Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XVII сыпăк
— Ой-ой! Виçĕ сехет хушши пĕр туртмасăр епле чăтрĕ вăл?
— Кам пĕлет ăна. Тен, малтан лайăхрах паклаттарса тухнă пуль, — шухăшламасăр тенĕ пекех персе ячĕ Униçĕм.
Коридорти çынсем пурте кулса ячĕç. Çак вăхăтра правлени алăкĕ уçăлчĕ те, председатель çынсене кĕме ыйтрĕ.
— Пухăнса çитнĕ пулас. Айтăр, кĕрĕр. Ларăва пуçлăпăр, — терĕ.
Колхозниксем кĕпĕрленсе председатель пӳлĕмне кĕчĕç.
Улатти алăк патĕнчи кĕтесе, чи вăрттăн вырăна, вырнаçрĕ. Ларура пурте колхозри ятлă-сумлă çынсем. Парторганизаци секретарĕ, бригадирсем, ферма заведующийĕсем, чи хисеплĕ колхозниксем. Улаттие кунта темшĕн хăй йăнăшпа лекнĕ пек туйăнчĕ. Халь-халь тухса кайма хушасса кĕтсех ларчĕ вăл. Анчах никам та ун еннелле тинкерекен, ун ятне асăнакан тупăнмарĕ-ха. Çакă Эльба салтакне татах пăшăрхантарчĕ. «Асăрхаман пулĕ-ха вĕсем мана», — шухăшларĕ вăл. Юлашкинчен Улатти тӳсеймерĕ, хуллен çĕкленчĕ те:
— Лаврентий Павлович, манăн кунтах лармалла-и? — тесе ыйтрĕ. — Йăнăшпа лекмен-и эп кунта?..
— Çук, йăнăшпа мар. Правлени ларăвне ятарласах чĕнтĕмĕр. Активистсен шутĕнче тăратăн эсĕ халь. Ырă колхозниксен шутĕнче. Малашне колхозри ыйтусене пĕрле татса парăпăр. Йăнăш татса парсан мана çеç мар, сана та çамкаран шаккĕç, — шӳтлесе ăнлантарчĕ ăна председатель.
— Улаттин картлă çамки шаккамалăх пур-ха, — сăмах тĕкрĕ Пракка.
Ларура чи малтан тырпула тĕрĕс-тĕкел пăхса ӳстересси çинчен калаçрĕç. Колхоз агрономĕ Лида Калашникова кашни бригадăри ĕçех тĕплĕн тишкерсе, мухтаса, тиркесе тухрĕ. Çак лутрарах, пăрчăкан пек вăш-ваш Лида куçĕнчен хирти нимĕнле ĕç те пытанса юлаймасть. Вăл пурне те курать, сисет. Чи пĕчĕк кăлтăксене те пĕлсех тăрать. Микка кукуруза калчисене амантса культиваци тунине те агроном çийĕнчех асăрханă. Халĕ те вăл ун çинчен çилленсех, тарăхсах каларĕ.
— Калчасене тӳрлетсе тăкакланă ĕç укçине Миккаран хăйĕнчен тытса юлмалла. Ача вăййилле ĕçлеме пăрахтăр. Унсăрăн чĕрине пырса тивмест унне. Микка уй-хир тулăх пултăр тесе мар, кĕсйи тулăх пултăр тесе тăрăшать. Укçашăн çуннăран унăн чыс-хисепшĕн çунма тахачĕ те юлмасть. Унăн меслечĕ «Хамăн пурăнса пултăр, ыттисем пуçхĕрлĕ».
Улатти çумĕнчи Микка, çак сăмахсене вуç илтмен пекех, хаçат пăхкаласа, кăшт кулам пекки туса ларчĕ. Анчах хăйне тем пек лăпкă тытма тăрăшсан та Микка чунне кушак чавни сисĕнчĕ-сисĕнчех. Вăл хутран-ситрен сасартăк кăрт! сике-сике илчĕ. Хăй асăрханман чухне аллинчи хаçачĕ чăштăр-чăштăр туса силленчĕ. Ансăр питне тар шатри пек пăнчă-пăнчă хĕрлĕсем тухрĕç.
