Кăвак çĕмрен :: Сутăнчăк шăпи
Çын сăмахĕ витнĕ сурана
Кăрăмса1 сĕрсе те сиплес çук.
Авалхи юрăран.
Алюнов кĕтнĕ кунах, ирхине-ирех, сиктерсе çитрĕ. Сăнĕ улшăннăччĕ унăн: пăлханчăклă, усал, куçĕ хăравçăллăн сиккелет.
Укаслу çакна тӳрех асăрхарĕ.
Пĕр-пĕринпе çапла тĕл пуласса сунманччĕ хĕр.
«Мĕн пулнă? Патька-патша мĕнле пурăнать?» — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ унăн пуçĕнче.
Çак ыйтăвах Укаслăва çеç мар, ыттисене те пăлхантарчĕ. Анчах Алюнов нимĕн те каламарĕ, никампа та калаçмарĕ вăл. Укаслăва çеç чĕнсе илчĕ те хуллен пăшăлтатрĕ:
— Атя-ха, калаçмалли пур.
Тем усал ĕç пулса тухнине сисрĕ хĕр чĕри, анчах мĕн иккенне уйăрса илеймерĕ.
Иккĕшĕ те ут утланчĕç те вĕсем ял хĕрринчи уя тухрĕç.
— Кала часрах, Алюн! Мĕн пулнă?
— Ан пăлхан, Укаслу, — лăпкăнраххăн илтĕнчĕ полковник сасси. — Ан пăлхан! Пирĕншĕн тем пăлханмаллиех çук!
— Кала, Алюн! Кала часрах!
Çук, чĕнмерĕ Алюнов. Учĕ çеç унăн Укаслу учĕпе юнашар чупрĕ...
Илтмест Алюнов, унăн куçĕ умĕнче — пулни-иртни. Государе сутма пултаракан темĕнле вăй пуçтарăннине Алюнов тахçанах кăшт сиснĕ. Темĕнле каласа кăтартма май çук туйăмпа вăл çав вăя государе çывăх çынсемех ертсе пынине те ăнланнă, анчах ун çинчен патшана каласа кăтартмашкăн аптранă, мĕншĕн тесен нимĕнле уçă фактсем те пулман. Алюнов государе çывăх тăракан отряда ертсе пырать, çавăнпа Пăкачав хăй çеç мар, пĕтĕм çарăн аслă атаманĕ Овчинников та, унăн помощникĕ Творогов та ăна тĕрлĕ ĕç хушма пултараççĕ. Юлашки вăхăтра Алюнова час-часах Творогов приказсем пара пуçларĕ. Вăл хушнипе ĕнтĕ Алюнов çыннисем хăруш вырăнтан илсе тухнă патька-патшана юлашки çапăçу вăхăтĕнче часрах Атăл урлă каçарчĕç, çапла вара тыткăнран çăлса хăварчĕç. Çăлса хăварчĕç! Алюнов кун çинчен чылай шухăшларĕ. Те çăлчĕç вĕсем государе, те вилĕм патне илсе пычĕç, Алюнов, çарта чылай хушă пулнăскер, вăрçă йĕркине ăнланать: государьăн çарĕ пысăкчĕ, иртнĕ çапăçура унăн çĕнтермеллехчĕ. Государьпа аслă атаман Овчинников чăннипех те çапăçăва тĕрĕс пуçласа ячĕç, анчах кайран ним ăнланмалла мар ĕç пулма тытăнчĕ: отрядсем пĕр-пĕрне пулăшма пĕлеймерĕç, çавăнпа командирсем хăюсăррăн вырăнтан вырăна куçрĕç, кайран пурте тем аташса кайрĕç... Çав хушăрах такам сас кăларса ячĕ: Овчинникова вĕлернĕ, пурте тараççĕ. Государе часрах çапăçу хирĕнчен илсе тухмалла пулчĕ. Нимĕн те ăнланаймарĕ ун чух Алюнов. Çавăн чухне мĕн пулнине вăл ĕнер çеç чухласа илчĕ. Ĕнер ун патне Сюльдяшовпа пĕрле виçĕ хусах пычĕç те ăна тĕлĕнтерсех пăрахрĕç. Сăмахне калаканни Сюльдяшов пулчĕ.
