Çавал сарăлсан :: 3. Эх, çамраклăх! Шухă-çке, шухă...
— Кĕтменччĕ пуль? Эпир «целинник» те мар, орден та илмен.
Анна ун çине тĕлĕнсе пăхнăран пулас, каччă сасартăк шăплакчĕ, пуçне çĕрелле пĕкрĕ.
— Эх, Анна! Шанаттăм, кĕтеттĕм. Шаннă кайăк йăвара пулмарĕ.
— Мĕне шанаттăн? Мĕне кĕтеттĕн? Мĕн пулнă сана? — чăтаймасăр ыйтрĕ Анна.
— Пĕлмене перетĕн апла? Вăхăта ма ахаль сая ярас. Ме, вуласа тух. Акă ман философи...
Хĕре конверт тăсса пачĕ, вăртах çаврăнса пукана ӳкерчĕ, алăк патне çитсен çеç: — Çĕнĕ ĕçре лайăх ĕçлемелле пултăр, — тесе хăварчĕ.
Пӳрт алăкне яриех уçса ярса вăл кăштах Микулай мучие ураран çапса ӳкермерĕ, каçару ыйтмасăрах авăнакан çенĕк хăмисене силлентерсе утрĕ.
— Эппей! Пыл хурчĕшем тапăннă упалла урша кайнă, — янраса юлчĕ мучи.
Каччă хăлхине Николай Андреевич сăмахĕсем кĕмерĕç те.
Ашшĕ сăнран улшăннă хĕрне курсан, ыраттарнă сăмсине хыпаласа качча тата ытларах ятла пуçларĕ:
— Анушах тăмана. Улати калашле, колхош аппендицичĕ. Пушĕнче хĕр те ĕшкĕ. Кам ăна бригадирта тытать? Хам Матвейчă пулшан ĕшрен мар, колхошран кăларша яратăп. Тăхта эп ăна... — тулалла васкасах тухрĕ вăл.
Анна конверта уçрĕ.
«Анна! Пирĕн юрату аманчĕ çеç мар, вилчĕ те пуль ĕнтĕ. Эс ытла та мăн кăмăллă. Çавах ман шанчăк пурччĕ-ха, сӳнменччĕ. Кампа вăрмана — çавăнпах кăмпана, тесе шухăшлаттăм. Хамăн пурнăçра, хамăн ĕмĕре санпа пĕрлештересшăн çунаттăм. Халь те çавах-ха...
Пирĕн атте час-часах çапла калать: каччă автан, хĕр чăх мар. Шухăш килнĕ çĕртех авланаймăн. Ват çын самахĕ тĕрĕс. Эп сана темиçе хутчен те хам чĕрене сĕнтĕм — эс тиркерен. Ах, тирĕк тĕпĕ лекесчĕ тиркекене! Каçар, тен, йывар та калатăп пулĕ. Каллех ваттисен сăмахне ас илмесĕр чăтаймастап: сурăх тăвара, хĕр ятлă качча юратать. Эсĕ те ав вĕренни еннех пахатăн. Мĕн калăн: каччи ахалли мар: унăн портретне те аш турамалли ывăс пысăкăшĕх тӳса журналта пичетлеççĕ. Кӳршӳсем-çке. Шăхăрсан та тĕл пулма пулать. Хăвах каçатăн тата.
Телейсĕр эп. Тăлăх çӳçе пек ытла та васкаса кăчкă кăлартăм. Ак халь тăм та тиврĕ: шанса типрĕç плюш пек яка юрату кăчкисем. Анчах çавна асра тыт: телей этеме сывлăш пекех кирлĕ. Кам ăна çынсене тупма чăрмантарать, кам ура хурса такăнтарать — вăл путсĕр. Вăл хăй телей мĕнне пĕлмест! Вăл суккăр! Акă ман философи.
Хитрене курма, ăслипе пурăнма лайăх теççĕ. Хитре те, ăслă та эс. Пирĕнешкел ахаль çынсем çине пăхас çук пулин те, çавах тепĕр хут шанас та килет. Хăв панă сăмаха манмасан, мана кăштах та пулни хисеплетĕн пулсан, этем вырăнне хурсан, тĕттĕмленсенех юрату хурăнĕсем патне тух. Кĕтетĕп. Татах кĕтетĕп. Тухмасан... ĕмĕрлĕхех сыв пул...»