— Тупнă калаçмалли, — мăкăртатрĕ Микка хуллен. Агроном каласа пĕтерсен колхоз председателĕ хĕрлĕ кăранташĕпе сĕтеле хыттăн шаклаттарса илчĕ.
— Эпĕ Микка мĕн пакăлтатнине илтрĕм, — терĕ Лаврентий Павлович. — «Тупнă калаçмалли» тесе мăкăртатрĕ вăл. Хе! Ытла та çăмăл шутлатăн-çке эс. Саншăн пулсан шăйрăк хăварни те, кукуруза калчисене çĕмĕрни те ним те мар. Айта кĕрлеттер! Колхоз аслă, тӳсет. Непуç, хăвăн пахчунти çĕр улмине ун пек çĕмĕрсе чĕретĕн-ши эсĕ? Ун пек чĕрсен сана арăму кăшласах ярать. Пĕр кун çеç мар, эрнипе, çулталăкĕпе тăнна илет. Çатма çинчи пăрçана ăшаланă пек ăшалать.
— Ман çеç мар, сан карчăку та çаплах пулĕ-ха. Хĕрарăм тени пурин те пĕр йăхранах, — тӳсеймесĕр каласа хучĕ Микка.
— Арăмна хурламастăп-ха эп, — кăшт кулнă пек пулчĕ председатель. — Арăмсем сан та, ман хамăн та таккуйски. Эпĕ кунта акă мĕн çинчен каласшăн. Хиртине те, колхозăнне те çав хамăр килти çĕре, килти пурлăха хисепленĕ пек хисеплесчĕ. Çук, ун пек çеç те мар. Тата ытларах, мĕншĕн тесен пирĕн чăн-чăн вăй, чăн-чăн пуянлăх, чăн-чăн телей анлă хирте, фермăсенче. Колхоз атте пуян пулсан — эпир те хăватлă, пуян. Тăван çĕршыв вăйлă, паттăр пулсан — эпир те чăн-чăн улăп, пĕррех ярса пусатпăр та çичĕ çухрăм каятпăр. Канма ларсан çăпата ăшне кĕнĕ тăпрана шапăр-р! силлетпĕр те, сăрт пулса юлать.
— Анлантăм ĕнтĕ, пĕлтĕм, — çаплах хаçат вулам пекки турĕ Микка.
— Çук, ăнлансах çитмен-ха эсĕ, — Миккана тарăхтарас, чĕрине витерес тесех шутларĕ ĕнтĕ председатель. — Эсĕ çăкăр историне пĕлместĕн. Çăкăр историйĕ питĕ пысăк вăл. Ăна çырас пулсан нумай кĕнеке пулмалла. Эпĕ сана çав историрен пĕр пĕчĕк сыпăк çеç илсе парам. Иртнĕ вăрçăра, хăвăрах пĕлетĕр, Ленинград патне блокадăна, ункăна, лекрĕм эпĕ. Чылай уйăх выçлă-тутлă пурăнма тиврĕ. Пирĕн взводра, Микка, чисти сан пекех çамрăк, хитре каччă пурччĕ. Вăл çапăçура та начарах марччĕ. Пĕррехинче пире малти линирен мунча кĕме илсе кайрĕç. Мунчи Ленинград хĕрринче. Тул çутласпа çитрĕмĕр çакăнта, çăвăнса тасалтăмăр. Вара канма выртрăмăр, мĕншĕн тесен кăнтăрла пурпĕрех малти линие кайма май çукчĕ. Каçчен кĕтсех тăма тиветчĕ. Эпир матрассăр-мĕнсĕр, хăлтăр-халтăр краватьсем çине икшерĕн вырнаçнăччĕ. Пурте çапла. Çавăн чухне хайхи леш çамрăк каччă тӳсеймен, хăй çумĕнче выртнă салтакăн противогазĕнчи çăкăра (çывăриччен çеç илнĕ паека) пӳрнипе пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн кăларса веçех çисе ярать. Хайхи вăрантăмăр. Çăкăрĕ çĕтнĕ салтак тарăхса кайрĕ, шавлама пуçларĕ. Командирсем чупса пычĕç. Çăкăра тĕпрете-тĕпрете çинĕ путсĕре кăптăр-каптăр пуçтарчĕç те илсе кайрĕç. Çакăншăн, пĕлетĕр-и, мĕн тунă ăна? Çар трибуналĕ суд тунă та персе пăрахнă. Вăт çавăн пекки те пулнă пурнăçра. Акă мĕн хака тăрать тăват çĕр-пилĕк çĕр грамм çăкăр!