— Хăвăн чунна сыхласа хăварас тесессĕн, эпир каланине итле-ха, — сĕнчĕ вăл Алюнова.
— Мĕн пуласси пулса иртрĕ ĕнтĕ. Хамăр чунсене çăлса хăварасси çеç юлчĕ. Кам ăслă, çав çăлăнма пултарать, — терĕ пĕр хĕрлĕ сухаллă хусахĕ Сюльдяшов хыççăнах.
— Енчен те ăсу çитсех каймасть пулсан... Ухмахсене çут тĕнчере вырăн çук халĕ, — хыпарларĕ те иккĕмĕшĕ аллине анкарĕн тыткăчĕ çине хучĕ.
— Мĕн тума килтĕр ман пата? — сиввĕн ыйтре вĕсенчен Алюнов.
— Сана хăв пирки шухăшласа пăхма хушасшăн, — терĕ халиччен чĕнмесĕр тăнă хусахĕ. — Эпир мĕн, эпир хамăр станицăсене пăрахăпăр та кайăпăр. Эсĕ вара ăçта кайса кĕрĕн. Драгун офицерĕ. Каялла Хусана-и?
— Унта ăна тӳрех çакса вĕлереççĕ, — хăй шухăшне каларĕ Сюльдяшов.
— Çакна калама килтĕр-и? — ыйтрĕ каллех Алюнов.
— Çук. Санăн хăвпа пĕрле килнĕ хусахсене тата хăв ертсе пыракан хурал отрядне кунтан вунпилĕк çухрăмри станицăна илсе каймалла, — ăнлантарма тытăнчĕ Сюльдяшов.
Ахăртнех вăл Алюновпа Укаслу пĕр-пĕрне юратнине пĕлмех ĕлкĕреймен пулĕ. Пĕлнĕ пулсан, Алюнова та тăшманĕ тесе шутламалла, кун пек ĕç тума хушас çукчĕ те пулĕ...
— Государе, урăхла каласан, Путачева тытса, салтаксен аллине çитерсе паракансене пурне те ирĕке яраççĕ, ним сиен те тумаççĕ, — терĕ вăл.
— А-а-а, эсир мана сутăнчăк тăвасшăн! — хăрăлтатса кăшкăрса ячĕ Алюнов.
— Çук, эпир хамăр тире çăласшăн! Сана та тирне çăлма пулăшасшăн! — хирĕç кăшкăрчĕ паçăрхи хĕрлĕ сухаллă хусах, ун патнерех пырса.
— Тире-е-е çăласшăн! — упа пек мĕкĕрсе ячĕ Алюнов, вăл хăй мĕскер тума пултарассине тавçăрма тăрăшрĕ. Тăваттăн — пĕччене хирĕç. Иккĕшне те пулин систĕрмесĕр çапса ӳкерсессĕн, вăл, тен, çăлăнма та пултарать. Чи кирли — систермесĕр çапса ӳкересси. Вара вăл, ялт! тӳрленсе тăчĕ те, мĕнпур вăйне пухса, сылтăм аллипе хĕрлĕ сухаллине мăйĕнчен кĕрĕслеттерчĕ. Лешĕ ахлатса та ĕлкĕреймĕрĕ, çĕре лаплатса ӳкрĕ. Алюнов, Сюльдяшова пуçĕпе хырăменчен панлаттарас тесе, сылтăмалла сикрĕ. Сюльдяшова персе ӳкернĕ пулсан вăл тарса хăтăлма та пултаратчĕ. Вара тӳрех — государь-император патне... Сутăнчăксем ниçта та кайса ĕлкĕрейместчĕç... Анчах Сюльдяшова пуçĕпе чышма ĕлкĕреймерĕ вăл, хусахсенчен пĕри ăна хыçалтан, ĕнсинчен чукмар пек аллипе кĕрĕслеттерсе çапрĕ. Вăл вара, тăнне çухатса, çавăнтах персе анчĕ...
