Пушкăртстан


Туссен çĕрĕнче


Çӳрен хĕвеллĕ Пушкăртра

Çӳретĕп эп эрне.

Мĕн чухлĕ шыв çак вăхăтра

Тăванлăх кĕперне

 

Сарса хумарĕ çул çинче?

Мĕн чухлĕ хыр-вăрман

Хăйсен янравлă юрринче

Пире телей сунман?

 

Уй анлăшĕ, çаран тăршши

Саламлă пур çĕрте.

Турамăш курăкĕн шăрши

Симпыл пек ӳсĕртет.

 

Тӳпе кăвак ирпе тăрсан.

Кăнтăрлапа тинкер —

Шевле çуса тасатнăран

Хĕр куçĕ пек сенкер.

 

Çăлкуç чĕнет-и хăй патне —

Пыратăн тĕлĕнсе:

Миçе валак тăсать алне

Тулли курка сĕнсе?

 

Туремлĕхрен кăштах иртсен,

Çул ту çине хăпар

Кунта çил çулĕ, хăй çинчен

Урал ярать хыпар.

 

Туйса пуль ырă хыпара

Приютовă енче,

Белебейре, Юлтазара

Çĕрле çап-çут тĕнче.

 

Эп астăватăп: çитнĕ каç,

Туймазара ансан,

Пирĕн йышри пĕр хĕрупраç

Шалт кайнăччĕ ăнран.

 

Вăл вакунра вăраннăскер,

Çутта пăхать ун-кун:

— Тархасшăн калăр, ку мĕскер —

Малалла

Чăвашлăха упракансем


Ивановпа Ухсай çуралнă

Пушкăрстанра, Слакпуçĕнче

Чăвашлăха вĕсем упранă,

Илем тĕнчи — чунĕсенче.

 

Вĕсен сăввисене вулатпăр

Чун- чĕрепе аван туйса.

Авалхине чунпа туятпăр

Мала пыратпăр ăнтăлса.

 

Çулсем иртсессĕн те кивелмĕç

Нихçан вĕсен хайлавĕсем.

Чăвашлăха пĕтмешкĕн памĕç

Тутимĕрсем те Нарсписем.