Эсĕ, Микка, çăкăр хакĕ çинчен шутланă-и хăçан та пулин?
— Чисти ним пĕлмен ухмах мар-ха эпĕ, — хаçатне хыттăн чаштăртаттарчĕ Микка.
— Пĕлетĕп. Ним пĕлмен çын мар эсĕ. Çапах та тулă акнă чухне мĕншĕн пĕр тĕле çур миххе яхăн вăрлăх тăкса хăварнă-ха эсир? Астăватăн-и çакна?
— Эй, çăвар тути яраççĕ тата! — кăшкăрса каларĕ Микка. — Колхозăн тепĕр чух çур михĕ мар, лавĕ-лавĕпе пĕтет пуль. Маннă-и эсир йĕтемре хăма пек тырă выртнине? Маннă-и çапнă улăма киле тиесе килсен Хреççипе Кирле Михали картишне йĕтем уçсах çапуççипе тепĕр хут кĕрĕслеттернине? Халĕ чĕрĕк михшĕн шавлаççĕ. Йăлăхтарчĕ мана пустуй палкани.
— Мĕнле пустуй пултăр-ха ку? — сиксе тăчĕ Пракка. — Эсĕ чĕрĕк мих тăкса хăвар, тепри тепĕр чĕрĕк мих... Пирĕн колхозра ĕçлеме пултаракансем пурĕ икĕ пин çын. Кур-ха, кашниех чĕрĕк мих хăварсан — пилĕк çĕр михĕ тулă пĕтет. Пилĕк çĕр михĕ! Вăт!
— Кашниех хăвармаççĕ ĕнтĕ ăна, — парăнасшăн пулмарĕ Микка.
— Эппин, эс çынсем ун пек хăтланмĕç-ха. Мана, айта, юрĕ терĕн-и?
— Ун пек калаканни çук вăл.
— Пур çав. Акă кунтах ларать.
Часах хыттăн ӳсĕрсе, пукана асăрханусăр шăкăр-шакăр тутарса Улатти тăчĕ.
— Манăн пĕр-ик сăмах калама юрать-ши кунта? — ыйтрĕ вăл.
— Каламалли пулсан кастар! — илтĕнчĕç сасăсем.
— Эпĕ çылăхлă çын, — сăмахне пуçларĕ Улатти, — колхозри дисциплинăна, устава пăсни кашниех çылăх шутланать пулсан мана вилнĕ-вилменех тамăка ямалла. Эпĕ ун çинчен нумай пуплешмĕп. Мĕншĕн çылăхлă иккенне кунти çынсем пурте витĕр пĕлеççĕ. Анчах эпĕ, турра ĕненместĕп пулин те, хирте кавет тăвасшăн. Чиркĕве кайса мар, хире тухса çылăха пĕтерес тетĕп. Тĕрĕс-и ку? Ман шутпа, тĕрĕс.
Манăн çынна ятлама полномочи текенни çукрах. Эпĕ бригадăра штрафнăй шутланатăп. Çапах та Миккапа эпир ĕнер аванах тытăçрăмăр. Эпĕ тӳсеймерĕм. Кукуруза калчишĕн чун ыратрĕ. Хытах каласа тăкрăм пулас Миккана. Хăй те мана çĕрти-çӳлтипех каларĕ. Юлташсем, эпĕ — салтак. Эпĕ Эльба хĕррине çитнĕ. Эпĕ... эпĕ хам юлташ, хам çумри салтак хăравçă, сутăнчăк пулнине тӳсме пултараймастăп. Микка маншăн чăннипех сутăнчăк.
— Эй, тĕнче! Камсем ятлама тытăнчĕç мана, — юриех ассăн сывларĕ Микка. — Сутăнчăк пултăм иккен...
— Мĕн эс? Тĕрĕс мар-им? Эсĕ бригада çыннисене сутатăн. Эс мĕнле те пулин пакăçла ĕç тусан тӳрех ытти колхозниксене, пирĕн бригадира, Прокопий Егоровича, сăмах лекет. Ку вара çынсене сутни мар-и? Сутни, пĕтерни. Сана тӳрех каларăм-çке: «Микка, лекетĕн!» — терĕм. Вăл ун чухне. Кайран...