Йĕпетрĕç хĕрĕн куççуль тумламĕсем клеткăллă тетрадь листи çине çырнă çырăва, сарса ячĕç симĕс чернилпа çырнă саспаллисене. Чăтаймарĕ чун та: пыра чăмăркка капланса ларчĕ. Йĕни çеç çăмăллатать ăша. Анна сасăсăр, лăпланаймасăр макăрчĕ.
Санька... Юратать-ши хĕр ăна? Çĕнĕ çул катаччийĕ. Ăсатусем. Каччă ăна пĕрре те пуçсăр пек туйăнмарĕ. Ыталама мар, алă пама та вăтанать. Çĕнĕ çулта ĕнтĕ ӳсĕрпе чуп турĕ. Кайран.. Е юратсан çын именет? Чĕлхи пур вĕт-ха унăн. Юрататăп, тесе каламалла мар-и? Атту яланах пĕр горă: качча пыратăн-и е çук?
Ашшĕ Санькăна юратмасть. Вăл такамшăн та паллă. Хĕрне каччă ăсаткалать тени амăшĕн хăлхине пырса кĕрсен, тăтăшах ятлаçрĕ.
— Тупнă вĕçкĕне. Ял йытти вăл. Кулать санран. Тăкампа та çӳрерĕ. Хăв хыççăн ура ярса ан пустар.
Кашни кунах çавнашкал сăмахсем. Те аннӳне итлемелле, те чĕрене? Кам халичен юратса курнă? Амăше ятлаçнăçемĕн Санька ытларах аса килет. Кĕнеке вулама ларсан та шухăшсем сапаланса каяççĕ: умра кăтра çӳçлĕ, кулакан каччă тăрать. Вăл ăна хăй асĕнчен хăвалама тăрăшать, çапах умра вăл. Е унăн илемлĕ ташши аса килет. Мĕншĕн тиркеççĕ ăна? Лида Пакетова патне те кайма пăрахрĕ. Çĕркаç çеç урăхларахчĕ Санька. Тути типсе ларнă, куçĕ темĕнле ют хĕлхемпе ялкăшать. Ташласса та такам çине çилленнĕн, тарăхса ташларĕ. Кайран йăпах çухалчĕ. Шырарĕ Анна. Çук. Акă мĕншĕн тарăхнă вăл. Каччă чĕри ытла та чăтăмсăр-мĕн. Виçĕ-тăватă çул каялла Санька такам çумне те çыпăçатчĕ, аташма юрататчĕ. Хĕрсем умĕнче пĕр-пĕр усал сăмах лаплаттарса хурасси уншăн темех пулман. Улшăнчĕ халь, урăх çын пулчĕ.
Павел? Ăна куриччен асра та пулман. Мĕн пĕлет ун çинчен хĕр? Ухмаха тухсах Гальăна юратнине, вăл качча тухнишĕн тарăхсах Казахстана кайнине пĕлет. Унпа калаçма çăмăлтарах, вăл нумай курнă. Тата ырă, ырă чĕреллĕ. Хăй йăмăкне вĕрентнĕ пек вĕрентет. Тен, Анна Санькăна мар, Павела юратать? Çук. Пулма пултараймасть. Унпа пĕрле киле килнĕшĕнех кĕвĕçет-ши Санька?
Çын кĕнине те сисмерĕ хĕр.
— Анна! Сысна аçисем вăрçса пĕр-пĕрне амантса пĕтернĕ. Хамăр кормокухньăра чух иккĕшĕ те пӳлĕмсене çĕмĕрсе тухса кайнă та, аран хупса лартрăмăр. Пĕри вилет пуль-и! Айта-ха...
Лисук-çке. Тухтăр васкасах йĕпеннĕ куçне шăлса типĕтрĕ, анчах хĕрарăмран мĕн пытарăн ĕнтĕ?
