Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Çирĕм çичĕ çулхи патвар Михха, çимĕк кунĕ ячĕпе ĕçсе ӳсĕрĕлсе, каллех хура урхамахне утланса тухрĕ. Вĕçтерсе çӳрет ял тăрăх. Урамра никама тĕл пулайманшăн тарăхать ун чунĕ. Юлашкинчен, урăх ниçталла хăвалама аптăранипе, кăпăка ӳкнĕ урхамахне тап чарса тăратрĕ. Йывăррăн сывласа, хăй тавпалла пăхса илчĕ.
Сасартăк унăн кăмăлĕ çĕкленчĕ. Куçĕсенче хаяр савăнăç йăлтăрккисем курăнса кайрĕç. Аса илчĕ вăл; «Халăх çăва çинче-çке паян. Таврăнма вăхăт. Уй-хирте ниçта тарса хăтăлаймĕç!» Урхамахне тӳрех Турикас вĕçнелле тытрĕ. Нумаях та чуптармарĕ вăл, алчăранă кусĕсем пус хапхинчен арçынпа хĕрарăм кĕнине курчĕç. ― Вперед! ― тесе хаяррăн кăшкăрса ячĕ вăл. Алăри саламачĕпе урхамахне енчен енне çапса илчĕ. Урхамах аçа-çиçĕм пек малалла ыткăнчĕ.
Михха асар-писер вĕçтерсе пынине малтан Татьяна курчĕ. Серепене çакланнă пек, унăн чĕри хăвăрттăн тапма тытăнчĕ. Харанипе упăшкине сăхманĕнчен ярса тытрĕ.
— Айтурах, Çтаппан!
Çтаппан ним ăнланмасăр арăмĕ еннелле çаврăнса пăхрĕ.
— Мĕн пулчĕ?
— Курмастăн-им, тӳрех пирĕн çине килет...
— Кам килет?
— Айтурах, Çтаппан! Пăхсам... Пĕтрĕмĕр вĕт... Çтаппан, вăр-вар çаврăнса, урам тăрăх пăхрĕ. Михха çывхарнине курсан, чарăнса тăчĕ.
— Çул çинчен пăрăнар, Çтаппан! Сехметрен пытанар! ― йăлăнчĕ Татьяна.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Татьяна... Çул айккипе йăпшăнса çӳреме эпир никама та усал туман. Пӳлĕхçĕ умĕнче те айăпа кĕмен. Усал шухăш-кăмăллă этемсем çултан пăрăнса, пытанса çӳреччĕр. Пирĕн кăмăл-шухăшсем этемсем умĕнче хĕвел пек таса.
Упăшки сăмахĕсем Татьяна хăлхине кĕмерĕç. Урхамах çывхарнăçемĕн унăн чĕри хытăрах тапа пуçларĕ.
— Айтурах, Çтаппан, халь таптатать!
— Таптатать!.. ― Çтаппан сасси хаяррăн та тăрăхласа кулнăн илтĕнсе кайрĕ. ― Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, мĕн айăпшăн таптатĕ вăл пире? Е урам хушши ансăр-и ун валли? ― Вара, арăмĕн сехри хăпнине астуса, йăвашшăн хушса хучĕ: ― Эсĕ, хăратăн пулсан, пăрăн. Пыр, çатан хӳтлĕхне кайса тăр.
— Эсĕ мĕн тăвасшăн?! ― çуйланса чĕнчĕ Татьяна.
— Нимех те мар, Татьяна... Унпала кăштах калаçса пăхасшăн. Тархасшăн, ан чăрмантар мана. Айккинелле кайса тăр, ― арăмне хуллен тĕксе хăй çумĕнчен сирчĕ Çтаппан.
Татьяна упăшкинчен хăпса кайрĕ. Укесрен хăраса, хĕрринчи килĕн çатанĕ çумне таянса тăчĕ.
Чӳречерен, хӳме хушăкĕнчен пăхса тăракан çынсем, Çтаппан урхамах çулĕ çинчен пăрăнманнине курсан, тĕлĕнсе, хăраса кайрĕç. Ăна урхамах таптаса хăварасса вĕсем пĕр иккĕленмесĕр ĕненчĕç. Çтаппана шеллесе, хушăран ахлатса сывлакансем те тупăнчĕç. Анчах, ăна пулăшас тесе, никам та хӳтлĕхрен тухма шутламарĕ. Харпăр хăй пурнăçне ытларах шеллерĕç.
