Ытла та вăрттăн юрату :: Тăваттăмĕш пайĕ


Эльвира кухньăра каçхи апат хатĕрленĕ тапхăрта Казанбаев, килне кĕме вăхăт тупнăскер тата çумăр чарăннине асăрханăскер, хăнана балкон çине илсе тухрĕ.

— Тасалнă сывлăш чуна уçать, — терĕ Вера çумăр хыççăн илемлĕн ялтăртатакан тавралăхпа киленсе.

— Çавăнпа балкона уçрăм, — татах чăвашри çутçанталăка мухтаса илесшĕнччĕ хула мэрĕ, анчах та хăна хĕрĕн çепĕççĕн те уççăн янракан сасси пуçри шухăша сасартăк татрĕ.

— Пурте тасалăхшăн тата çĕнĕлĕхшĕн пĕрле кар-р! тăрсан, ман шутпа, çĕр чăмăрĕн кашни кĕтессинчех пурнăç çĕнелсе улшăнмалла!

— Паллах, анчах темшĕн пур çĕрте те пулаймасть апла.

— Калăпăр?..

— Эсĕ пĕлекен Пакистан е, калăпăр, Йемен. Тавлашатăн-и?

— Çук.

— Шел пулин те, мул тĕнчинче тасалăхпа çĕнĕлĕхшĕн кăна тăрăшсан йĕрке нихăçан та пулмасть. Социализм обществинче, енчен те ăна тĕрĕс тусан, нимĕнле тасамарлăхла танмарлăх пулмасть.

— Ирĕк парсамăр. Эпĕ паян Сирĕнпе пысăк политика çинчен калаçасшăн.

— Пысăк политика? — тĕлĕннине пытармарĕ хула мэрĕ.

— Урăхла каласан, çав капитализмпа социализм хушшинчи уйрăмлăхсемпе пĕрпеклĕхсем çинчен тарăнрах пĕлесшĕн эпĕ, мĕншĕн тесен çак кунсенче манăн Куртатов улпутăн мулне Çĕрпӳ таврашне вырнаçтармалла, анчах та хам эпĕ Сирĕн çĕршыври рынок системи мĕнле общество никĕсĕ çинче йĕркеленсе тăнине пĕлместĕп. Пĕрисем капитализма таврăнатпăр теççĕ пулсан, теприсем çаплах социализмра пурăнатпăр теççĕ. Ăçтарах-ши тĕрĕслĕх? Мана çавă кирлĕ.

— Ăнланатăп, анчах татса калама шикленетĕп. Тĕрĕс ăнлан: мулна вырнаçтарăн-ха, анчах усламĕ пулĕ-ши кăшт та пулсан?

— Апла социализм пĕтмен. Çапла-и?

— Пĕтмен, мĕншĕн тесен никĕсĕ унăн çирĕп, çитменнине, вăл хăйĕн тĕллевĕпе мал ĕмĕтлĕ тата ырă кăмăллă çынсене пурне те çырлахтарать.

— Пĕлетĕп-ха. Французсем те пирĕнтен малтан Париж коммунине туса пăхрĕç, анчах темшĕн çак .çĕнĕ общество пур çĕре те вăйпа, нумай-нумай çынна вĕлерсе пырса кĕрет, çавăнпа та, тархасшăн, ăнлантарăр мана: мĕншĕн социализма капитализмран ытларах юрататăр?

— Мĕншĕн тесен тĕрĕс никĕсленĕ социализм обществинче чухăнсем çук, никам та ĕçсĕр лармасть, кашни çын ачисене вĕрентсе çын тума пултарать. Çакна эпĕ, хаклă Вера, хам куçпа хам курнă.

— Вара мĕншĕн куç умĕнчен тасалать çак общество?

— Ăна Маркс идейисене пăсса тунă, çавăнпа тĕрĕслĕх вырăнне каллех танмарлăх таврăнчĕ.

— Апла мĕнле общество тăвасшăн сирĕн халăх?

— Хăйне евĕрлĕ çĕнĕ общество.

— Апла хума юрать-ши кунта Куртатов мулне?

— Паллах, — терĕ те Казанбаев кухньăран арăмĕ тухнине асăрхарĕ, çавăнпа та хăнана каçхи апат çиме чĕнчĕ.