— Эс, Анна, ирхишĕн ан çиллен. Чун кӳтсе çитрĕ. Атту пирĕн фермă ама çури ачи пек. Никам та хисеплемест. Выльăхĕсене шел. Эп тепрер эрнерен ĕçлеме пăрахатăп. Хал çук тӳсме.
«Эх, Лисук, Лисук, — шухăшлать Анна, эмелсем хатĕрлесе. — Эс мана ирхишĕн макăрать пуль тетĕн-и? Пур кӳрентернине шута илсен, пурин çине те чĕререн тарăхсан, юнăхса пурăнсан — этем-и вăл? Вăрăм-и çамрăк ĕмĕр? Сан ак вăл иртсе те кайрĕ, ман халь çеç пуçланать. Нумай вăхăт иртрĕ-и ачалăхпа уйрăлнаранпа? Çук. Ав, халь кӳрентерекен çыру та çыраççĕ ун патне. Унччен кăна Аннана час-часах çунат кирлĕн туйăнатчĕ. Çӳрессе те вăл утса çӳремен: чупнă çĕрте чупнă, утнă çĕрте утнă. Вăйă картине тухсан çил арман çуначĕ те ун пек çаврăнайман пулĕ. Сайра тухнă вăййа, анчах тухсан савăнма пĕлнĕ, вăтанса, пытанса тăман. Дояркăра ĕçленĕ чух та, алла пуш витресем кĕрсен, алсене çунат пек сарса, çаврăна-çаврăна чупнă. Çамрăклăх этеме нихăçан та иртессĕн туйăнмасть, çамрăк нихăçан та ватлăх çинчен тĕлленмест. Вăхăт шăвать. Ак, Санька чуп тунăран пĕçерекен тута. Темиçе хут çупнăччĕ ăна уншăн. Хĕлле пулнă вăл. Халь çуркунне. Пĕлмест çамрăклăх вăхăт васкавне, пĕлмест вăхăт юхăмĕ пурнăç урапине çавăрнине. Кĕске этем ĕмĕрĕ, хĕр ĕмĕрĕ — хăналăх».
— Каяр, Лисук — чĕнчĕ Анна, пӳлĕмне питĕрсе.
— Каяр çав, каяр. Атту вилсе выртсан, тӳлесе те çитеймĕпĕр. Эс ирхишĕн ан çиллен, — тепĕр хут ас илтерчĕ Лисук.
— Çилленместĕп. Пĕвери шывпа сыснасем чирлеме пултараççĕ. Ун чухне хăвăрах йывăр пулать.
— Çапла çав. Çапла.
Вите алăкне уçса ярсанах витере шыв тăнине, ун тăрăх çӳреме хăма пăрахнине курчĕ Анна. Хăма çине пуссан, ура пичĕ таран тислĕк шывĕ хăпарчĕ. Шеллесе пăхрĕ Лисук çĕнĕ тухтăрăн йăлтăртатса тăракан атти çине.
— Асăрха, кунта кĕрсе ӳкме те пулать. Эпир хăнăхнă та, аптрамастпăр.
Сыснасем хуçа сассине, илтсе хускалчĕç, нăриклетме тытăнчĕç.
Вити те вите темеллех мар. Тахçан хăма сарнă коридор йĕркеллех пулнă пуль. Халь хăш-пĕр çĕрте хăмисем хуçăлса кайнă, шăтăк-путăк кăна. Хăш-пĕр çĕрте ура туртса кăларми пылчăк. Пӳлĕмсен каштисем, чӳрече çытарĕсем çинче пӳрне хулăнăш тусан.
— Çавна тасатма та вăхăт тупаймаççĕ-ши? Хветĕр те мĕн пуррипе çырлахать, — шухăшларĕ Анна.
— Акă çакăнта, — чарăнчĕ Лисук.
Чусран тунă пӳлĕм алăкĕ. Ăна сысна аçи петлипех тăпăлтарса кăларнă. Халь алăкне пысăк вĕрлĕкпе тĕкĕлесе лартнă. Кăтăрса кайнă выльăх лăплансах çитеймен, тутинчен кăпăк кăларсах тăшманĕпе ятлаçать.
— Робинзон... Робинзон... Лăплан. Лăплан, — ачашларĕ ăна Лисук.