Çтаппанпа урхамах хушши виç-тăват утăм çеç юлсан, Татьяна тӳссе тăраймарĕ, çатан çуммипе сăтăрăнса анса, çĕре ларчĕ. Упăшкине урхамах çулĕ çинчен кайма чĕнсе кăшкăрасшăнччĕ — сасси тухмарĕ. Пĕрех хутчен мĕнле вилнине курам мар тесе, аллипе куçне хупларĕ.
Çав вăхăтра Çтаппан урхамаха хирĕç сикрĕ. Йĕвене çиçĕмрен те хăвăрт ярса тытса, лаша пуçĕнчен уртăнчĕ. Лешĕ, арман чулĕ пек йывăра тӳсеймесĕр, пуçне усса, тăпах чарăнчĕ. Урам хушши сасартăк шăп пулса тăчĕ.
«Пĕтнĕ пуçĕ çакă пулчĕ... Айтурах, унсăр пуçне мĕнле пурăнса ирттерем-ши ĕнтĕ?» ― Упăшкине таптаса вĕлернĕ пулĕ тесе, хурлăхлă йынăшса илчĕ Татьяна. Упăшки çул çинче юн юхтарса выртнăн туйăнчĕ ăна. Куç хӳрипе те пулин курас тесе, аллине сирчĕ. Упăшки урхамах пуçне тытса тăнине курсан, хытса каяс пек тĕлĕнчĕ. Çухалнă шанчăк та чĕрине пырса кĕчĕ. Нимĕн иккĕленмелли те çук, вăл чĕрех! Аманман та пулмалла. Ахаллĕн чăрсăр урхамаха мĕнле тытса чарĕ вăл. Ав, урхамах, çиллине шăнараймасăр, çăварлăх тимĕрне шăлĕпе шатăртаттарать, урисемпе кукалет.
Анчах Татьяна шанчăкĕ нумая пымарĕ. Вăл аса илех кайрĕ: «Михха çулĕ çине тăма хăтланакан кам ырă курни пур, ара!»
Ут çилхинчен тытса çеç ӳкесрен хăтăлса юлнă Михха, тăна кĕрсе, тӳрленсе ларчĕ. Тарăхнипе унăн ӳсĕрĕ те иртсе кайрĕ; «Вăл пĕтĕм халăх умĕнче ман урхамаха тытса чарчĕ!.. Эпĕ кăшт çеç çĕре персе анмарăм. Мĕнле намăс! Кунашкал намăса ман ăрăвра никам та курса тӳсмен. Эй, хисеплĕ ăрăвăм! Мана хур кӳнĕшĕн эсир те вăтантăр пулĕ. Тархасшăн, ан ылханăр... Сирĕн чаплă ятусене варалама памăп. Ман тавăру аçа çапнинчен те хăватлăрах пулĕ!..» Михха чĕлпĕрне хытарса тытрĕ, урхамахне саламачĕпе ăшаласа илчĕ те хаяррăн кăшкăрса ячĕ:
— Тапта ăна!..
— Çтаппан, Çтаппан! Мĕн тăван, мĕн тăван çав сехметпе... Пăрăн, тархасшăн, ун çулĕ çинчен! — çуйхашрĕ Татьяна.
Çтаппан арăмĕ йăлăннине илтмерĕ. Михха тилĕрсе кайса кăшкăрни те ун хăлхине кĕмерĕ. Вăл урхамах пуçне аллинчен вĕçертмерĕ.
— Эккей, юрал мар çын-мĕн эсĕ, Михал Петрович... Çынна таптамасăр çӳреме урам хушши тăвăр-им сан валли?.. Е эпир те сан пекех этем мар-и?.. Куратăн, çăва çинчен ваттисене, ачасене асăнса таврăнатпăр. Çынран хăрамасан, çынран вăтанмасан, пӳлĕхçĕрен те пулин хăрас пулать... ― хăй тĕллĕн калаçнă пек каларĕ Çтаппан.
Михха хăй ĕмĕрĕнче малтанхи хут ун çулне пӳлме хăтланакан этем тĕл пулнипе пĕтĕмпех урса кайрĕ.