 

* * *

Заил, çăмăл ыйхăллăскер, пӳлĕмре ура сасси илтсенех куçне уçрĕ. Арăмĕ иккен. Упăшки çине темле пит шухăшлăн пăхса тăрать пулсан та, сăнĕ ĕнерхи пек мар: пит çăмартийĕ çутă, хĕрлĕ тĕс пурри палăрать. Куçĕ те ĕнерхинчен чĕрĕрех, чылай йăлтăркка, анчах шухăшлă.

— Вăрантăн-и? Тепĕр сехет канма пултаратăн-ха. Çывăрах, — тесе аллипе ачашшăн мăшăрĕн çӳçне шăлса илчĕ Эльвира.

— Вăхăт миçеччĕ-ши? — утияла хăи çинчен сирсе умĕнчи тăпăл-тăпăл кĕлеткене хăй еннелле туртса илме хăтланчĕ арçын.

— Пиллĕк çеç иртнĕ, — хумханса каларĕ хĕрарăм.

— Эсĕ паян ĕнерхинчен те хитререх, — тăрса ларчĕ Казанбаев. Арăмĕ ăна ачашшăн хăй çумне туртрĕ, ачашланчĕ.

— Хула мэрĕпе юнашар начар пирĕшти тăнине курсан хальхи хĕрарăм тем тума та пултарĕ, — упăшкин аллине хăйĕн çуçĕ çинчен илме хăтланчĕ хĕрарăм.

— Шӳтлетĕн. Çапла-и?

— Кашни шӳтрех тĕрĕслĕх пур теççĕ ватăсем.

— Эй-й, апла пулсан... чăм ман çума, — арăмне хăй çинелле туртрĕ Заил.

— Эсĕ ыйхăран вăрансах çитеймен иккен, çавăнпа çӳçе çеç лăпкатăн, çывăрах. Вăй-хал урăх çĕрте кирлĕ пулать: Верăна йĕркеллĕн выставкăна çитермелле.

— Чăн та. Кунĕ ырă пултăрччĕ, — арçын кăмăлĕ сасартăк сĕврĕлчĕ, вăл хăвăрт ура çине тăчĕ, арăмĕнчен уйрăлса пуканран уртса янă шăлавар еннелле туртăнчĕ.

— Çапах та çывăр тепĕр сехет. Эпĕ ирхи апат хатĕрлеп, — тӳлеккĕн каларĕ Эльвира.

— Выртсан та çывăрасси пулмасть. Хĕрачана хăна çуртне вырнаçтарса тĕрĕс турăмăр-ха, — васкаса, хăйпе хăй калаçса тумланма тытăнчĕ Казанбаев.

— Мĕншĕн апла шутларăн? — пӳлĕм варрине çитнĕ хĕрарăм сасартăк чарăнчĕ те упăшки еннелле çаврăнса тăчĕ.

— Верăн ашшĕ Герман Марков пулнине Энтри, Ипатьев, Арланов тата эпир пĕлетпĕр. Гюзель, тен, тавçăрать те пулĕ, анчах çирĕплетсе калама пултараймасть, çавăнпа та хĕрачана Марковсем патне ярсан тем сиксе тухма пултарĕ. Унсăр пуçне Вера мĕнле шухăшпа Шупашкара килнине, унăн кăмăлне, тĕрĕссипе, эпир лайăххăн пĕлместпĕр те. Темрен тем сиксе тухмĕ-и?

— Вера тӳрех пирĕн пата килчĕ. Эпир ăна пулăшма хатĕррине ăнланчĕ. Ăна шанмалла мар сăлтав курмастăп.

— Гюзель эпĕ Германа пулăшнине ăнланать тесе шутлатăп. Верăна пулăшмалла пирĕн.

— Апла пулсан ку ĕçе пĕтĕмпех мана тата Артура шанса пар.

— Эсĕ, тен, тепĕр пьеса çырасшăн, çапла пуль-ха.

— Иртерех-ха. Эпĕ сана пулăшасшăн тата санăн вăхăтна, вăй-хална упрасшăн.

— Вăхăчĕ, чăн та, сахал. Ăçтан Кăна килмеççĕ хăнасем. Пĕр вĕçĕм ĕç. Çăмăл мар хула пуçĕ пулма.

— Çавăнпа та пулăшасшăн эпĕ сана, — терĕ те Эльвира ирхи апат хатĕрлеме кухньăна тухрĕ. Арăмĕнчен упăшки те юлмарĕ.