Сысна пăхакан хыççăн пӳлĕме Анна та кĕчĕ. Пĕчĕк чӳречерен çутă вăйсăррăн ӳкет. Апла пулин те, чи малтан тухтăр çĕрĕк пĕрене хăвăлĕнчен хăй çине чăл-чăл пăхса ларакан йĕке хӳрене курчĕ. Тискер кайăк пĕрре хăвăла кĕме хăтланчĕ, çаврăнса çитеймерĕ, унтан урайне сиксе хăма айне кĕрсе çухалчĕ. Анна кăшкăрса ячĕ. Мĕн тăвăн-ха: Анна пĕчĕкренпех йĕке хӳресемпе шăшисенчен хăрать. Ют сасса илтнĕ е эмел шăршине сиснĕ сысна аçи канăçсăрланчĕ, ура çине сиксе тăчĕ. Унăн кăкăрне виçĕ çĕртен çурнă. Суранĕсене Анна водород перекиçĕн шывĕпе çурĕ, йодоформ сапрĕ.
Теприн патне кайрĕç. Ку аçи «Дикарь» ятлăскер, нимĕн пулман пекех, хĕрачасене лăпкăн кĕтсе илчĕ, Аннан хăрани те иртсе кайрĕ. Кунăн аяккнне çурнă. Хĕрлĕ аш та курăнать. Лисук «Дикаре» мăйĕнчен хыçса, ачашла пуçларĕ. Анчах суран çине эмел лексенех вăл сайра шăртне тăратрĕ, сиксе тăчĕ. Лисук каялла чакрĕ, Анна пăрăнса ĕлкĕреймерĕ. Сысна асавĕ резинă атă витĕрех ура хырăмне шăйăрса кайрĕ. Тухтăрăн аллинчи спринцовки тухса ӳкрĕ. Лисук алăка хупса лартма ĕлкĕрни çеç вĕсене çăлса хăварчĕ.
— Сысна мар, чĕр шуйттан вăл. Хăçантанпа ăна эпир аша кайса пама ыйтатпăр. Тем тытса усрать Хветĕр пичи, — янрарĕ Лисук.
Анна сăмах чĕнмесĕр витерен тухрĕ.
«Эх, фельдшер. Ыран халь санран пĕтĕм фермă кулать ĕнтĕ. Лисук сăмах сарма ӳркенсех тăрас çук. Ĕçлес дояркăрах. Кăçал та ыттисенчен нумайрах сĕт суса илмелле, — шухăшларĕ вăл аптекă енне утнă май. — Лаша тапсан тата? Вăкăр тĕксен? Çитрĕ пурнăç. Хĕр пуçăн чăлах пулса юлăн».
Санька пăсрĕ тата кăмăла. Хĕр самантлăха хăйĕн суранĕ çинчен те манса кайрĕ. Каллех пыра чăмăртак хăпарчĕ. Ăна тĕксе антарма куççуль тапса тухрĕ.
5
Мăн урам тӳремлĕхе анса çитнĕ çĕрте, виçĕ юп пĕр çырмана пĕрлешет. Ваттисем каланă тăрăх, çак çырмана патша вăрçичченех курăс касакансем пĕвеленĕ пулать. Ун чухне тавраллах вăрман пулнă имĕш. Халь тĕве пуçĕ çеремленсе хытса ларнă. Çурхи сапланчăк шывсем те, вăйлă çумăр та уншăн хăрушă мар. Ытлашши шывĕ валакран юхса тăрать.
Пысăк пĕве кӳлĕпе пĕрех. Кукурузă шăтса тухса тăватă çеçкене ларсан, чăн-чăн çулла пуçланать. Ун чухне самăр та лăпкă карпсен туйĕ хусканать. Çур çĕр тĕлĕнче пĕвен ăшăх вырăнĕсенче шыв лĕп. Çак вăхăтра пулăсем, лаша кĕтĕвĕ шыва кĕнĕ пек, шапăлтатса, вăлча сапма пуçлаççĕ.
О Пĕверен тухакан тĕтре Иван Андреевичсен садне, кĕлечĕпе хуралтисене, ултă стеналлă пысăк пӳртне хупăрласа илет, тăвăр тăкăрлăкран йăваланса тухса, урам тăрăх саланать.
