Çавал сарăлсан :: 2. Ялта ятлисем
— Кам килнĕ кунта?
— Хăв пулмасан кам пултăр.
— Ну? Эп ас тумастăп-çке.
— Склероз тапранать ĕнтĕ. Парторг шăпланчĕ.
Кăвакал пек тайкăланса кукăр ураллă Хапас Петĕрĕ çитрĕ. Бригадир, ăна асăрхасан, йăлтах хыпăнса ӳкрĕ, çырма та пăрахрĕ:
— Ыттисем пурте пур. Мĕнле пай çитмест — кала. Тытăн халь юсама, — васкатрĕ вăл Павела.
Хапăс Петĕрĕ шарламарĕ. Хăрах урине вăл маларах шутарчĕ те, брюки кĕсйинчен эрех кĕленчин пуçĕ курăнса кайрĕ.
— Итлĕр-ха, — кăшкăрчĕ парторг. — Матвеевич ыйтсан-тусан калăр, эп апат çиме каятăп.
— Кайрĕç кӳпме, — тарăхса юлчĕ Володя.
— Урăх ĕçмĕ. Унăн каçхине правление çитмелле, — терĕ Павел.
— Мĕнле ĕçмĕ вăл. Çур литр çавăрса хурсан пĕр-икĕ сехет выртса çывăрать те — каллех урă. Хăй ӳсĕр чух унран запаслă пайсем шăйăрма лайăх. Кăмăле те уçă, хăй те мĕн панине манса каять.
Павел урăх калаçса тăмарĕ. Вăл юр ăшне путнă тракторĕ патне утрĕ. Хăйшĕн çывăх механизаторсен йышне тепĕр хут туйса илнĕскер машинăна сĕм çĕрлечченех юсарĕ.
Шухăшсем
Ready to drive targeted visitors to your...
Повысьте эффективность своего производс...
Is low website traffic holding you back?...
Struggling to get the right visitors to ...
Struggling to get targeted leads to your...
Лазерный уровень легко помещается в су...
Повысьте эффективность своего производс...
Лазерный уровень легко помещается в су...
Здесь вы сможете найти поставщиков удоб...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...