Ан сивĕн, савни :: Иккĕмĕш пайĕ
Пĕрремĕш курăну
Ирхине. Тамарăсен хапхи умĕ. Кĕтӳ хăвалама ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Халăх акатуйне кайма хатĕрленет. Ваççа тата Настя васкаса тухаççĕ. Ваççа Анук пӳрт чӳречине шаккать.
Ваççа. Тамара, Тамара. Анук аппа, Анук аппа, килте-и эс?
Анук (чӳречине уçса). Мĕн пулнă тата?
Ваççа. Ара, пулнă çав. Пĕлместĕн-и вара?
Уçтук пырать.
Анук. Пĕлместĕп çав.
Ваççа. Ĕнер Петр Николайчăпа Тамарăн çырăнмалла пулнă, эсĕ хирĕç пулнă тет, тĕрĕс-и?
Анук. Терĕс.
Ваççа. Мĕншĕн?
Анук. Кирлĕшĕн.
Уçтук. Тамара заявленине загсран чăнахах каялла илнĕ-и вара?
Анук. Авланнă çынпа пĕрлешмелле-и?
Уçтук. Пăх-ха эс ăна. Вăт активист, вăт комсомол. Ĕнен кăна. Кам шутланă Петĕре çавăн пек çын тесе?
Анук. Çынсене пĕлме хĕн халь.
Ваççа. Пулма пултараймасть. Суя ку, суя.
Настя. Суя, Петя Тамарăна юратать.
Уçтук. Тамара те Петяна, те Сантăрне юратать, кам пĕлет ăна?
Настя. Мĕн пăтраштаран эсĕ. Ĕнер вĕсен загса каймаллаччĕ.
Уçтук. Ĕнер пулнă пулĕ те, паян урăхла.
Ваççа. Кай-ха эсĕ, лăпăртатаса ан тăр.
Уçтук. Пит кирлĕ пулĕ ĕнентерме, мана мĕн. Пĕринпе çӳреççĕ, тепĕрне юратаççĕ, пĕрине юратаççĕ, тепĕрне качча илеççĕ. Йăмăкне кăтартаççĕ те аппăшне качча параççĕ. Пĕр çĕрте авланаççĕ те тепĕр çĕре тараççĕ. Пĕр уйăхĕнче пĕрлешеççĕ, тепринче уйрăлаççĕ.
Ваççа. Тамара ăçта? Мĕн тăвать вăл?
Анук. Пĕлместĕп.
Ваççа. Мĕнле-ха капла? Мĕн туса хутăн эсĕ, Анук аппа?
Анук. Эсĕ ăна Петĕртен ыйт. Петр Николайчăран. Пĕлетĕн-и, мĕнле повестка илнĕ вăл. Алимент тӳлемелли. (Кантăкне хупать.)
Сантăр кĕрет.
Ваççа. Ха!
Сантăр. Салам, пулас директор.
Ваççа. Салам та-ха...
Сантăр. Мĕскер тата?
Ваççа. Туй пулмарĕ.
Сантăр. Хăв авланса яр.
Ваççа. Сан хыççăн авланатăп.
Сантăр. Манне туртса илесшĕн-ха?
Настя. Акă тата.
Ваççа. Эсĕ ан пар.
Сантăр. Япала мар-çке-ха вăл.
Ваççа. Эпир чаплă туй тăвас тесе хыпăнса çӳретпĕр. Вĕсем, пур, юратупа выляççĕ. Петр Николайчăн таçта арăм пур тет, ачисем.
Сантăр. Пултарать, пĕтĕм яла култарать.
Тамара кĕрет.
Анук. Ăçта эсĕ капла, хĕрĕм?
Тамара. Района, анне.
Анук. Чирлĕ пуçупах-и?
Тамара. Аптрамасть.
Ваççа. Тамара, кил-ха, калаçмалли пур.
Тамара. Ой, Ваçук, санпа калаçса тăма вăхăт çук халĕ. Йĕпе çине сапа.
Ваççа. Çапла кам шутланă-ха ăна?
Тамара. Ай, пĕлместĕн вĕт-ха эс ман хуйха?
Ваççа. Пĕлетĕп, пĕлетĕп. Эпир чаплă туй тăвас тесе хыпăнса çӳретпĕр. Вăл авланнă иккен.
Тамара. Авлантăр. Сантăр чунăм, пулăш.
Лена кĕрет.
Сантăр (Тамара патне пырса). Мĕнпе пулăшăп-ши сана эпĕ?
Тамара. Хăтар мана намăс курасран, эсĕ çеç хăтарма пултаран.