— Вперед! ― тата хытăрах кăшкăрса хăваларĕ вăл урхамахне. ― Тапта, ват ăна! ― саламачĕпе вĕçĕмсĕр шартлаттарма тытăнчĕ. Урхамах чĕвен тăма, каялла чакма хăтланчĕ, анчах Çтаппан пурпĕрех вĕçертмерĕ ăна.
— Пӳлĕхçĕм пĕлет, Михал Петрович, ман çиллĕм тапраннăшăн эпĕ мар, ху айăплă! ― кăмăлĕ тăвăлланма пуçланăçемĕн сассине хăпартса каларĕ Çтаппан — Ытах, çырлахасшăн пулмасан, мана ан ӳпкеле! ― Чăмăрне сулса ярса, урхамаха çамкинчен чукмарпа çапнă пек чышрĕ. ― Ме, асăн!..
Урхамах сăмсинчен юн тапса тухрĕ. Вăл кутăн чакса-чакса пычĕ те кайри урисем çине ларчĕ, йăванса кайрĕ.
— Асту вара! Çынсене урхамахпа таптама тухнине тепре курам... нимĕр тăватăп! ― юнарĕ те Çтаппан, вăр-вар çаврăнса, Татьяна еннелле утрĕ...
II
Хĕвел паçăрах каç еннелле сулăннă ĕнтĕ, уйра çураки ĕçĕ çаплипех хĕрӳллĕ пырать-ха. Сухапуç аврине тытса кукленнĕ этемсем хушшинче: ― Ну-у!.. Йăран тыт! ― тесе лашисене хăваланă сасăсем унта та кунта илтĕнсе каяççĕ. Çавăнтах тата: ― Ы-ых, суккăр мулкач темерĕн! Йăранран ăçта тухса кайрăн?! ― тесе кăшкăрашнă сасăсем те илтĕнеççĕ. Инçетрен пăхсан, шурă кĕпе-йĕм тăхăннă сухаçăсем хура çĕр çинче шурă мăкăльсем мĕшĕлтетнĕ пек курăнаççĕ.
Хăйрал çырми пуçне тухакан ана тăрăх Çтаппан, юлашки лаптăка сӳрелесе тухса, лашине ана пуçне кăларса тăратрĕ те, хĕвеланăç еннелле çавăрăнса тăрса: ― Тырра ăнăçлă акса пĕтерме пулăшнăшăн тавтапуç сана, пӳлĕхçĕм... Тухăçлă ӳстерсе парсам, ― тесе пăшăлтатса сăхсăхрĕ. Вара лашине тăварчĕ те, акаран юлнă сĕллине кунтăк çине ярса, çĕре лартса пачĕ. Лаши мăйăр пек тулли тĕшĕллĕ сĕлле кăмăртаттарса çинине пĕр самант ăшпиллĕн пăхса тăрсан:
— Çи, çи, Машук. Сана сĕлĕ çитерме тивĕç. Эсĕ мана ялйышран малтан тырă акса пĕтерме пулăшрăн, ― тесе, лашине çамкинчен савса илчĕ. Вара çĕрте выртакан пештĕрĕнчен çăкăр чĕлли, икĕ çăмарта тата чăкăт кăларчĕ те пештĕр хуппи çине хучĕ.
Ахаль кун, ака-суха туса пĕтермен кун, уй-хирте нихçан та апатланса вăхăтне ирттерместчĕ вăл. Кулленхи ĕçне пĕтеретчĕ те килне каятчĕ. Паян унашкал тума юрамасть. Авалхи ,йăлапа, тырă акса пĕтерсен, ваттисене асăнса, уй-хиртех апатланмалла. Çав майпа ун валли паян арăмĕ çăмарта пĕçерсе, чăкăт туса парса янă.