 

* * *

Эльвира васкаса троллейбусран тухрĕ те аллине илем кӳрекен ылтăн сехечĕ çине тепĕр хут пăхса илчĕ: выставка уçас вăхăт чăн та çывхарса çитнĕпе пĕрех, анчах та калаçса татăлнă вырăнта, хаçат сутакан киоск çумĕнче, Вера та, Энтри те курăнмарĕ, çавăнпа та хĕрарăм васкамасăр, тавралла тимлĕн сăнаса урам урлă каçрĕ. Кермен еннелле талпăнса утакан халăх хыççăн уттарчĕ.

Кермен умĕнчи пысăк лаптăкра ятарласа трибуна вырнаçтарнă. Ун тавра ютран тата Раççей регионĕсенчен килнĕ хăнасем, правительство членĕсем явăнаççĕ. Вĕсем пурте Чăваш Респуĕликин Президенчĕ Николай Федоровăн, выставкăна уçма килмеллескерĕн, автомашини трибуна патне хăш енчен пырассине ытисенчен маларах пĕлсе ун çывăхнерех пулма тăрăшаççĕ.

Президент картишне сасартăк халăх хăйне кĕтмен енчен кĕрсе тăчĕ. Кăштах уксахласа, авса тунă туя çине таянса трибуна çине хăпарса тăчĕ.

Халăх сĕрлесе илчĕ, пăшăлтатрĕ: çамрăк! Ытла та илемлĕ! Анчах мĕншĕн уксахлать?

Президент, тен, çак сăмахсене илтрĕ те пулĕ, анчах вăл чарăнса тăмасăр выставка уçма пухăннă халăха саламларĕ. Пурне те ырă сунчĕ, унтан туйи çинчен мансах сиксе анчĕ. Халĕ ĕнтĕ пурте Чăваш çĕршывĕн ертӳçи малалла хăш еннеле каяссине кĕтрĕç. Вера та хĕсĕнсе халăх хушшинче çӳрерĕ.

Вăл президентăн пулас маршрутне тавçăрма тăрăшатчĕ, сасартăк Эльвира Казанбаевăна тĕл пулчĕ.

— Ирхи салам! — терĕ çыравçă çамрăк хĕре ачашшăн çупăрласа. — Энтри ăçта!

— Тĕл пулаймарăмăр-ха. Калаçса татăлнăччĕ, анчах...

— Шел, Герман Марков та кунта мар. Гюзель, паллах, никамшăн та тăрăшмасть. Анлантăн пулĕ мана, çапла-и?

— Паллах, — терĕ те Вера хĕвĕшекен халăхран именмесĕр, темĕнле тĕрек тупас пек, пĕтĕм кĕлеткипе Эльвира çине таянчĕ, унăн илемлĕ те хаклă тумтирĕ çине куççульне тумлатрĕ. Чăтаймарĕ, мăнтарăн. Ашшĕ патне килсеччĕ, курса пулмарĕ-çке.

— Ман шутпа, Герман Марков васкасарах тухса кайрĕ юта, — терĕ вара Казанбаева хĕрачана епле те пулсан лăплантарма тăрăшса.

— Пачах апла мар, — хăюллăн тата ним шутламасăр хирĕçлерĕ хăна.

— Тен, эсĕ аçуна ахалех хутĕлетĕн? Эпĕ сана ăнланатăп.

— Тархасшăн, апла ан калăр. Эпĕ никама та хутĕлеместĕп.

— Мĕншĕн?

— Манăн аннепе аттене çавăн пек шăпа пӳрнĕшĕн никам та айăплă мар. Эпир те, вĕсем те вăхăта шыраман, вăл мĕн панине илнĕ.

— Çапла та, анчах...

— Шăп та çав анчах пирки манăн атте юта васкаса тухса кайре те. Унăн çак утăмĕ тĕрĕс, мĕншĕн тесен вăл кирлĕ таран укçа-тенкĕ ĕçлесе тупса манăн пурнăçа çăмăллатасшăн.

— Ăнлантăм, — терĕ Эльвира хĕрача пуçне ачашшăн хăйĕн кăкăрĕ çумĕнчен уйăрса. — Ăслă хĕр эсĕ, Вера. Чăнласах ĕненетĕн-и эсĕ пирĕн пурăнăç улшăнасса?

— Чăнласах, — хуравларĕ Вера. Вара иккĕшĕ хулран-хул çавтăнса президент хыççăн утакан ушкăна хутшăнчĕç, выставкăпа паллашма тытăнчĕç.

Верăпа Эльвира Чăваш ял хуçалăх министерстви хатĕрленĕ павильона та çитрĕç, ывăннăскерсем, тулли сĕтел хушшине ларса чăваш хресченĕ хатĕрленĕ аш-какая тата сĕт-турăха тутанса киленчĕç.