Мĕн чухлĕ выртнă пуль Алюнов тăнне çухатса, пĕлмест. Тăна кĕнĕ чухне вăл хырăмĕ çинче выртатчĕ. Аллисене унне çурăм хыçне туртса çыхнă. Ури çинче те — хусахсем, хускалма та памаççĕ.
— Кур-ха, çапăçма пĕлен иккен эсĕ, — терĕ лăх-лăх! кула-кула Сюльдяшов. — Ахальтен драгунра çӳремен. Анчах кунта çапăçни усси çук, тусăм...
— Анкарпа чикес те пакартине юхтарса кăларас! — кăшкăрчĕ хĕрлĕ сухаллă хусахĕ, ыраттарнă мăйне сăтăра-сăтăра. — Халь те такам хĕçпе каснă пек. Этем мар пуль вăл, этем алли ăçтан ун пек çапайтăр!..
Вăл кинжалне туртса кăларчĕ.
— Чиксе хур каялла кĕреçӳне — хушрĕ ăна Сюльдяшов. — Ырăпа вĕçлес пулать кунта...
— Кун пек явăлпа ырă сăмаха сан яни те ахалех, — хирĕçлеме тăчĕ хĕрлĕ сухалли. Ăна ыттисем кăшкăрса тăкрĕç:
— Ан шарла!
Хĕрлĕ сухалли тутине тăсса, аяккарах кайса тăчĕ.
— Ну, мĕнле, Алюнов, хамăр мĕн çинчен калаçнине манмарăн-и? — ыйтрĕ Сюльдяшов. — Суйласа ил: вилĕм е пурнăç.
Вилĕм е пурнăç... Куна Сюльдяшов шӳтлесе каламасть. Вилĕм е пурнăç. Алюновăн çав тери пурăнас килет. Укаслушăн та пулин çак çут тĕнчерен каяс килмест унăн. Çук, çук, вăл сутăнчăк пуласси пирки унччен нихăçан та шухăшламан. Уйăх каялла пĕр-пĕр çын ăна çапла патька-патшана сутма каланă пулсан, вăл ăна вырăнтах темĕн те туса тăкмаллаччĕ. Анчах халĕ унăн нимĕн суйласа тăмалли те çук. Вилĕм е пурнăç...
— Алла салтăр! — терĕ вăл.
Килĕшнйне пĕлтерсе, Сюльдяшов пуçне сĕлтрĕ. Хусахсем çавăнтах Алюнов аллине салтса ячĕç, тăрса ларма пулăшрĕç.
— Ну, мĕнле? — ыйтрĕ Сюльдяшов. — Каллех çапăçатпăр-и?
Алюнов ыраттарнă сулахай хул калакне темиçе хутчен сăтăркаласа илчĕ те, мăшлатса, шăппăн:
— Çĕнтертĕн, Сюльдяшов! Санран иртейместĕп! — терĕ. Çапла каласа, Алюнов хăйне çеç мар, юратуне те, савнă Укаслуне те вилĕмрен çăлать тесе шухăшларĕ. Хĕре вăл пурнăçран та ытларах юратать-çке-ха. Уншăн, пĕр ун пурнăçĕшĕн кăна вăл халиччен туман тискер ĕçрен те пăрăнса тăман пулĕччĕ.
— Тахçанах çапла пулмалла! — кулса ячĕ Сюльдяшов. — Эс, ав, çапăçса вăхăт ирттеретĕн. Вăя хирĕç каяймастăн. Епле маттур пулсан та, çынна çеç мар, упана та ташлама вĕрентеççĕ. Юрĕ, итле мĕн тумаллине. Анчах асту, вутпа текех ан выля. Хушман çĕре çур утăм çеç ярса пуссассăн та леш тĕнчене ăсататăп.
Вара Сюльдяшов мĕн тумаллине, камсем-камсем Пăкачава тытса пырас кавара ырланине каласа пама тытăнчĕ.
Сюльдяшовранах Алюнов каварçăсем хăйсен усал ĕçне тума пит ăста хатĕрленнине, вĕсене государе çывăх çынсем ертсе пынине пĕлчĕ.