Апат-çимĕçне пештĕр хуппи çине кăларса хатĕрлесен, Çтаппан икĕ айккинелле кăшăлланса выртакан çăра çӳçне, сарлака сухалне пӳрнисемпе тураса якатрĕ те каллех хĕвеланăç еннелле çаврăнса тăчĕ:
— Эй, пӳлĕхçĕм, çырлах, ан пăрах... ― тесе, пăшăлтатса сăхсăхрĕ. Кĕлтуса пĕтерсен, урисене хуçса, пештĕр çумне ларчĕ. Чăкăтран пĕр татăк хуçса илсе: ― Эй, асат-те-асанне... Атте-анне... Ачасем... Пиччесемпе йăмăксем, тăвансем-хурăнташсем... Çырлахăр, ан пăрахăр... Пурте пил тăвăр. Акнине шăтарăр, шăтнине пултарса çитĕнтерĕр... Пулса çитĕннине чипер пухса кĕме пулăшăр. Çил-тăвăла, пăрлă çумăра сирсе ярăр... Çырлахăр, ан пăрахăр... ― çурма сасăпа пăшăлтатса, чăкăт татăкне ана çинелле ывăтрĕ. Пĕр çăмартипе çăкăр чĕллинчен хуçса илнĕ татăкне те ани çине ывăтрĕ.
Юлашки апатне çисе ярсан, кĕпе арки çине ӳкнĕ çăкăр тĕпренчĕкĕсене пуçтарса илсе çăварне хыпрĕ. Выççипе мар, çукшăн та мар, йăли çавнашкал. Çăкăр тĕпренчĕкне сапалакан этеме тирпейсĕр тесе шутланă.
Çтаппан хĕвеланăçнелле çаврăнса сăхсăхрĕ те пештĕре хупласа çăпата кантрипе çавăрса çыхрĕ. Çĕрте выртакан çĕлĕкне илсе тăхăнчĕ. Юнашар ана çинче çаплах сухаçăсем тăрмашаççĕ-ха. Кусем Михха çĕрĕ çинче ĕçлеççĕ. Вĕсем хуçи хушмасăр ĕçе пăрахма пултараймаççĕ.
Тарçăсем хĕн-хурлă пурăннине аса илсе, Çтаппан кăмăлĕ йывăрланнă пек пулчĕ. Анчах вăраха пымарĕ. Хăй ирĕклĕн пурăннине аса илсе, кăмăлне каллех çавăрчĕ. Куçĕсем савăнăçлăн кулса илчĕç. Вăл лаша, ĕне, пилĕк сурăх тата чăх-чĕп усрать. Хăш çулсенче сысна та тыткалать. Михха анисем хушшинче ун анисем çеç тăрса юлнăшăн пăртак мăнаçланать те вăл.
Михха ăна темиçе хутчен те хăйĕн анисем хушшинчен кăларса яма тапăннă. Çтаппан парăнмасть. Ун çинчен сăмах тапратсан ялан:
— Пӳлĕхçĕм пиллесе панă çĕре мĕнле пăрахса каятăп пуль, ― тесе ирттерет.
Халь, çаксене пурне те аса илнĕ май, Çтаппан пуçне кăмăллăн сулчĕ. Çăмăллăн утса, лаши патне пычĕ.
Хуçи çывăха пырса тăнине туйса, лаши, пуçне кунтăк ăшĕнчен кăларса, янăравлăн кĕçенсе ячĕ.
— Эккей эсĕ, Машук, çисе те ятăн-и? Тата кирлĕ-и? Халлĕхе çитĕ, килте çитерĕп тата. Карчăк пăтратни туса хатĕрленĕ унта. Çăнăхне нумай сапса панă. ― Çтаппан лашине çамкинчен сава-сава илчĕ те чĕлпĕрĕнчен тытса çавăтрĕ, суха туртисем хушшине кĕртсе тăратрĕ. Васкамасăр кӳлчĕ. Унтан сӳрине сухапуç хуçне кăкарчĕ. Кунтăкне суха çăпалинчен çакса ярса, ун ăшне пештĕрне, пушаннă миххине пуçтарса хучĕ. Çапла йăлтах хатĕрленсе çитсен, каллех чĕлпĕр вĕçне тытрĕ: ― Атя, Машук, кайăпăр ерипен... ― Малтан хăй утăмласа чĕлпĕрне кăштах карăнтарсан, ун хыçĕнчен лаши те утрĕ.