— Чăнласах килĕшрĕ-и сана пирĕн президент? — сасартăк ыйтрĕ çыравçă инçетри хăна чăваш шăрттанне юратса астивнине сăнаса илсе.

— Чи килĕшни — вăл çамрăкки.

— Апла ăна юратнăран критиклеççĕ?

— Калама йывăр, анчах та тĕрĕслĕх çавăн тавра пулма пултарать.

— Сана ăнланма та çăмăл мар, мĕншĕн тесен эçĕ пач урăх тĕнчерен килнĕ çын.

— Ку та пур-тăр. Çалах та эпĕ сана çакна каласшăн: Раççей правительствинче Николай Федоров пек пысăк вырăнта ĕçленĕ чăваш пулман халиччен. Унсăр пуçне вăл Чăваш Республикин пĕрремĕш президенчĕ, çавăнпа та ăна хирĕç кĕрешни, унăн ятне варалама тăрăшни, паллах, чăваш халăхне хисеплеменине пĕрех.

— Анчах та вăл темшĕн йăнăш утăмсем тăвать текенсем пур.

— Ман шутпа, çак ăнланманлăха е, тарăнрах каласан, хирĕçтăрăва президент мар, ун тавра пухăннă йĕксĕксем тăваççĕ.

— Мĕншĕн?

— Тĕрлĕрен киревсĕр меслетсемпе пирĕн пĕрремĕш президента халăхпа хирĕçтерсе ярасшăн та хăйсен ятне çĕклесшĕн, ăшăрах вырăн йышăнасшăн.

— О, çулна кура мар тавçăруллă эсĕ, Вера. Тулли тĕшше хывăхран уйăрма пĕлетĕн.

Президента нимĕнле хирĕçтăру та кирлĕ мар, анчах та ун таврашĕнчи хăш-пĕр çынсем çав харкашусăр пурăнма пултараймаççĕ. Кунашкалли кирек хăш çĕршывра та тĕл пулать вăл. Эп пурăннă çĕршывра та çаплах тăрă шыва пăлхатма тăрăшакансем яланах тупăнаççĕ.

— Апла сана президент килĕшрĕ?

— Паллах, килĕшрĕ. Епле хĕрӳллĕн калаçрĕ паçăр.

— Эпĕ темшĕн иккĕленме пăрахаймастăп хам чăваш пулин те, анчах сăлтавне ăнлансах çитерейместĕп-ха хальлĕхе.

— Ман шутпа, сирĕн ăру демократи тапхăрĕнче пурăнман, çавăнпа та эсир кирек мĕнле япалана та пăхăнма хăнăхнă, хăрасси пур сирĕн. Рынок тытăмĕ малалла аталаннăçем ăнлану килет акă. Çăмарти чăххине вĕрентет темĕр-ши ĕнтĕ мана?

— Апла каламастăп-ха, Вера. Шухăшлатăп ав. Президента ăнланма тăрăшатăп.

— Сирĕн президент шайĕ, паллах, ыттисеннинчен çӳллĕрех. Килĕшетĕн-и?

— Асăрхатăп-ха: вăл темле йывăрлăхра та çул тупать.

— Апла пулсан унăн çулĕ ăнăçлă пулĕ.

— Килĕшетĕп. Вара пирĕн пурăнăç та çăмăлланĕ.

— Çапла пултăрччĕ, — тесе Вера пĕтĕм кĕлеткипе Эльвира еннелле туртăнчĕ, анчах та хăвăрт тӳрленчĕ, вăл ăшĕнчи шухăш-кăмăлне пĕтĕмĕшле палăртма васкамарĕ-ха. Çитменнине тата, шăп та лăп çак вăхăтра Энтрипе тĕл пулчĕ. Шăллĕ унăн пĕччен мар-мĕн, унпа юнашар вăтам çулсенчи чипер пит-куçлă хĕрарăм утать.

— Вера, эпĕ сана хамăн аннепе паллаштарасшăн, — терĕ Энтри. — Эсĕ манăн аппа иккенне каласа кăтартрăм эпĕ. Анне йăлтах-йăлтах, пурне те пĕлет.

— Аван-и, хĕрĕм! — Верăна алă тытрĕ Гюзель. — Ырă сунса йышăнатпăр сана хамăрăн Чăваш çĕршывĕнче.

Вера умри чипер хĕрарăма именчĕклĕн ыталаса илчĕ.

■ Страницăсем: 1 2