Çук, çăмăл пулмарĕ уншăн çапла сутăнчăк çулĕ çине тăрасси. Тем тĕрлĕ те шухăшласа пăхрĕ вăл, кулянчĕ те. Çапах та хăй каварçăсене хирĕç тăма вăй çитереймерĕ. Мĕн тесессĕн те Пугачев патĕнче те вăл, офицер пулнă салтак ачи, хăйне шурă курак пек туйрĕ. Хусах калани тĕрĕс. Унăн ниçта кайса кĕме те çук. Пуçа çăлас тесен, каварçăсемпе пулмалла.
Алюнов вара, государь хушрĕ тесе, хăй отрядне вунпилĕк çухрăмри станицăна илсе тухрĕ. Унăн çыннисем государе хуралламаллаччĕ, халĕ вĕсем ăна чи хăрушă самантра пăрахса хăварчĕç.
Станицăна çитсе вырнаçсассăнах Алюнов Укаслу патне васкарĕ. «Ăна та çăлса хăварас пулать, — терĕ вăл. — Унпа иксĕмĕр эпир телейлĕ пулăпăр».
Алюнов хĕр-полковнике çакăн çинчен каласа кăтартĕ.
— Вара халь мĕн пулса иртнĕ-ха ĕнтĕ? Кала, Алюн! — терĕ Укаслу.
— Государе...
— Вĕлернĕ-и?! — кăшкăрса ячĕ хер. — Вĕлернĕ-и?!
— Çук, — пуçне сулларĕ Алюнов.
— Мĕн пулнă? Патька-патшана мĕн пулнă? Патька-патшана тыткăна илме пултарасси, çывăх пулнă çынсемех сутма пултарасси халиччен хĕр ăсне те килменччĕ. Ана вăл тыткăна лекмелли, такам сутмалли çын пек туйăнмастчĕ. Анчах шăпах çак сăмахсем ун чĕрине касса кайрĕç.
— Государе тыткăна илнĕ.
— Кам? Ăçта?!
— Тапăрĕнчех: Творогов, Бурнов, Сюльдяшов тата ыттисем те.
«Сюльдяшов! Çавă ĕнтĕ, çавă кавар тăваканни! Вăл путлĕ çын мар иккенне Укаслу тахçанах пĕлнĕччĕ. Анчах, ав, ĕненмерĕ-çке хĕр-полковнике пĕркун патька-патша. Халь ĕнтĕ инкек курмалла пулса тухрĕ унăн. Эх, ун чухне Укаслăва ĕненнĕ пулсан! Ним çакăн пек инкек те пулмастчĕ те çав!.. Чим, Творогов тата. Çавах-ши вара? Патька-патшан чи çывăх çыннисенчен пĕри-и?»
— Творогов? Янрал-и? — ыйтрĕ Укаслу Алюновран.
— Çавă.
— Епле хăйнă вĕсем? — кăшкăрса ячĕ Укаслу. — Епле хăйнă вĕсем! Патька-патшана...
— Ан пăлхан, Укаслу. Государь мар иккен вăл, çынсем чăннине пĕлнĕ. Ристан вăл. Пăкачав ятлă ристан. Хĕр куçĕсем чарăлса кайрĕç:
— М-м-мĕскер?
Ним ăнкараймасăр пăхрĕ Укаслу Алюнов çине. Пуçĕ çаврăнса кайрĕ унăн, чĕлхи çыхланчĕ.
— Ристан вăл. Пире улталанă вăл. Ан хăра эсĕ. Пирĕн ним те хăрамалли çук. Çавăр утна — кайăпăр!
Алюновăн куçĕ ăшшăн çиçет. Унăн куçĕ хĕре лаплантарасшăн.
— Ăçта? Ăçта кайăпăр? — ыйтрĕ Укаслу. Нимĕн те ăнкараймарĕ вăл.
«Мĕн çинчен калаçать çак çын? Кам пулчĕ ку? Çук, Алюн мар пулĕ!» — вĕлтлетсе иртрĕ ун пуçĕнче.
— Ăçта? Ăçта кайăпăр, терĕн?
— Творогов патне. Инçе мар кунтан вăл. Ав, çавă вăрман хĕрринче. Виç-тăватă çухрăмра çеç. Пăкачава Ейек хулине леçме тухнă. Эпир те пĕрле каятпăр та...