Çтаппан лаша выльăха çав тери юратать, çав тери шеллет. Çăкпа1 чухне çеç мар, ĕçрен пушалла таврăннă вăхăтра та урапа е çуна çине сайра хутра çеç ларать вăл. Ялан лашине çавăтса çуран утать. Пасарамĕне кайнă чухнĕ çынсен хыçĕнчен чуптарма тивсен те питех шеллет. Кайран вара, виç-тăватă кун кӳлмесĕр, кантарса тăратать. Лаши те, ăнланнă пекех, пур ĕçре те хуçи кăмăлне ларма тăрăшать. Лав çине çирĕм пăт тиет-и е вăтăр пăт-и — пурпĕр. Энĕшкасси тăвайккинчен те пĕр канмасăр туртса хăпарать.
Çтаппан Хăйрал çырми урлă каçсан, лашине сухаламан ана çине çавăтса кĕчĕ. Ыраш хăмăлне чаштăртаттарса канлĕн утса пырать вăл. Сасартăк ури айĕнчех тăри вĕçсе тухса тӳпенелле хăпарчĕ. Çтаппан, ирĕксĕрех чарăнса тăрса, тăри хыççăн пăхрĕ. Тĕксĕм кăвак тӳпере хура пăнчă пĕр вырăнта вĕçсе тăнине курсан, шеллерĕ:
— Эккей, кулатник кайăкĕ... Ура айнех лармасан, вырăн тупман ĕнтĕ эсĕ...
Тăри, Çтаппанăн кăмăлне ăнланса пахаланă пек, илемлĕ сассипе юрă шăратса ячĕ. Анчах вăхăтсăр пĕччен сасă Çтаппана хăрне ӳпкелесе юрланăн илтĕнчĕ. Канма ларнă кайăка астуса утмасăр хуйхатнăшăн кăмăлсăрланса, пуçне сулчĕ.
Çтаппан, чĕлпĕрне кăштах карăнтарса, малалла утрĕ. Ыраш калчи хушшипе тăсăлса выртакан çул çине тухсан, икĕ аллине каялла тытрĕ те пушшех канлĕн утма пуçларĕ. Çумăр хыççăн тӳрленнĕ калча кавир пек сарăлса выртни такам кăмăлне те хускатмалла...
Çтаппанăн чи ырă ĕмĕчĕ — мĕнле те пулин шурă пӳрт туса лартасси. Шурă пӳрт туса лартсан, ывăлне авлантарма шутлать вăл. Ун валли сăнаса хатĕрленĕ хĕр те пур. Анчах хăйĕн ĕмĕт-шухăшне вăл — пĕлсен, вăрласа каясран хăранă пек, ― никама та каламасть. Çакна вăл ялйыша систермесĕр, кĕтмен çĕртен туса тĕлĕнтересшĕн. Çав ĕмĕтпех кăçал çуркунне ĕçлесе укçа тупма ачине Атăл çине ячĕ... Укçа çитмесен, усрас ĕнине те сутма пултарать. «Ĕне пӳртех мар. Пирĕн сĕтсĕр аптракан пĕчĕк ачасемех çук, Пӳлĕхçĕм ырлăх парсан, ĕне туянма пулĕ. Шурă пӳртпе урăх çын пулăп. Ялта вара икĕ çыннăн шурă пӳрт пулĕ...»
Çакнашкал ырă ĕмĕт-шухăшпа пыракан Çтаппан Атăл енчи çулпала пĕç тĕп таран сăран атă, плащ тăхăннă, пакур йăтнă çын пус хапхи патнелле çывхарнине те курмарĕ. Ку çын Михха пулчĕ. Вăл Элнет юханшывĕ хĕрринчен таврăнать. Унта унăн мольăпа антарнă темиçе пин тăваткал чалăш йывăçĕ, шыв чаксан, маткăсем, челенасем туса тиессе кĕтсе выртать.
Çтаппана курсан, Михха чĕри кăртах турĕ. Вăйĕ çитсен, Çтаппана вăл çакăнтах тӳпелесе пăрахĕччĕ. Лешĕ пĕрре чышса урхамаха вĕлерме пултарни унăн çиллине йăвашлатрĕ. Михха ирĕксĕрех ăшпиллĕ пек курăнма тăрăшса:
— Çтаппан пичче, аван-и? ― тесе чĕнчĕ.
Кĕтмен çĕртен илтĕннĕ сасă Çтаппанăн ĕмĕт-шухăшĕсене татрĕ. Вăл çаврăнса пăхрĕ те Миххана асăрхарĕ.