Сантăр. Саншăн тем тума та хатĕр, чунăм.
Лена. Чунăм, эппин?
Тамара. Çул çинче каласа парăп, атя часрах района.
Ваççа (Тамарăна). Эсĕ ху мар пулĕ-çке унăн пуçне çавраканни, мĕнле ку сасартăк.
Тамара. Эпĕ, атя, Сантăр! (Çавăтса туртать, Анук чӳрече кантăкне уçса ярать.)
Сантăр. Çаплах-и?
Тамара. Çапла. Унсăрăн пĕтетĕп. Хамăрăн имçам çук. (Тамара Сантăра çавăтса каять.) Петĕре шанса.
Ваççа. Тăхтăр-ха.
Настя кĕрет.
Настя. Ăçта кайрĕç вара вĕсем çавтăнсах?
Машинăпа кайнă сасă илтĕнет.
Уçтук. Загса пулĕ.
Настя. Петĕрĕ çаплах телефон кутĕнчен кайма пĕлмест.
Ваççа. Ма чĕнмелле ăна авланнă пулсан.
Петĕр кĕрет.
Настя. Мĕнле-ха апла, Петĕр? Мĕн чĕнместĕн? Эх, эсĕ, çăварăнти çăкăра çынна паратăн. Сан пирки ман ватта юлмалла-ши? Авă загса кайрĕç Тамарăпа Сантăр.
Петĕр. Сантăр? Лена вара?
Ваççа. Эх, эсĕ, мемме. Юратан пулсан... Ах, эсĕ авланнă терĕç-çке.
Петĕр. Пĕрне-пĕри юратаççĕ пулсан... Çырăнччăр.
Уçтук (Ленăна.) Эсĕ тата мĕн нĕшĕклетсе тăратăн? Каларăм вĕт сана шăршлă çынсемпе ан çыхлан тесе.
Настя. Мĕн хăтланать вара Сантăр? Унăн Лена пур вĕт?
Уçтук. Сантăра Тамара хăй çавăтса кайрĕ. Петĕр чури пулас темерĕ пулĕ.
Настя. Каларăм вĕт сана, Петĕр, çывăрса юлан тесе.
Петĕр. Тепĕр тесен... Эсĕ мана ан пăх, йăмăкăм, качча кайма пултаран.
Настя. Мĕнле вара, сан урлах-и?
Петĕр. Эпĕ авланнă терĕç вĕт.
Ваççа. Авланнă терĕç çав.
Петĕр. Авлантарчĕç.
Настя. Ăçта вара санăн арăму, ачусем?
Петĕр. Пĕлместĕп.
Настя. Тĕлĕнмелле.
Петĕр. Тĕлĕнмелле çав. Каятăп района арăма шырама. Телеграмма паратăп, пурпĕрех тупатăп, килтĕр.
Лена. Эпĕ те пыратăп.
Петĕр. Атя.
Лена. Атя.
Петĕрпе Лена çавтăнса тухса каяççĕ, çăмăл машинăпа кайнă сасă илтĕнет.
Ваççа. Нимĕн те ăнланмастăп.
Уçтук. Халĕ пĕлме хĕн çынсене. (Тухса каять.)
Ваççа. Эй, тепĕр тесен, пире мĕн. Атя, ман чун чăмаккийĕ. Эпир те загса.
Настя. Ан ашкăн, аттепе анне иртсе пынине курмастăн-им?
Ваççа. Сан пулас упăшку мĕнлине пĕлччĕр.
Настя. Яр! Кунта вĕсем сăрапа килеççĕ хăтана. Ай-яй намăс.
Настя тухса каять, ун хыççăн Ваççа чупать. Миккапа Альтук кĕреççĕ.
Микка. Çав пирĕн Настя пулмарĕ-и вăл?
Альтук. Ан аташса тăр, пирĕн Настя кăнтăрлах урам тăрăх çавтăнса çӳресе яла култармĕ ĕнтĕ.
Микка. Э-э, пурнăçран юлнă эсĕ, карчăк, сана куçлăх тăхăнтармалла.
Альтук. Ан вакласа пыр, ут, эс курмарăн-и, пирĕн Петĕр кампа ларса кайнине?
Микка. Чухлаймарăм çав.
Альтук. Лена пек туйăнчĕ. Çавă, çавă.
Микка. Ак япала, ма Тамара мар? Вĕсем ĕнер çырăнса киле килмеллеччĕ, ĕлĕк-авал хĕрсене яланах каччă килне илсе кайнă, халĕ çĕнĕлле каччине хĕрĕ патне илсе кайнă пулĕ, ĕнертенпех çук та. Чăнах.