Çак вырăна çынсем те ăмсанса пăхаççĕ. Мĕн калăн: шыв хĕрринчи пек ырă пурнăç ăçта пултăр? Иван Андреевичăнни пек сад ялта та урăх çук. Кашни çулах пан улми те, грушă та, сливăпа чиесем те ăнса пулаççĕ. Шыв хĕрринче тăм тивмест.
Санька ашшĕ çирĕп старик. Кĕреçе пысăкăш тăваткăл сухалĕ утмăлтан иртсен çеç кăшт кăвакарчĕ. Кăтра çӳçĕ халь те çăра-ха. Пасара е района каяс пулсан туя тытмасть, çамрăксемпе танах утать. Арамĕ, хăйĕнчен вунă çул кĕçĕнскер, упăшкине кура мар ватăлса кайрĕ. Пĕр вунă-çирĕм çул каялла ку çемье йышлăччĕ. Асли — Гена, фронтран таврăнаймарĕ. Хĕрĕсем качча кайса пĕтрĕç...
Иван Андреевичăн килĕ вăрман оклачĕ евĕрлех. Пӳрт умĕнче яланах пĕрене куписем, вут шаршанĕсем. Хапăссем кăларса хураççĕ ăна. Хапăс халăхĕ каштайрах, çурма вырăсларах халăх. Чĕлхи-çăварĕ яка. Вăрмана килнĕ каччăсем начарах пулман пуль çав. Хитре сăн-питлĕ, кăтра çӳçлĕ хĕрĕсем пĕрин хыççăн тепри ашшĕ çĕршывне — Хапăс ялне каялла кайса пĕтрĕç. Халь ак килте пĕртен пĕр ывăлĕ Санька кăна.
Чăн та ĕнтĕ Иван Андреевич пĕтĕм пурлăхне хăй аллипе тунă. Акакан çĕрĕшĕн сахал вăрман хăртнă-и? Мунча кăмаки пысăкăш тункатасене кăларнă. Ватăличчен тӳшек çинче çывăрса курман. Урайне тумтир пăрахнă та унтах татăлса аннă. Хĕвелтен малтан тăнă, хĕвел ансан та ларман. Колхозра та ӳркенсе тăман. Юлашки вăхăтра çеç тухма пăрахрĕ. Пилĕк çĕр ĕç кунĕ ту, тырри те, укçи те тивмест. Сăвапла ĕçлемест çын.
Анчах ывăлĕ унăн улшăннăçемĕн улшăнса пычĕ. Ытти чух час-часах тул çутăлас умĕн килсе выртаканскер, бригадирта ĕçлеме пуçансан, правленинче наряд илсенех килне таврăнчĕ, библиотекăран темĕнле кĕнекесем иле-иле килчĕ. Вĕсемпе тепрĕ чухне тул çутăличченех ларчĕ.
— Пăсăлтăн эс, Санька, — тĕлĕнчĕ амăшĕ. — Улаха кайма та пăрахрăн. Пĕрмай кĕнекепе ларатăн. Интус лаши пекех хытса кайрăн. Лăпăр-лапăр юмахсене вуличчен хĕрсем патне кай.
— Юмах мар, агротехнекă кĕнеки вăл.
— Çавах мар-и, усăсăр.
Çывăр эс, çывăр. Ирхине çеç мана вăхăтра вăрат.
Лăскаса та тăми пултăн.
— Кĕçĕр нумаях лармăп.
Çак юлашки виçĕ кунĕнче çеç ывăлăн пурнăçĕ тепĕр май çаврăнчĕ. Кĕнекесем çинчен те манса кайрĕ вăл, ĕç кунĕ лартмалли нарячĕсене сайра тыткаларĕ.
— Апай, пур-и сан унта?
Амăшĕ, ассăн сывласа, сакайĕнчен пылпа тунă кăрчама ăсса тухрĕ.
— Текех сăра хуранĕ тытса çакмастăп. Ĕçетĕн те çур çĕрччен ухмаха тухнă пек сулланса ларатăн. Ĕçкĕ вăл хуçана та тарçа кăларать, — ятлаçрĕ амăшĕ.