Çимĕк хыççăн хăйне Михха чĕререн курайми пулнине Çтаппан сисет. Çавăнпа вăл, иккĕшĕ тĕл пулсанах, Михха ятлаçма тытăнасса е чĕрре кĕрессе кĕтрĕ, ăна тивĕçлипе хирĕç тавăрма хатĕрленчĕ. Михха ăшшăн чĕнни Çтаппана шалтах тĕлĕнтерчĕ. Вăл ирĕксĕрех: «Сехмет хăй айăплине туйрĕ, çимĕк кунĕ кăштах тăн панине те тивĕç тесе йышăнчĕ пулмалла. Ялйышпа та мирлĕ пурăнма шут тытрĕ-и, тен. Ахальтен мар, унтанпа ӳсĕрĕлсе, урхамах çине утланса тухни курăнмарĕ. Энĕшкасси çыннисем ним хăрамасăр тухкаласа çӳре пуçларĕç», ― тесе шухăшларĕ. Вара кăмăллăн хуравлас тенĕ çĕртенех, хăйĕн ырă шухăшне татнăшăн эрленсе:
— Аван-ха... ― терĕ кĕскен çеç.
— Акса пĕтертĕн-и? — усал шухăшне çав-çавах пытарса, çемçен ыйтрĕ Михха.
— Пĕтрĕ тесен те юрамалла ĕнтĕ. Акмалли урăх çĕр çук.
— Ытла та хăвăрт акнă-çке эсĕ?
— Мĕн акса пĕтермелле марри пултăр манăн? Эпĕ çын çĕрĕ çине акмастăп, хам çĕр çине çеç акатăп, ― терĕ те Çтаппан, пус хапхине уçса, урамалла кĕрсе кайрĕ.
Çак сăмахсем Михха кăмăлне пушшех тĕлĕнтерчĕç. Вĕресе хăпарнă çиллине шăнараймасăр, ним калама аптраса, хапха умĕнче тăрса юлчĕ вăл. Юлашкинчен шăл витĕр тухакан хаяр сассипе юнаса:
— Асăнăн-ха мана, кĕлмĕç! ― тесе пăшăлтатрĕ.
Миххан юнавлă сăмахĕсене Çтаппан илтмерĕ. Вăл, лаши умĕпе васкамасăр утса, килĕ тĕлне çитсе пырать.
Çтаппанăн çурт-йĕрĕ ытти хресченсенчен ытлашши уйрамах мар. Улăм витнĕ хура пурт, хăмаран çапса тунă кивĕ çенек. Çенĕкпе пĕр вĕçрен — улăм витнĕ пĕр алăклă пĕчĕк кĕлет. Кил хушши урлăшĕпех лутра сарай. Унăн пĕр кĕтессинче вак пĕренесенчен хӳсе тунă лаша вити. Юнашарах сурăхсене хупмалли карта.
Ку çурт-йĕре хăçан лартнине Çтаппан хăй те аран çеç астăвать. Пĕренесем тĕссĕрленсе, вырăнĕ-вырăнĕпе кăмпаланса кайнă. Пӳрт çийĕ улăм кĕлĕ тĕслĕ. Кил-çурт таврашĕ кивелсе çитнине çывăха пымасăр курма çук, ăна пӳрт умĕнче ларакан ватă йăмра лапсака турачĕсемпе пытарса усрать.
Йăмра патĕнче Çтаппан лашине тăратрĕ. Сӳрине салтса илчĕ те йăмран типĕ туратĕнчен çакса хучĕ. Кунта вăл çăвĕн-хĕлĕн, тепре кирлĕ пуличченех, çакăнса тарать.
Упăшки акаран таврăннине чӳречерен курсанах, Татьяна хирĕç васкаса тухрĕ. Упăшки кирек ăçта кайсан та, Татьяна вăл таврăнасса çывăрмасăр кĕтет. Таврăннине курсанах, картиш алăкне уçса кĕртме васкаса тухать.
Татьяна картиш алăкĕ умне васкавлăн пычĕ те:
— Акса пĕтерсех килтĕн-и? ― тесе ыйтрĕ йăваш сассипе. Вара алăк сайхахĕсене иле-иле айккинелле пăраха пуçларĕ.
— Акса пĕтерсех! ― хавасланса каларĕ Çтаппан. Пăртак тăрсан: ― Кулăшла паян! ― тесе хучĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...