Альтук. Мĕн пулса тухать-ши капла, старик?
Уçтук. Тамара туртине каялла тунă тет, тепăр каччă тупнă тет. Загсран заявленине каялла илнĕ тет.
Микка. Ак тамаша, ак тĕнче, мĕн пулать ĕнтĕ?
Уçтук. Эсир ăна Петĕртен ыйтăр.
Альтук. Ах тур-тур, мăшкăл, мĕнле тӳсмелле ку мăшкăла, Петя мĕнле тӳсет? Атя каялла. Кунта пирĕн ним ĕç те çук апла.
Уçтук. Альтук инке, Тамара айăплă мар, сирĕн Петя авланнă тет, алимент тӳлет тет.
Альтук. Ай тур-тур. Ай тур.
Микка. Ан суй, ан суй, сӳпĕлти.
Уçтук. Хăйĕнчен ыйтăр.
Альтук. Ох тур-тур. Тĕнче кулли, ял кулли.
Мирун тухать. Уçтук пытанать.
Мирун (Анук кантăк патне пырса). Атя акатуйне.
Анук. Акатуй шухăшĕ мар-ха кунта.
Мирун. Вот шуйттан, пăх-ха эсĕ, кашни ялта авланса çӳрет.
Анук. Вăл мар-ха. Тамара ани çинчи пăрçана хуртсем çиме пуçланă тет, йĕпе çине сапа.
Мирун. Эй, эп тем чĕрене хуртсем çиме пуçланă тесе.
Анук. Çапла сана, колхозăн нимĕн те мар, хăвăн пулсан эсĕ... упаленсе чупăн, таçта çитĕн.
Мирун. Хамăн вăл, хамăн. Колхозшăн туни мĕн усси?
Анук. Колхоз машинипе усă куран-çке.
Мирун. Эпĕ колхоза усă памастăп-и вара?
Анук. Паран, анчах хăвна та манмастăн. Вăт ту сирĕнпе колхоз.
Мирун. Кам хăйшĕн тăрăшмасть. Петр Николайчă-и? Эсĕ-и? Сан Тамара-и? Вăл та чапа тухасшăн, чапа тухса ят илесшĕн. Орден, герой.
Анук. Пĕлнĕрен ĕнтĕ хăвăн ятна ятăн.
Мирун. Мĕн? (Анук патне пырать.)
Анук. Мирун, паранкă укçине хăçан парса тататăн.
Мирун. Парап, парап, эпĕ сана валли хаклăраххи илсе килнĕ, эсĕ çех мана çын вырăнне шутламастăн. (Анука ярса тытать.)
Анук. Яр атя, ут, каяс çĕре каях. (Кантăка хупать.)
Мирун. Ятна ятăн, ятна ятăн. (Кайма тăрать, ун çулне Уçтук пӳлет.)
Уçтук. Эх, Мирун, ăçта сан чун?
Мирун. Мĕн?
Уçтук. Эсĕ мана хăçан паранкă укçи тӳлесе татан?
Мирун. Укçа, укçа, эх, пурте юратаççĕ укçана, самагон сутса укçа туни пĕтнĕ-и вара?
Уçтук. Ара?..
Мирун. Ара, ара... Уçтук, укçа çу-к.
Уçтук. Ара, эсĕ çĕрулмине сутсан михĕпех укçа илсе килетĕп терĕн-çке.
Мирун. Михĕпех, миххи шăтăк пулнă.
Уçтук. Суян!
Мирун (сăхсăхать). Тупата туршăн. (Тухса чупать.)
Уçтук. Ух сана, чун илли, тăхта! Сана та çăварлăхлĕç-ха. (Ун хыççăн чупать.)
Анук кĕрет.
Анук.
Ах, Мирун, Мирун, Мирун.
Чунсăр эсĕ, хура юн.
Чаршав
Иккĕмĕш курăну
Каç енне сулăннă. Çынсем акатуйĕнчен таврăнаççĕ. Çумăр çума пуçлать. Акатуйĕнчен таврăнакан çынсем çумăр айне пулас мар тесе Тамарăсен хапхи умне пустарăнаççĕ.
Настя, Ваççа, пĕри, тепри тухаççĕ.
Настя. Çумăр çума пуçларĕ, манăн калуш ăçта-ши?
Ваççа. Акатуй, акатуй терĕмĕр, ни вăййи пулмарĕ, ни юррине юрлаймарăмăр, ни туйра пулаймарăмăр.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...