утсан

Куç умне тухать сарă Пӳркел.

 

Çак ялсем тахçанах, ĕлĕкех

Пулнă тет хальхинчен те ĕлккен.

Çак ялсен варринче пур масар,

Нихăçан та ăна манар мар.

 

Ылтăн-тимĕр нихçан тутăхмасть,

Чĕрене витнĕ шар манăçмасть.

Кам илтмен ун çинчен — илттĕрех,

Масарта кураймастăн хĕрес.

 

Ак пĕрре Элшелсем ĕç пĕтсен

Пуçтараççĕ хăна килĕрен.

Хăнасем пулнă тăхăр ялтан:

Тăхăр хĕр, тăхăр каччă пĕр тан.

 

Сакăр кун ĕçсе çинĕ пĕрле,

Анчах тăххăрмĕш каç сĕм çĕрле

Кăнтăртан килсе тухнă тăшман,

Малалла

«Тăван Енĕм, Тăхăрьялăм...»


Тăван Енĕм, Тăхăрьялăм,

Чĕрери суран...

Эп ăçта кăна пулмарăм —

Эс чунрах ялан.

 

Ав Элшелĕ, Раккассийĕ.

Çут Шемек кунтах.

Ĕскӳлпелен Кив Мертлийĕ

Çума-çумăнах.

 

Элшелпелен юнашарах

Шурă Раккасси.

Янăратчĕ кашни каçах

Купăсăн сасси.

 

Çак ялта çуралнă, ӳснĕ

Валентин Урташ,

Юлнă халăхра ун чунĕ,

Вăл — ман хурăнташ.

 

Савнă каччă Киштекренччĕ,

Юман йăхĕнчен.

Ĕмĕрĕ кĕске ун пулчĕ,

Уйрăлчĕ пиртен...

 

Киштекрен инçе те мар-ха

Пĕчĕк Таккавар.

Эп унта чылай пулман-ха,

Çыннисем — вăр-вар!

 

Аслă çулпалан кайсассăн —

Пӳркел йăмрисем.

Унти тутарпа чăвашăн

Туслăх саккисем.

 

Кушкăри шкулта ĕçленĕ

Çамрăк чух атте.

Вулама, çырма вĕрентнĕ

Хĕре-йĕкĕте.

 

Элшел ялĕ — вăйăм-халăм,

Манăн тĕп кĕтес.

Асран кайми тăхăрьялăм,

Эсĕ — ман хĕрес.