— Ăçта?! Ăçта пĕрле каятпăр та?
— Ейĕк хулине...
— Ма?
— Ара, Пăкачава тытса пынă çынсене императрица ирĕк паратăп, тенĕ.
— Тытса пынă çынсене?..
— Эпĕ тĕ Твороговпа пĕрле. Леçме сана та илсе каятпăр... Эсĕ те ирĕкре пулăн...
Хăрушшăн. тискеррĕн кулса ячĕ Алюнов:
— Ирĕкре пулатпăр, ирĕкре...
Аран-аран Укаслун тăнне пырса çапăнчĕç çак сăмахсем.
«Патька-патшана сутнă. Сутăнчăксем хушшинче — унăн савнийĕ те. Акă вăл, унăн умĕнчех тăрать. Ăна сутăнма ӳкĕтлет... Çав путсĕр Сюльдяшовпа пĕрле, пĕр ура йĕрĕпе кайма ӳкĕтлет...»
— Алюн! — йăлăнса тилмĕрчĕ хĕр. — Чăннине калатни эсĕ? Çук-иç. Шӳтлетĕн кăна-иç эсĕ!
Мĕн тери ĕненесшĕн марччĕ хĕр савнийĕ каланă сăмахсене!
— Ха-ха-ха-ха-а! Укаслу чунăм, ма суяс манăн. Атя ĕнтĕ, калаçса ан тăр. Васкар. Атту пăрахса та кайĕç...
— Пăрахса та кайĕç! — кăшкăрса ячĕ хĕр. Унтан шăпланчĕ, ним чĕнме аптăрарĕ вăл. Пĕр тапхăра ăнне çухатнă пек пулса тăчĕ. Унтан сасартăк унăн куçĕ чарăлса кайрĕ.
— Пăрахса та кайĕç... Сутăнчăк! — кĕтмен çĕртен кăшкăрса ячĕ вăл. — Сутăнчăк эсĕ! Хĕрĕн куçĕ кăвар сапрĕ.
— Ха-ха-ха-а, — тата хытăрах кулса ячĕ Алюнов. — Сутанчăк марри тата! — Унтан ӳкĕтлеме тытăнчĕ: — Укаслу, чунăм! Кирлĕ мара калаçса ан тăр. Атя, кайрăмăр...
— Сутăнчăк эсĕ, сутăнчăк! — урмăшса кайнă сассипе пăшăлтатрĕ хĕр.
Алюнов ун утне чĕлпĕртен ярса тытрĕ:
— Атя, ан лăпăртатса тăр! Вилĕмрен çăлăнса юлмалла пирĕн!
— Яр! — кăшкăрса ячĕ Укаслу. — Яр! Тавсасăрскер!
Алюнов ăна аллинчен тытма тăчĕ. Хĕр туртăнчĕ те утне ури кĕллисемпе хырăмĕнчен тивертрĕ. Чĕлхесĕр янавар, туртăнса илсе, каялла чакрĕ.
Çав самантра хер аллинче кăвак çĕмрен çĕкленчĕ, ухă карăнчĕ.
— Вшик! — сас кăларса вĕçсе кайрĕ çĕмрен. Çавăнтах вилесле аманнине чăтаймасăр кăшкăрни тăри юрри пек тӳпенелле çĕкленчĕ:
— Мĕскер туса хутăн эсĕ, Укаслу?! Эп сана çăласшăнччĕ! Хăвна ху пĕтер...
Учĕ çинчен сиксе анчĕ те Укаслу месерле лаплатса ӳкнĕ Алюнов патне чупса пычĕ. Алюновăн кăкăрĕнче, чĕри тĕлĕнче — кăвак çĕмрен. Шăп та лăп леш Аванкай мучи туса панă кăвак çĕмрен. Ăна вăл виçĕ кун çĕлен, наркăмăшĕ ăшĕнче тытнă, тенĕччĕ. Укçуне илсе тыттарнă чухне тата Кĕлсулттан кинемей тĕлĕнмелле сăмах та каланăччĕ: «Ĕлĕк-авал чи чаплă паттăрсем çеç кăвак çĕмренпеле пенĕ. Кăвак çĕмрен — тасалăх палли, чăнлăха юратнин, халăхшăн тăнин палли», — тенĕччĕ.