Ашшĕ ывăлĕн юратури ăнăçсăрлăхне сисрĕ пулас. Малтан шарламасăр çӳрерĕ, юлашкинчен чăтаймарĕ:
— Авлантаратăп! Çыхса пăрахсах авлантаратăп. Кун пек ухмаха тухатăн эс! Сана, мура, мĕн çитаест? Пӳрт-çурт çук-и? Укçа сахал-и? — янрарĕ хĕрсе кайнă старик.
Ывăлĕ чĕнмерĕ. Вăл сĕтел çине чавсаланнă май аллисемпе хăлхине хупларĕ те вырăнтан та хускалмарĕ.
6
Вырать тӳпери çурла уйăх чăлтăр-чăлтăр шĕвек пĕлĕтсене, çутатать тавралăха, сапать тĕлсĕр çутине. Хĕвелтен вăрланă ют çутă ăçтан вăйлă пултăр?
Аташать çил, авать сăрт çамкинчи юр ăшне пытанайман хыт хурана. Çуркунне шыв çеç мар, çил те вăйлă.
Таврара ирĕлекен юрпа ăшăнакан çĕр шăрши кĕрет. Ӳсĕртет вăл, хумхантарать ахаль те канăçсăрланса сикекен чĕрене.
Сăнать Санька ял уничи енне, илмест унтан куçĕсене. Тĕлĕрсе кайнăн таянса тăна та хурăн çумне, куç ыратичченех тинкерет. Ялтан тухакан кашни çын Анна пек туйăнать ăна, анчах пĕрин çулĕ те юрату хурăнĕсем патне выртмасть. Пĕтем тĕнче юратусăр «пурăннă пек туйăнать йĕкĕте. Аш вăркать.
Юратупа аманнă çын ытла та пĕр енлĕ çав: пĕтĕм шухаш-кăмăлĕ, çĕкленĕвĕ, хуйхи-суйхийĕ пыл хурчĕ чечек çине вĕçнĕн савнийĕ патне кăна вĕçет. Килмест, — сасăпах персе ярать вăл.
— Килмест, — чăштăртатаççĕ хурăн турачĕсем. Анчах тем тытать ăна, тем ямасть çакăнтан. Ури те шанать, нӳрĕ юр витĕрех çапать-мĕн.
Каллех униче хапхин сасси. Каллех вăл мар-ши? Кĕтекеншĕн вăхăт варăм.
— Ку Аннах пулас...
Чăнах та, çын кунталла килет. Каччă ун çине пăхса каялла чакать, татах хурăн çумне севĕнет.
Васкать пулас хĕр. Çук, ку Анна мар, уксахласа утать. Кам вара Çавалкасра уксахлакан?
Çывăха çитерехпе çеç вал хĕре палласа илчĕ. Калас тенĕ сăмахсем ăçта-ши?
— Анна! Эсех-и?
Хĕр тăрать. Кунта çитме хăюлăх тупнине темиçе утăм тума хал çук-ши? Е иккĕленет-ши?
— Эпĕ ку...
Хĕр сасси кăмăллă, вăл çепĕç те ачаш. Уйăх шевли куçĕсенче выляса илет. Çил эмел шăршипе хутăш духи шăршине илсе килет.
— Ухмах эс, Санька...
Ку сăмахсем качча çиллентермеççĕ.
— Ан çиллен, Анна, ан çиллен.
Кĕвĕçсе пураннă чĕре хăюланать. Алсем хĕре ыталаççĕ. Каччăн çуркаланса пĕтнĕ вĕри тути хĕрĕн чечен тутине шырать. Хĕр мĕншĕн хирĕçтĕр юратать пулсан? Мĕншĕн çумри каччине тĕртсе ятăр? Вăл пĕрмай пытанса тăма пултараймасть, вăхăчĕ çитсен вăйлă çăл куç пек тапса тухать...
Самантлăха пĕлĕт тыткăнне лекнĕ уйăх каллех ирĕклĕ тӳпене касса тухать, ялкăшакан Венера çуммипе анăçалла васкать.
Вăйланать çил, силленеççĕ хурăн турачĕсем...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...