— Кайран мĕн тата? — çаплах сăмахпа йĕплеме чарăнмарĕ Микка.
— Кайран-и? Кайран кашăкпа уйран.
— Çавă çеç пуль...
— Çук çав. Эсĕ кукуруза калчисене тӳрлетме пынă хĕрарăмсене хăваласа яма тăтăн. «Сирĕн мĕн ĕç пур кунта?» — терĕн. Çак сăмах вăл питĕ пуçтаккăвăй сăмах. Колхоз территоринче ун пек сăмах пулма пултараймасть. Эпир пĕччен хуçалăхра мар, çавăн пекех хушма хуçалăхра та мар, эпир пĕрлешӳллĕ хуçалăхра...
Вăт Микка! Пурнăçра сана та, мана та тăн пама пултараççĕ. Халăхăн ачашлакан ачи те çук, курайман ачи те çук. Халăх пурне те пĕлсе савать, пĕлсе çупкă парать. Çавăнпа пирĕн халăх-тетерен, халăх-асаттерен вĕренмелли нумай-ха. Вăт çавă çеç манăн.
Улатти Миккана хулпуççинчен çăт çапса: «Вăт Эльба!» — терĕ. Ун хыççăн каллех пуканне тӳрккессĕн шăкăр-шакăр! тутарса курăнми пулчĕ.
Микка хăйне тем пекех паттăрла тыткаларĕ пулин те ун чун-чĕри хурланчĕ, йывăрланчĕ. «Тек кун пек лару таврашне нихçан та лекес марччĕ. Мĕн шуйттанла килсе тухрăм-ха эп кунта? Мĕншĕн культиватора лайăх çирĕплетсе кăкармарăм? Ансат мар иккен юлташсем кӳреннине итлесе ларасси. Кунта лариччен ахалех пĕр-ик смена сухаласа парăттăм», — шухăшларĕ вăл.
Ларури çынсем Миккана хальхинче ятланипе те çитĕ, малашне куç курĕ терĕç.
Унтан ларура калчасене минераллă им-çампа хăна тăвасси çинчен, пăрçа хирĕнчи хурт-кăпшанкăсене пĕтересси çинчен, утарти çуркуннехи ĕçсем çинчен калаçрĕç.
Киле таврăннă чухне Улатти çĕкленӳллĕн, паттăррăн утрĕ. Хăйне чыс-хисеп туса, активист шутласа правлени ларăвне чĕнни «пĕлĕтех хăпартрĕ» ăна. Чăнах, мĕн тери кăмăллă вăл ялти ятлă-сумлă çынсемпе пĕрле пулни, колхозри ĕçсем çинчен пĕрле шухăшлани, ĕмĕтленни, пĕр-пĕр япалана тайтарса, чухласа пăхни. Улаттие халиччен кун пек ларусене вăрçма, штрафлама çеç чĕнетчĕç. Халĕ ак Улаттие усалпа мар, ыррипе чĕнчĕç. Вăл тухса каланине пурте йĕркеллĕ итлерĕç. Калаçасса вара мĕнле калаçрĕ-ха вăл? Темшĕн Улаттие хăй ним йĕркесĕр, пăт-пат калаçнă пек туйăнчĕ. Çав калаçура тем çитмен пек, тем пăтраштарса, чăлхантарса тăнă пек сисĕнчĕ. Çапах та Улатти паян телейлĕ. Ана халĕ тăри юрри те хитререххĕн илтĕнет. Уншăн халь хĕвел те, йăмрасем те, уй-хир те, çул хĕрринчи ешĕл курăк та паçăрхинчен нумай хитререх, хаваслăрах. Уншăн халь пĕлĕт те çутăрах, тĕнче те ирĕкрех.
Анчах Улатти хăйĕн чĕри тĕпĕнче ăна самантлăха та канăç паман, темĕнле палăри-палăрми туйăм пуррине сисрĕ. Мĕн-ши вăл ăна çапла асаплантарать? Улатти ĕнер каллех хăйне хăй алла илеймесĕр мыскара туса çӳрени мар-ши?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...