Чĕрĕм вăхăт хушшинче çакă пĕтĕмпех Укаслу куçĕ умĕнчен вĕлтлетсе иртрĕ. Унтан вара вăл тăна кĕнĕ пек пулчĕ. Хăй умĕнче, çĕр çинче выртакан Алюнов çине каллех пăхрĕ.
Чĕп-чĕрĕ пекех выртать вăл. Яштака пӳллĕ, хĕç пек çӳхе мăйăхлă, хĕр пек чиперскер...
Тăна кĕнĕ пек, хăрушă та тискер ыйхăран тин çеç вăраннă пек, Укаслу сасартăк чĕтресе илчĕ.
— Алюн! — чĕри çурăласла кăшкăрса ячĕ вăл. — Алюн! Савниçĕм! Ăмăрткайăкăм!
Унтан вăл хăрушшăн ахлатса ячĕ те Алюнов ӳчĕ çинĕ укрĕ. Хăй вĕлернĕ савнине çӳçĕнчен ачашлама тытăнчĕ, çамкинчен, куçĕнчен чуптурĕ, хăй çумне пăчăртарĕ, суранне аллипе хупларĕ, юхакан юнне чарас пек аппаланчĕ. Унтан сасартăк савнийĕн кăкăрне кĕрсе ларнă хăй çĕмренне асăрхарĕ.
— Ах! — каллех ахлатса илчĕ вăл. Тем пулнăн: савнийĕн кăкăрĕнчи кăвак çĕмрене ярса тытрĕ те карт! туртса кăларчĕ, унтан ăна икĕ аллипе ярса тытрĕ, чĕркуççийĕ çине çапса çурмаран хуçрĕ, икĕ хуçăкне те çĕре пăрахрĕ. Вара хăй ури çине сиксе тăчĕ те çĕмрен хуçăкĕсене урса кайнăпек тапта пуçларĕ...
Сасартăк Укаслу лăп чарăнса тăчĕ. Çĕрте выртакан Алюнов çине халиччен курман пек пăхса илчĕ, вара унăн сăнĕ улшăнчĕ.
— Çук, çук! — терĕ вăл темрен хăранăн, чакса-чакса пычĕ. — Ку эсĕ мар! Ку эсĕ мар!
Вăл каялла чака-чака каллех кăвак çĕмренĕн татăкĕсен тĕлне тухрĕ. Хăрах урине вăл кăвак çĕмренĕн пĕр татăкĕ çине пусрĕ.. Вара хăйне çĕлен сăхнă пек сиксе илчĕ, аяккарах кайрĕ, унтан каллех Алюнов вилли патне çывхарса тăчĕ. Куçĕ чарăлса кайрĕ унăн.
— Сутăнчăк! — кĕтмен çĕртен хаяррăн пăшăлтатрĕ хĕр. — Сутăнчăк! Эпĕ сана юратнă-и вара? Эпĕ сана хам чунăма патăм-и вара? Эсĕ сутăнчăк! Эсĕ патька-патшана, хамăр хисеплекен патька-патшана...
Юлашки сăмах тăруках унăн ăнне тем аса илтернĕ пек пулчĕ.
«Пинер, Пинер!.. Нӳрĕ çĕре вăхăтсăрах кĕрсе выртнă Пинер. Шанчăклă тус, ырă çын, хаклă Пинер... Эх, санăн пуласчĕ Алюнов вырăнĕнче... Эсĕ нихçан та, нихçан та, сутăнчăк пулса, патька-патшана, Укаслăва улталаман пулăттăн... Эх, вилнĕ ĕне сĕчĕ тутлă çав...»
Хĕр-полковник тӳрленсе тăчĕ, çумĕнчи хĕçне аллипе ярса тытрĕ. Патька-патша! Сутăнчăксен аллинче вăл!»
Вашт кăна сиксе утланчĕ те хĕр çиçĕм пек аякра та мар курăнса ларакан вăрман еннелле вĕçтерчĕ.
— Патька-патша! Патька-патша! — пăшăлтатрĕ унăн тутти вĕçĕмсĕр.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...